Чӑваш Енӗн Администрацийӗн Ертӳҫин ҫумӗ пулнӑ Сергей Вязовский ячӗпе приговор вуланӑ. Унпа ҫыхӑннӑ ӗҫе Шупашкарти Ленин район сучӗ пӑхса тухнӑ. Республика правительствинче тӳре-шарара ӗҫленӗскере асӑннӑ ҫуртра сауна тума пуҫланишӗн «турткалама» тытӑннӑччӗ.
Суд Сергей Вязовские хупмалла мар айӑпланӑ тата ӑна амнистипе каҫарнӑ.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат Галина Вронская юрист пӗлтерни тӑрӑх хакласан суд ӗнер, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, пулнӑ. Тӳре экс-пуҫлӑха 1,5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтармасӑр айӑпланӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин хӑш-пӗр категорие амнистилеме йышӑннине кура Сергей Вязовские каҫарнӑ.
Вӑрнар районӗнчи Кивӗ Мӗлӗш ҫыннисем сӗт укҫи илеймесӗр пӗр вӑхӑтра нушаланнӑ. Пӗтӗмӗшлп парӑм 50 пине ҫывхарнӑ, анчах сӗт пухакан усламҫӑ тӳлеме васкаман. Аптӑранӑ ҫынсем йӗрке хуралҫисенчен те пулӑшу ыйтнӑ. Унта вара пуҫиле ӗҫ пуҫарма сӑлтав ҫук тесе хуравланӑ.
Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче ял ҫыннисем «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫатне» ҫыру шӑрҫаланӑ. Журналистсем ҫыру йӗрӗпе вырӑна тухса кайнӑ, унта пурӑнакансемпе тӗл пулса калаҫнӑ хыҫҫӑн «Парӑма татман, ҫынсем вара ҫапах сӗт йӑтаҫҫӗ» ятпа материал пичетленӗ.
Хаҫатҫӑсем статья ҫырнипех ҫырлахман, материала республика прокуратурине ярса панӑ. Унтан «Ӗҫ-пуҫа йӗркеллӗ тӗпчесе пӗтермесӗрех, прокурор хушнине пӗтӗмпех пурнӑҫа кӗртмесӗрех уголовлӑ ӗҫе пуҫармалла мар тесе пӗтӗмлетни тӗрӗс мар. Полици ӗҫе малалла тӗпчет», — хурав ҫитнӗ.
Паян вара хаҫатҫӑсене ял ҫыннисем шӑнкӑравласа тав тунӑ, усламҫӑ парӑма татнине пӗлтернӗ.
Вӑрмар районӗнче паян ҫӗрле пушар алхаснӑ. Унта чутах амӑшӗпе хӗрӗн пурнӑҫӗ татӑлман. Пушарта шар курнӑ хӗрарӑма, пиҫсе кайнӑскере, пульницӑна илсе кайнӑ. РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатать.
Пушар ирхи 2 сехет ҫурӑра 84 ҫулти кинемей килӗнче тухнӑ. Йывӑҫ ҫурт хӑвӑрт ҫунма тытӑннӑ. Пӳртре кинемей тата унӑн 54 ҫулти хӗрӗ пулнӑ.
Пушар тухнине кӳршисем асӑрханӑ. Вӗсемех кил хуҫисене урама тухма пулӑшнӑ. 54-ри хӗрарӑм хытах пиҫсе кайнӑ.
Ӗнер Шупашкарти Алькеш поселокӗнче те пушар алхаснӑ. Унта 37 ҫулти хӗрарӑмӑн ҫурчӗ кӗлленнӗ. Унӑн 62 ҫулти ашшӗ, шел те, ҫӑлӑнайман.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 331 пушар алхаснӑ, вӗсенче 33 ҫын вилнӗ, 32-ӗн аманнӑ, 195 ҫынна ҫӑлнӑ.
Шупашкарти Мир проспектӗнче ӗнер ачасене ҫӑхан тапӑннӑ. Асӑннӑ проспектри 93-мӗш ача пахчин территорийӗнче ҫӑхансем йышпа алхаснӑ. Вӗсем шӑпӑрлансене тапӑннӑ. Ача пахчин аптӑранӑ ӗҫченӗсем Чӑваш Енри ҫӑлавпа шырав тытӑмӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Лешсем вӑрах кӗттермен — вырӑна ҫитнӗ.
Ача пахчин территорийӗнчи йывӑҫсенчен пӗрин ҫинче ҫӑхансем йӑва хывнӑ иккен. Унтан чӗпӗ ҫӗре персе аннӑ. Ҫавна ҫӑлас тесе кайӑк-кӗшӗк алхасса кайнӑ та. Иртен-ҫӳрене тӑшман вырӑнне хурса вӗсем тапӑннӑ, утма ирӗк паман.
Ҫӑлавҫӑсене те уяса тӑман ҫахансем. Специалистсен шлем тӑхӑнма тивнӗ. Инкеке лекнӗ кайӑк чӗппине вӗсем урӑх вырӑна куҫарнӑ. Чӗпе кӑна мар, ҫӑхан йӑвине те вӑрмана илсе кайнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн кайӑксем лӑпланнӑ.
Вӑрмар районӗнчи спорт шкулӗн инструкторне судпа айӑпласшӑн. Унӑн айӑпне пула арҫын бассейнра путса вилнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ку пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, Вӑрмар поселокӗнчи спорт шкулӗн инструкторӗ хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗнчен кайнӑ, ҫавӑнпа бассейна ӳсӗр арҫын ним мар лекнӗ. 52 ҫултискер ишнӗ вӑхӑтра шывпа чыхӑнса кайнӑ та путнӑ.
Бассейнра пулнӑ тепӗр арҫын ӑна туртса кӑларнӑ, пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Шел те, ӳсӗрскере ҫӑлма май килмен.
Ҫак пӑтӑрмахшӑн инструктора ҫынна асӑрханмасӑр вилӗм кӳнӗшӗн айӑпласшӑн. Тӗрӗслев хыҫҫӑн Вӑрмар район администрацийӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Пуҫиле ӗҫе вара суда пӑхса тухма янӑ.
Вӑрмар районӗнче ваккатпа йӗрке хуралҫи хушшинче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, Вӑрмар район прокуратури «Республиканская» (чӑв. Республикӑри) ваккатсен коллегийӗн Тӑвай районӗнчи филиалӗн ваккачӗ тӗлӗшпе айӑплав ҫирӗплетсе ӗҫе район судне ярса панӑ.
Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни 16 сехетсенче вакката РФ Шалти ӗҫсен министерствин Вӑрмар районӗнчи муниципалитетсен хушшинчи уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Пакунлисен куҫӗ тӗлне вӑл ӳсӗр пирки ҫакланнӑ. Полици уйрӑмӗнче ваккат тарӑхнӑ, хирӗҫнӗ, усал сӑмахпа перкелешнӗ пулать. Пакунли асӑрхаттарсан ӑна вӑл икӗ ҫын умӗнче кӳрентернӗ.
Следстви умӗнхи тӗпчев вӑхӑтӗнче ваккат хай айӑпне йышӑнман.
Муркаш районӗнчи Ҫурла Тӑрринчи ҫулӑн хуҫи ҫук. Ҫакна Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче хыпарлаҫҫӗ. Надзор органӗ тата Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем асӑннӑ ялти ҫул хуҫине палӑртас тӗллевпе тӗрӗслев ирттернӗ. Асӑннӑ ялти Воробьев урамӗнчи 1,1 километр тӑршшӗ ҫул хут тӑрӑх никамӑн та шутланмасть иккен.
Ҫул хуҫасӑр пулнине кура ӑна кам тытса тӑмалли те уҫӑмлӑ мар, унта инкек-синкек сиксе тухсан та вӗҫне-хӗрне тухса пӗтеймӗн.
Раҫҫейӗн Граждан кодексӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, хуҫасӑр пурлӑх муниципалитет харпӑрлӑхне куҫмалла. Ӑна ятарлӑ органсенче регистрацилесе харпӑрлӑха илмелле. Ҫак утӑма вырӑнтисем хайсен кӑмӑлӗпе пурнӑҫламаннине кура прокуратура ҫула мунициаплитета суд урлӑ харпӑрлӑха куҫармалла тӑвасшӑн.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ывӑлӗ тата Чӑваш Енрен Федераци Канашӗн сенаторне суйланнӑ Вадим Николаевӑн ывӑлӗ пӑтӑрмаха ҫакланнах-ши тесе хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫырнӑччӗ. Аса илтерер, пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти «Чӑвашгражданпроект» ҫурчӗ умӗнче пулса иртнӗ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмра ҫырнӑ тӑрӑх, унта 20-ри тата 17-ри икӗ каччӑ 15-ри виҫӗ каччӑпа хирӗҫнине палӑртнӑччӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ планеркӑра ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи пӑтӑрмах пирки те калаҫу пулнӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Леонид Вакс ҫапла пӗлтернӗ: «Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче каҫхине 10 сехет те 15 минутра Оперӑпа балет театрӗ ҫывӑхӗнче 15-17 ҫулхи шӑпӑрлансем хушшинче хирӗҫӳ ҫуралнӑ. Тӑватӑ ача пӗрне-пӗри ӑнланмасӑр тавлашма пуҫланӑ. Ҫакна Игнатьев Иван Михайлович асӑрханӑ та, тӳрех чарма пикеннӗ, Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствине хыпарланӑ».
МИХсем «айӑплисене» палӑртма ӗлкӗрнине вара министр ҫумӗ дознани органӗсене витӗм кӳме тӑни тесе хакланӑ.
Улатӑр хулинче пурӑнакан ахаль те нушаллӑ ҫемье тата хур курнӑ. Ачине хаклӑ йышши операци тутарма укҫа пухнӑ ҫак ҫемьене ултавҫӑсем ҫаратнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхи ҫемье операци валли укҫа пухса пама пулӑшу ыйтса интернетри халӑх тетелӗнче хыпар вырнаҫтарнӑ. Вӑхӑт нумай та иртмен — вӗсем патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ, 300 пин тенкӗ куҫарса пама пултарассине пӗлтернӗ. Анчах укҫана криптовалютӑпа куҫармашкӑн тӳлевӗн электронлӑ тытӑмӗнче счет уҫмалла-мӗн. Ачин пуласлӑхӗшӗн пӑшӑрханакан ҫемье операци часрах тутарма май килессине шанса арҫын хушнине пурнӑҫланӑ. Хайхи программа часах 300 пин тенкӗ счет ҫине куҫнине пӗлтернӗ, анчах ку укҫана илме хӑйсен те нухрат хумалла имӗш. Ҫемье 18 пин тенкӗ ытларах куҫарнӑ. Темиҫе ҫеккунтран компьютер программи ҫухалнӑ, унпа пӗрлех укҫа та.
Халӗ йӗрке хуралҫисем путсӗрле ҫак ӗҫе кам тунине тишкереҫҫӗ.
Шупашкарта 52 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, Свердловск облаҫӗнче пурӑнакан арҫын амӑшне пытарнӑ хыҫҫӑнхи кун тӑван пиччӗшне вилмеллех хӗненӗ.
Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарланипе килӗшӳллӗн, хайхи арҫын Шупашкара нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вилсе кайнӑ амӑшне пытарма килнӗ, ӑна юлашки ҫула 24-мӗшӗнче ӑсатнӑ. Тепӗр кунхине вӑл амӑшӗпе пӗрле пурӑннӑ 56 ҫулти пиччӗшӗ патне пынӑ. Хайхискерсем харкашса кайнӑ, аякран килнӗ хӑна пӗртӑванӗ эрех-сӑрапа иртӗхнӗшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ. Тавлашу ҫапӑҫӑвах куҫнӑ — шӑллӗ пиччӗшне чунӗ тухичченех хӗненӗ.
Палӑртса хӑвармалла, унчченех хупса хунӑ арҫын шӑпине суд ҫитес кунсенчех татса парӗ, ӑна ҫын сывлӑхне вилмеллех сиен кӳнӗшӗн явап тыттарасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |