Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 17 сехет те 40 минутра Патӑрьел районӗнчи Именкасси ялӗнче юпа персе аннӑ. Ӑна "Лада Гранта" водителӗ йӑтса антарнӑ. Вӑл унта пырса ҫапӑннӑ.
Юпа ӳкнӗ. Юрать-ха, водитель те, унпа юнашар ларса пынӑ пассажирка та чӗрӗ юлнӑ. 31 ҫулти водитель ӳсӗр пулнӑ. Ҫитменнине, унӑн права та пулман. Хӗрарӑм вара пуҫне суранлатнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Паян ирпе Канаш районӗнче тӑватӑ машина ҫул ҫинчи инкеке лекнӗ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «VW Taos» автомобиле тытса пыракан 37 ҫулти хӗрарӑм-водитель сулахай енчен сылтӑм енне куҫнӑ чухне «Солярис» машина ҫине пырса кӗнӗ.
Ҫав самантра хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ 14-мӗш модельлӗ «Лада» пынӑ. Вӑл инкеке лекес мар тесе хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та 11-мӗш модельлӗ «Лада» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ.
Инкекре хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑсен водителӗсем шар курнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта вара васкавлӑ пулӑу машини ҫине ӳсӗр водитель пырса кӗнӗ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Атӑл леш енче, Шупашкар лесничествинче, пушар пулнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра вӑрман пушарӗ пулманччӗ-ха. Ку- пӗрремӗш тӗслӗх.
Ҫулӑм Астраханка кӳлли ҫывӑхӗнче тухнӑ. Пушарнӑйсем вырӑна хӑвӑрт ҫитнӗ. Ятарлӑ техника та пулнӑ.
Пӗр сехетрен ҫулӑма сарӑлма чарнӑ. Кайран ӑна вуҫех сӳнтернӗ.
Пушар 0,12 гектар ҫӗр ҫинче алхаснӑ.
Красноармейски районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр ӗҫченӗ ватӑ ҫыннӑн укҫине кӗсьене пӗтӗрсе чикнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӳрех палӑртса хӑварар: халӗ ҫав этем социаллӑ учрежденире ӗҫлемест ӗнтӗ.
Асӑннӑ учрежденире пай заведующийӗнче тӑрӑшнӑ ҫын аллинче ватӑ ҫыннӑн банк картти пулнӑ. Вӑл ун ҫинчен 119 пин тенкӗ ытла вӑрланӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, укҫана 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен тытӑнса 2021 ҫулхи ака уйӑхӗччен хӑйӗн туса пурӑннӑ.
Пӑтӑрмах ҫиеле тухнӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри ӗҫченӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Паян ирхи 7 сехет те 15 минутра Етӗрне районӗнче шкул автобусӗ ҫунса кайнӑ. Вӑл тӗппипех ҫунса кӗлленнӗ. Юрать, салонра ачасем пулман.
Ун чухне водитель ирхине рейса тухма хатӗрленнӗ. Вӑл ҫулӑма пӗччен сӳнтереймен. Пушарнӑйсем ҫитсен ҫулӑма парӑнтарнӑ. Анчах автобусран ним те юлман темелле.
Ҫакӑ паллӑ: автобус Кӑкшӑм шкулӗн шутланать. Халӗ прокуратура кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.
Ӗнер кӑнтӑрла Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче пушар сӳнтернӗ. Унта ял хуҫалӑх предприятийӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ пахча ҫимӗҫ управӗ ҫуннӑ.
Пушара хӑвӑртах сӳнтернӗ. 20 минутран ҫулӑма тӗп тунӑ. Пушар 50 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.
Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Паян ҫӗрле Канаш районӗнчи Сиккассинче 55 ҫулти арҫыннӑн килӗ ҫунса кӗлленнӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Мамликассинче ӗнер «Унга-2» сад юлташлӑхӗнче, дачӑра, 5 ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Унта типӗ курӑк ҫунтарма тытӑннипе инкек сиксе тухнӑ. Пӗтӗмпе 1 гектар ҫинчи типӗ курӑк ҫуннӑ.
Красноармейски районӗнчи Янмурҫин ялӗнче те пушар алхаснӑ. Ҫунакан типӗ курӑкран ҫулӑм 50 ҫулти арҫынн кил-ҫурчӗ ҫине куҫнӑ. «Хӗрлӗ автан» мунчана тата вутӑ сарайне сиенлетнӗ.
Палӑртмалла: ҫуркунне пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре типӗ курӑк ҫуннӑ 28 тӗслӗхе палӑртнӑ.
Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 15 сехет те 10 минутра Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче ача чутах машина айне пулман - хӑраса кӑна ӳкнӗ. Вӑл велосипедпа пынӑ чухне ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ.
Юрать-ха, хӗрачана темех пулман. Водитель пысӑках мар хӑвӑртлӑхпа пынӑ. Вӑл тӳрех васкавлӑ медпулӑшу, полици чӗннӗ.
Ӗнер 18 сехет ҫурӑра Шупашкарта 10 ҫулти хӗрача "Лада Калина" машина кустӑрми айне пулнӑ. Ку инкек Шумилов урамӗнче пулса иртнӗ.
Видеокамерӑна пӑхсан 33 ҫулти водитель ҫул хӗресленекен вырӑна светофорӑн симӗс ҫутипе тухни паллӑ. Анчах кӑшт кайсан ун умне хӗрача сиксе тухнӑ.
Ачана Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ.
Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре крокус чечекленни пирки ҫак кунсенче хулари ҫынсем халӑх тетелӗнче тата тӗрлӗ формура ҫырма, сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарма тытӑнчӗҫ. Анчах илемпе киленме пур ҫын та пӗлмест иккен.
Маргарита Красотина журналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чечексен пӗр пайне таптаса, теприне чечек ҫыххи валли тӑпӑлтарса пӗтернӗ.
Унран та ытларах — авалхи кивӗ ҫуртсемпе паллаштаракан, оргкантӑкран хатӗрленӗ проектӑн пӗр секцине ватнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |