Виҫӗ уйӑхра Чӑваш Енри тата Мари Элти пуйӑссемпе самолётсем ҫинчен ӳсӗр 100 ытла ҫынна антарса хӑварнӑ. Транспортра эрех ӗҫме тата ӳсӗр пуҫа ларма юрамасть. Ун пеккисене административлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ.
Транспорт полицейскийӗсем пӗлтӗрхи юпа-раштав уйӑхӗсенче 118 ҫынна явап тыттарнӑ — 500 тенкӗрен пуҫласа 1500 тенкӗ таран штраф хурса панӑ. Унсӑр пуҫне ӳсӗрсене 1 талӑкран пуҫласа 15 талӑк таран хупса хума та пултараҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 9 сехет ҫурӑра Шупашкарти аэропорт ҫывӑхӗнче хӗр парашютпа аннӑ чухне самолет вӗҫмелли ҫул ҫине вӗҫсе аннӑ. Вӑл вӑйлӑ ҫиле пула парашюта итлеттереймен-мӗн.
Ҫав вӑхӑтра рейс самолечӗ тӳпенелле вӗҫсе хӑпарма хатӗрленнӗ. Юрать-ха, авиаци хӑрушсӑрлӑхӗн ҫыннисем хӗре вӑхӑтра пулӑшма ӗлкӗрнӗ, ӑна ҫул ҫинчен илсе кайнӑ. Унсӑрӑн вӑл хӑй парашют тыткӑнӗнчен хӑтӑлаймӗччӗ.
Ку пӑтӑрмаха пула рейспа вӗҫекен самолет темиҫе минут каярах ҫула тухнӑ.
«Россия» (чӑв. Раҫҫей) авиакомпанин супреджечӗсенчен пӗрне Шупашкар ятне панӑ.
Асӑннӑ ятпа самолёт 2021 ҫултанпах вӗҫет иккен.
«Раҫҫей» авиокомпани хӑйӗн самолёчӗсене ҫӗршыври хуласен ячӗсене 2016 ҫӳлхи ака уйӑхӗнче пама тытӑннӑ.
Фюзеляжӑн малти пайӗнче, пилотсен кабини айӗнче, хула ятне тата гербне вырнаҫтараҫҫӗ. Самолетӑн сулахай енне вырӑсла ҫырса хунӑ, сылтӑм енне – акӑлчанла.
Паян ирхи 9 сехет те 5 минутра вӗҫсе каймалли самолёта тытса чарнӑ иккен.
«ДП-6808» рейс Шупашкартан Мускава илсе ҫитерет. Анчах самолётӑн техника кӑлтӑкӗ пулнӑран самолёт вӑхӑтра вӗҫсе каяйман.
«Тӗп аэропортран килсе ҫитнӗ авиатехниксен бригади кӑлтӑка юсасан самолёт вӗҫсе кайӗ», — хыпарланӑ Телерамри каналсенчен пӗринче.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 49 ҫулти хӗрарӑм авиабилет туянас тесе ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ.
Хӗрарӑмӑн хӗрӗ тахҫантанпах ют ҫӗршывра пурӑнать иккен. Амӑшӗ ун патне кайса курас тенӗ. Авиабилет сутакан тӗрлӗ интернет-сайтсене тишкернӗ хыҫҫӑн хак илӗртекен пӗлтерӗве асӑрханӑ. Асӑннӑ ҫӑлкуҫ менеджерӗсемпе ҫыхӑннӑ хыҫҫӑн лешсем ӑна билет туянассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене «Телеграма» кӗрсе сӳтсе явма сӗннӗ.
Ҫула тухмалли куна тата вӑхӑта кӑтартнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑма билет хакне тӳлеме сӗннӗ. Банк картти ҫинчен 9300 тенкӗ касса кайнӑ хыҫҫӑн билет сутакансем хӗрарӑмпа ҫыхӑнӑва татнӑ.
Шупашкарти аэропортра самолётсене лартмалли радиотехника тытӑмне тӗрӗслекен самолёт вӗҫсе ҫӳрет. Сывлӑш ҫулӗн управенийӗн самолёчӗ пирӗн патра темиҫе кун ӗҫлӗ.
«Ан26» лаборатори самолёчӗ аэронавигаци тытӑмне тӗрӗслет, ятарлӑ оборудование вӑл кирлӗ пек йӗркелӗ.
Сӑмах май каласан, паянхи кун Шупашкарти аэропорта юсасси малалла пырать. Ӗҫе вӗҫлесен вӑл хитререх те, пассажирсемшӗн меллӗрех те пулӗ.
Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкартан Мускава ҫӳрекен самолёт вӗҫсе хӑпарайман. Ҫавӑн сӑлтавӗ — двигателе кайӑк лекни.
Самолёт сывлӑша ҫӗкленес умӗн специалистсем ӑна пӑхнӑ чухне кайӑк тӗкне асӑрханӑ.
Самолёт вӗҫсе хӑпарасса 181 пассажирӑн 4 сехет ытла кӗтме тивнӗ. 9 сехет те 10 минутра ҫула тухмалли самолёт 13 сехет те 30 минутра кӑна вӗҫсе кайнӑ.
Маларах Шупашкарти аэропортра кайӑксене хӑратакан хурчка пулнӑ.
Раҫҫейре Краснодарти аэропорта уҫас ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ. Авиагавань самолётсене ҫулталӑк ытла ӗнтӗ йышӑнмасть. Ҫакӑн пек йышӑнӑва ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫӑнсан тунӑччӗ.
Краснодар аэропорчӗ ӗҫлеменрен ҫынсен пуйӑспа, «Дон» М-4» автоҫулпа кайма е урӑх хуласем урлӑ вӗҫме тивет.
Сочинчи аэропорт авиапассажирсене виҫерен 4 хут ытларах йышӑннӑ.
Экспертсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Краснодар аэропортне хупӑ тытма кирлех те мар. Ҫитменнине унта самолётсем вӗҫме тытӑнасса миллионшар ҫын кӗтет.
Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнченпе «Северный поток» авиакомпани самолечӗсем эрнере икӗ хутчен, ытларикун тата эрнекун, Шупашкартан Сочие вӗҫме тытӑннӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен вара «Победа» авиакомпани самолечӗсем те ҫак маршрутпа вӗҫме пуҫланӑ. Вӗсем тунтикунран пуҫласа эрнекунччен кашни кунах 13 сехет те 5 минутра Шупашкарта сывлӑша ҫӗкленеҫҫӗ.
Ҫӗртмен 6-мӗшӗнчен ытларикунсерен Шупашкартан Сургута та вӗҫме май пур. Ку рейс авӑн уйӑхӗ вӗҫлениччен ӗҫлӗ.
Сургута Шупашкартан самолет вӗҫме пуҫлӗ.
Ҫурҫӗрти ҫав хулана пирӗн республикӑран авиарейс ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Самолет эрнере пӗрре — ытларикунсерен — вӗҫӗ.
Самолёт Сургутран Шупашкара 9 сехет те 40 минутра килсе ҫитӗ, Сургута 10 сехет те 30 минутра вӗҫсе кайӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |