Чӑваш халӑх сайчӗ паян хӑйӗн 11-мӗш ҫулне паллӑ тӑвать. Пире пулӑшакан кашни ҫынна — хыпарсем ярса паракансене, кӗнекесем сканерлама пулӑшакансене, укҫа-тенкӗ енчен пулӑшакансене, пирӗн ӗҫе хаклама пӗлекенсене тата ыттисене те — чун-чӗререн тав тӑватпӑр! Эсир пурри сайта аталантарма хӑват парать!
Иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан кӑҫалхи ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарас килет. Чи пӗлтерӗшли — чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусне уҫни, ӑна аталантарма тытӑнни. Унпа пирӗн самай вӑхӑт иртет, ҫавна май ытти ҫӗнӗлӗхсем сахалрах. Ҫавах та ҫук мар вӗсем: чӑвашла ҫӗнӗ укҫа конверчӗсене кӑларни; вырӑсла версинче хыпарсем тӑтӑш тухма пуҫлани; вырӑсла версине «Яндекс. Новости» (чӑв. Яндекс. Хыпар) хыпарлав системине кӗртни; сӑмахсарсен сайтне ҫӗнӗ словарьпе пуянлатни тата ытти те. Ҫуралнӑ кун тӗлне сайт сӑнне те кӑшт улӑштартӑмӑр — шрифтчӗ халь урӑхларах. Унсӑрӑн пуҫне кӑҫал эпир ҫавах та чӑваш халӑх тӗнӗпе ҫывӑхрах паллаштаракан «Пилсемпе кӗлӗсем» сайт уҫма палӑртнӑ. Гуманитари институчӗпе Чӑваш кӗнеке издательстви пӗрле кӑларнӑ кӗнекене сканерлама пуҫласа, ҫурри ытла тунӑ та. Ҫывӑх вӑхӑтра ӑна сайта кӗртме пуҫлӑпӑр.
Вӑрнар районӗнчи Санарпуҫӗнче "30 ҫул иртсен" ятпа юбилей концерчӗ иртнӗ. Ӑна вырӑнтисем ялти клуба уҫни 30 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ял ҫыннисене саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев та пырса ҫитнӗ.
Вырӑнтисем патне районти Культура ҫуртӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем те концертпа кайнӑ. Ҫавӑнти Валерий Шакратов ертсе пыракан ушкӑнсем те, ветерансен хорӗ те, Ҫавалкасри Культура ҫуртӗнчи художество коллективӗ те (ертӳҫи Лидия Иванова) санарпуҫсене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.
Вырӑнти клубсемпе Культура ҫурчӗсен пӗлтерӗшне палӑртса ырӑ сӑмах калакансем те пулнӑ. Чӑн та, Санарпуҫӗнчех, акӑ, тӗрлӗ кружок ӗҫлет. Вӗсене ачасем кӑна мар, аслӑраххисем, ҫав шутра пенсионерсем те, ҫӳреҫҫӗ.
Патӑрьел районӗнчи Алманчӑкра пурӑнакансем малтан урам тӑрӑх утнӑ, кайран Мӑнкун сӗтелӗ хушшине ларнӑ. Кун пирки асӑннӑ ял тӑрӑх администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче хыпарланӑ.
Алманчӑксем ӗнер Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ ячӗпе ял тӑрӑх утса тухас тенӗ. Ҫакӑнта вырӑнти шкул ачисене явӑҫтарнӑ. Аллисене шар, ялав тытнӑскерсем малтан митинга хутшӑннӑ. Унта вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Георгий Фомин тата "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партин пуҫламӑш организацийӗн секретарӗ Сергей Никитин хутшӑннӑ.
Сӑмах май каласан, Ҫуркуннепе Ӗҫ уявне республикӑра тата районсенче те уявланӑ. Кӑҫал ҫак кун Мӑнкунпа, вӑл православи тӗнӗн чи ҫутӑ та аслӑ уявӗ шутланать, пӗр килчӗ. Уяв ячӗпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та республикӑра пурӑнакансене саламланӑ, "...тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫулӑх, ҫирӗп сывлӑх, телей, ҫуралнӑ ҫӗр тата ҫӗршывӑмӑр ячӗпе ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунатӑп", - тенӗ.
Хисеплӗ хӑнасем, чӑваш тетелӗн хастар ӗҫтешӗсем!
Чӑваш халӑх сайчӗ сире пурне те Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлать!
2016 килес ҫулта пӗтӗм хуйхӑ-суйхӑна чӑтса ирттерсе лайӑххипе ҫеҫ киленмелле пултӑр! Чӑваш халӑхӗ те сире ҫӗнӗлӗхсемпе савӑнтарма тӑрӑшӗ!
Кӳрентернине каҫарар, усал сунар мар, ырӑ тӑвакана — мухтар та хисеп тӑвар! Япӑххине асӑнмалла ан пултӑр, ырри тупӑнсах тӑтӑр!
Ҫапла пултӑр!
Ҫак эрнере Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗн Варнавӑн ҫуралнӑ кунӗ пулнӑ. Ҫав ятпа ӑна Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ.
Митрополита республика пуҫлӑхӗ ӑс-хакӑл енчен вӗҫӗмех пулӑшса пынишӗн тата Чӑваш Енре православи тӗнне ҫирӗплтенишӗн тав тунӑ. Михаил Игнатьев чиркӳпе влаҫ органӗсем культура, вӗренӳ ӗҫӗнче, Чӑваш Енри православин ҫаваплӑ вырӑнӗсене упраса хӑварассипе тата чӗртсе тӑратассипе тухӑҫлӑ ҫыхӑну тытнине палӑртнӑ. Ҫитӗнекен ӑрӑва кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен воспитани парассинче те чиркӳ ҫыннисем тӳпе хывнине асӑнса хӑварнӑ.
Элтепер Чӑваш Енре ырӑ ӗҫ нумай пулса пынине, обществӑпа политика лару-тӑрӑвне тӑнӑҫлӑ тытса тӑрассишӗн, ҫынсене ыранхи куна шанчӑкпа пӑхтарассишӗн пултаруллӑн тимленине те, халӑх килӗшӳпе тата ҫураҫупа пурӑннине те, демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланнине те палӑртнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Варнавӑна чечек тата кӗнеке парнеленӗ. Ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр, чун хавалӗ тата пур ӗҫре те Турӑ пулӑшса пытӑр тесе суннӑ.
Сӑнсем (5)
Чӑваш Республикин культурӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем!
Сире професси уявӗпе саламлатӑп!
Культурӑпа искусство деятелӗсем чунне парса пурнӑҫлакан ӗҫ-хӗл пӗлтерӗшне тата вӗсем культура еткерлӗхне сыхласа упраса хушӑнтарса пырас, нацин хӑйне евӗрлӗ йӑли-йӗркине ҫирӗплетес ӗҫе хывакан витӗмлӗ тӳпене хаклама та май ҫук. Сирӗн пултаруллӑ ӗҫӗр халӑха ӑс-хакӑл енчен пуянланма, гуманизм тӗллевӗсене ҫирӗплетме, обществӑна этемлӗхӗн улшӑнми хаклӑхӗсем тавра пӗрлештерме пулӑшать.
Халӑх малашлӑхӗ культурӑсӑр пулма пултараймасть. Шӑпах ҫавӑнпа Чӑваш Республикинче культура сферине аталантарасси патшалӑх политикин тӗп тӗллевӗсенчен пӗри шутланать. Культура еткерлӗхӗн объекчӗсене реставрацилес тата ҫӗнетес ӗҫ аван пурнӑҫланса пырать. Культура учрежденийӗсем юсанса ҫӗнелеҫҫӗ, вӗсем хальхи йышши оборудованипе, музыка инструменчӗсемпе пуянланаҫҫӗ. Чӑваш Енре пурӑнакансен пултарулӑх вӑй-хӑватне уҫса пама, пултарулӑх анинчи ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшакан профильлӗ программӑсем тухӑҫлӑн пурнӑҫланаҫҫӗ. Искусство шкулӗсенче вӗренекен ачасен тӳпи республикӑри ачасен пӗтӗм йышӗнче 13,5 процентпа танлашать, ку кӑтарту Раҫҫей Федерацийӗнчи вӑтам шайран пысӑкрах.
Хаклӑ хӗрарӑмсем!
Сире Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ Мартӑн 8-мӗшӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Пурнӑҫра мӗн ҫутти тата лайӑххи пур, ҫавӑ веҫех хӗрарӑм сӑнарӗнче палӑрать. Хӳхӗм хӗрупраҫ мӗн авалтанах сӑпайлӑ та тимлӗ, ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ пулнипе, ачашлӑхӗпе тата ырӑ кӑмӑлӗпе уйрӑлса тӑрать. Ҫак паха енсем хӗрарӑмсене кил-ҫурта хӑтлӑрах тума, ҫемье вучахӗн ӑшшине сыхласа упрама, ачасене ӑс парса ӳстерме, мӗнпур ӗҫрех ҫитӗнӳ тума пулӑшса пыраҫҫӗ.
Республика Правительстви ачалӑхпа амӑшлӑха пулӑшасси, ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗплетесси ҫине уйрӑмах пысӑк тимлӗхпе пӑхать. Ҫамрӑк ача амӑшӗсем ҫурату сертификачӗ, пособисем тата амӑшӗн капиталӗ евӗр паракан укҫа-тенкӗ пулӑшӑвне илеҫҫӗ, патшалӑх кӳрекен ытти пулӑшу тӗсӗпе усӑ кураҫҫӗ.
Ача амӑшӗпе ача сывлӑхне сыхлакан тытӑмра медицинӑн малта пыракан технологийӗсем хастарлӑн ӗҫе кӗреҫҫӗ. Ача сачӗсем тӑвасси кал-кал пурнӑҫланать, ҫакӑ ача амӑшӗсене декрет отпускӗ хыҫҫӑн ӗҫе часрах тухма май парать.
Патшалӑх хӑйсемшӗн ҫавнашкал тӑрӑшни хӗрарӑмсене малашлӑх ҫине ырӑ шанчӑкпа пӑхма хавхалантарать, республикӑра ача ҫуратасси тата нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ ӳсет.
Нарӑсӑн 9-мӗшӗнче Граждан вӑрҫин Геройӗ Василий Чапаев ҫуралнӑранпа 128 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков дивизи командирӗн мӑнукӗсене Татьяна Александровнӑна тата Аркадий Александровича ҫак ятпа саламланӑ. Вӗсем — Чапаевӑн аслӑ ывӑлӗн ачисем.
Леонид Волков Василий Иванович мӑнукӗсене аслашшӗн тӑван тӑрӑхне — Чӑваш Ене — чӗннӗ. Татьяна Александровна кунта юлашки хут иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче пулнӑ. Ун чухне ашшӗ те пурӑннӑ-ха.
Чапаев мӑнукӗсем Леонид Волкова «Чапаев» фильм 80 ҫул тултарнине халалласа уяв каҫӗ йӗркеленӗшӗн тав тунӑ. Вӑл Раҫҫей кинематографисчӗсен союзӗн Кино ҫуртӗнче иртнӗ. Ун чухне, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче, киназал сцени ҫине Чапаев йӑхӗнчи 9 ҫын тухнӑ.
Кун пирки «Каҫхи Мускав» хаҫат нумай ҫырнӑ, «Культура» тата «Мускав 24» телеканалсем репортажсем кӑтартнӑ.
Сӑнсем (8)
Халӑх ыйтнипе Чӑваш халӑх сайчӗ ҫак кунсенче чӑвашла открыткӑсем кӑларчӗ. Чӑн та лавккасенчи сентресем йӑлтах вырӑслисемпе кӑна тулса ларнӑ — хӑйсен тӗсӗсемпе 100 яхӑн тӗрлӗ открытка илӗртет. Ҫав вӑхӑтрах чӑвашлисем пачах та ҫук. Ку ҫитменлӗхе пӗтерес тесе ҫулталӑк тӑршшӗпех уявсем ячӗпе открыткӑсем кӑларма палӑртатпӑр.
Чи малтанах эпир Тӑван чӗлхе кунне халалланине кӑларас терӗмӗр. Ӑна нарӑсӑн 21-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Уйрӑмах хальхи вӑхӑтра ҫак уяв питӗ пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатпӑр — чылай ҫемьере хӑйсен ачисене тӑван чӗлхене вӗрентмеҫҫӗ.
Иккӗмӗш черете Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунне халалланине тӑратрӑмӑр — вӑл та ҫак кунсенче пичетрен тухрӗ. Ӑна эпир чӑвашла тата вырӑсла хатӗрлерӗмӗр. Открыткӑсене, иккӗшне те, «СУМ» лавккара туянма пулать. Хакӗ пысӑк мар — 20 тенкӗ кӑна. Нумай тиражпа кӑлармарӑмӑр — кашнине 100 штук кӑна.
Ҫитес вӑхӑтра «Саламлатӑп» ятпа укҫа конвертне тата Хӗрарӑмсен кунне халалланӑ открытка кӑларма планлатпӑр. Вӗсем ҫак эрнерех пичетленсе тухасса шанатпӑр.
Театра кун сиктермесӗр тенӗ пек ҫӳрекенсем мӗнпур артиста паллаҫҫӗ-ха, анчах сцена хыҫӗнче тар тӑкакансен тӑрмашӑвӗ куҫа курӑнсах каймасть тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Культура учрежденине ертсе пыракансем пирки те ҫавӑн пек калама юрать. Ҫавӑн йышшисен шутне Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Юрий Владимиров та кӗрет. Кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче вӑл ҫур ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ҫав ятпа ӑна нумаях пулмасть савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура (кун пекки театр ӗҫченӗсемшӗн, паллах, спектакль пуҫланас умӗнхи самант) культура министрӗ Вадим Ефимов саламланӑ.
Вадим Петрович Юрий Мефодьевича театрӑн пурлӑхпа техника базине пуянлатассишӗн тӑрӑшать, пултарулӑх ушкӑнӗн укҫа-тенкӗ тата производство ыйтӑвӗсене пурнӑҫлама ӑста, кӑткӑс та яваплӑ ӗҫе пултаруллӑ тата ӑслӑ-тӑнлӑ йӗркелсе пырать тесе ырланӑ. Тӑрӑшулӑхшӑн министр театр ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан ведомствӑн Тав хучӗпе чысланӑ. Ҫуралнӑ кун ячӗпе Юрий Владимирова культура ӗҫченӗсен профсоюзӗ те, театрпа концерт учрежденийӗсен ушкӑнӗсем те, хӑй ӗҫлекен тӑван коллектив та саламланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |