Паян, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкарта Эгер бульварӗнчи 12-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 50-60 ҫулсенчи пек курӑннӑ.
«Ахӑртнех, вӑл иккӗмӗш хутран ӳкнӗ», - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн тин хӗрарӑм мӗншӗн вилнине палӑртӗҫ.
Етӗрне районӗнче ҫӳп-ҫап ҫунтарнине пула пушар алхаснӑ. Унашкалли республикӑра кӑҫал пӗрре мар пулнӑ. Ҫапах ҫынсем ҫакна уямаҫҫӗ, пур-пӗрех ҫӳп-ҫап ҫунтараҫҫӗ. Ҫулӑм вара типӗ курӑк тӑрӑх кайса ҫуртсене, хуралтӑсене ярса илет.
Етӗрне хулине кӗнӗ ҫӗрте темиҫе вырӑнта ҫулӑм алхасни пирки полицие пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем вырӑна ҫитнӗ. Ҫулӑм пӗр пӳрт патне ҫывхарнӑ. Юрать, ҫумӑр шывӗпе ӑна сӳнтернӗ.
Анчах дачӑри темиҫе ҫурт, хуралтӑ таврашӗ ҫунса кӗлленнӗ. Ҫавӑн пекех ҫулӑм ҫӑва ҫине те ҫитнӗ.
Йӗрке хуралҫисем ҫакӑ кам айӑпӗпе пулнине те палӑртнӑ. Хӗрарӑм пӗлӗшӗсем патӗнче ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ та ӑна уйра чӗртсе янӑ. Ҫулӑм таврана сарӑлнӑ. Халӗ тӗрӗслев ирттереҫҫӗ, тӑкак мӗн чухлӗ пулнине палӑртаҫҫӗ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, ирхине 7 сехетре Етӗрне ҫулӗ ҫинче Заовражнӑй ҫул пӑрӑнӑшӗ патӗнче авари пулнӑ. ШӖМ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Нива» рулӗ умӗнче ларнӑ 69 ҫулти арҫын транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та «Шевролене» лектернӗ, унтан «Ниссанпа» ҫапӑннӑ. Кайран «Ниссан» ҫине «Калина» пырса кӗнӗ.
Аварире суранланнӑ 7 ҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Вӗсен йышӗнче – 3 ҫулти хӗрача тата 1 ҫулти арҫын ача. Ачасен, телее, сурансем пысӑках мар. Вӗсене водительсем ятарлӑ ларкӑч ҫинче илсе ҫӳренӗ.
Кӳкеҫре пурӑннӑ, Ҫӗнӗ ҫул каҫхине ҫухалнӑ арҫынна тупнӑ. Шел те, ӑна вӗлернӗ. Ку кӑна мар, кӗлеткине вакланӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тискер ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна та палӑртнӑ. 55-ри арҫын ҫухални пирки тӑванӗсем ҫийӗнчех пӗлтернӗ. Ҫухалнӑскерӗн телефонне тишкерсе вӑл юлашинчен кампа калаҫнине палӑртма май килнӗ. Ҫав ҫын хӑй те тискер ӗҫ тунине тунман.
Ку раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пулнӑ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кун тытса чарнӑ арҫын общежитири пӳлӗмре пулнӑ. Унта ҫав вӗлернӗ арҫын пурӑннӑ. Хайхискерсем пӗрле эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн хирӗҫсе кайнӑ. Хӑна кил хуҫине тапса-ҫапса пӗтернӗ. Лешӗ вилсе кайнӑ. Ку преступлени йӗрне пӗтерес тесе вилене вакласа икӗ миххе чикнӗ те общежитирен инҫех мар ҫырмана кайса пытарнӑ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнче авари пулнӑ. унта ҫамрӑх хӗрарӑм ҫапӑнса вилнӗ. Вӑл 27 ҫулта ҫеҫ пулнӑ.
18 сехет те 25 минутра А-151 автоҫулӑн 74-мӗш ҫухрӑмӗнче икӗ машина ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Нива» водителӗ руле итлеттереймен, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса «Фольксваген Тигуанпа» ҫапӑннӑ.
«Нива» рулӗ умӗнче ларнӑ 27 ҫулти хӗрарӑм васкавлӑ медпулӑшу ҫитичченех вилнӗ. Иномарка водительне, 46 ҫулти арҫынна, пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Паян Шупашкар ҫывӑхӗнче, Канаш ҫулӗ ҫинче, Лапсар тӑкӑрлӑкне кӗнӗ ҫӗрте, пысӑк пушар пулнӑ. «За рулем» партал пӗлтернӗ тӑрӑх, унта пиломатериалсен склачӗ ҫуннӑ.
Пушара иккӗмӗш рангпа танлаштарнӑ. Вӑл сарӑлма пултарнӑ. Ӑна сӳнтерес тесе пушар чаҫӗсен икӗ резервне ҫӗкленӗ.
Инкек вӑхӑтӗнче Канаш ҫулне пӳлнӗ. Пушарнӑйсем шланга ҫул урлӑ тӑснӑ.
Сӑмах май, юлашки вӑхӑтра республикӑра типӗ курӑк ҫунтарнӑран пушар чылай пулнӑ. Ҫавӑнпа ҫӑлавҫӑсем ҫӳп-ҫапа, типӗ курӑка ҫунтарма хушмаҫҫӗ.
Паян ҫӗрле Шупашкарти пӗр ҫурт подъездӗнче ватӑ арҫын виллине тупнӑ. Ӑна ҫынсем асӑрханӑ.
Ку инкек Пролетари урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра, ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче, пулнӑ. Подъездра арҫын хускалмасӑр выртнине ҫынсем асӑрханӑ та кун пирки полицие пӗлтернӗ. Вырӑна йӗрке хуралҫисем, следовательсем ҫитнӗ.
Ҫакӑ паллӑ: арҫын 80 ҫулта пулнӑ. Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн тин арҫын мӗншӗн вилнине палӑртӗҫ. Ведомство ӑна пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр пуррине палӑртман.
Шупашкар хулинчи Ленин районӗн прокуратури суя дипломлӑ ҫынна явап тыттарнине хыпарланӑ. Пуҫиле ӗҫе прокуратура тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн пуҫарнӑ. 41 ҫулти арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 327-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑплас тенӗ.
Арҫын Чӑваш Республикин учрежденийӗсенчен пӗрне вырнаҫас тенӗ. Ҫавӑнта ӗҫлекен ҫыннӑн аслӑ пӗлӳ илни ҫинчен калакан диплом кирлӗ пулнӑ. Ҫавна май арҫын ӗҫе вырнаҫма таҫта такамран туяннӑ суя дипломпа республикӑн Спорт министерствине кайнӑ.
Суя дипломлӑ ҫын ӗҫне Шупашкар хулинчи Ленин районӗн сучӗ пӑхса тухӗ.
Ӗнер ҫӗрле Шупашкарта пушар пулнӑ. Шел те, инкекре ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви ҫулӑм мӗнрен тухма пултарнине тӗпчет. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран пулнӑ.
Пушар «ДОСАФФ» сад юлташлӑхӗнче 23 сехетре пулнӑ. Пӗр участокри йывӑр ҫурт, дача, ҫунса кайнӑ. Ҫулӑма сӳнтерсен икӗ арҫын виллине тупнӑ.
Халӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет. Кун хыҫҫӑн тин пушарӑн чӑн сӑлтавне палӑртӗҫ.
Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пӗрисем банк офисӗнчен тухакан ҫыннӑн укҫине туртса илнӗ. Пӑтӑрмах 14 сехет те 50 минут тӗлӗнче пулса иртнӗ. Шар курнӑ арҫын йӗрке хуралҫисене ӗнентернӗ тӑрӑх, йӑлтах кӗтмен ҫӗртен пулса иртнӗ.
Перекет банкӗн Ленин проспектӗнчи 28-мӗш ҫуртӗнчи офисӗнчен (вӑл «Мир Луксор» кинотеатра хирӗҫ вырнаҫнӑ) тухакан арҫыннӑн 42 пин тенкине хӗрарӑмпа арҫын туртса илнӗ те сиккипе тарнӑ. Арҫын хыҫран хӑваланӑ-ха, анчах лешсем 44-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспорта кӗрсе ларса Николаев чарӑнӑвӗ енне кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |