Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Йӗпреҫ поселокӗнче инкек пулса иртнӗ. Ҫав кун 17 сехет тӗлӗнче пӗр арҫын КамАЗ автомобиль ҫумӗнче тӑнӑ. Ӑна «УАЗ-Патриот» автомобиль ҫапса кайнӑ. Аманнӑ арҫынна пульницӑна ӑсатнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсе министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «УАЗ» автомобиле районти шалти ӗҫсен пайӗн полицин участокри уполномоченнӑйӗ тытса пынӑ. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн пакунлӑ ҫын ӳсӗр пулни палӑрнӑ.
Инкек вырӑнне республикӑн шалти ӗҫсен министрӗ, полицин генерал-майорӗ Виктор Шметков пырса ҫитнӗ.
Инкек хыҫҫӑн служба тӗрӗслевӗ пуҫарнӑ. Участковӑя ӗҫрен кӑларса яма, унӑн пуҫлӑхӗсене дисциплина енчен ҫирӗп явап тыттарма йышӑннӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем вара пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
«ЛизАлерт» шырав отрячӗ Шупашкарти шкул ачине шыранине Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе кун каялла пӗлтернӗччӗ-ха. 17-ри яша халӗ Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем те шыраҫҫӗ.
Тимур Мохаммад Азадович Миа пирки Чӑваш Енӗн ШӖМӗнче ҫапларах пӗлтернӗ: яш ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 19 сехет тӗлӗнче велосипедпа ярӑнма тухса кайнӑ та килне таврӑнман. Шупашкар кӳлмекне тухса кайнӑ. Яша шырас ӗҫе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем те хутшӑннӑ. Ҫак хыпарсене асӑннӑ икӗ ведомствӑн сайчӗсене паян хыпарланӑ. Каччӑ Шупашкар кӳлмекне каяссине пӗлтернӗ-мӗн.
Аса илтерер: сӑнпа пӑхсан яш 17-18 ҫулсенче курӑнать, ҫӳллӗшӗ 183 сантиметр, яштака кӗлеткеллӗ, тӗксӗмрех сӑн-питлӗ, хура ҫӳҫне кӗске кастарнӑ, куҫӗ хӑмӑр, куҫлӑхпа ҫӳрет.
Килтен тухса кайнӑ чухне яш ҫутӑ-сӑрӑ тӗслӗ толстовкӑпа, хаки тӗслӗ шӑлаварпа, хура кроссовкипе, шурӑ нускипе пулнӑ, ҫурӑмӗ хыҫне хура рюкзак ҫакнӑ.
18 ҫулти каччӑна ток ҫапнӑ. Халӗ ҫав пӑтӑрмаха РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем тӗпчеҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе вӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 238-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «в» пункчӗпе килӗшӳллӗн тӗпчеҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑсса пулӑшу кӳни ҫын вилнипе вӗҫленсен ҫав статьяпа ӗҫ пуҫараҫҫӗ.
Пӑтӑрмах 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Шупашкаркассинчи «VILLAGE» хӑна комплексӗнче пулса иртнӗ. Шупашкар каччи бассейна епле ӑшӑтнине пӗлменрен шыва чӑмнӑ. Ҫамрӑка ток ҫапнӑ, вӑл инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
Бассейнпа епле усӑ курнине, ытти ҫынна та вӑл шар кӑтартнипе кӑтартманнине палӑртас тесе тӗпчевҫӗсем унта пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчен пуҫӑнса кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗччен каннӑ ҫынсене сасӑ пама ыйтаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗн телефон номерӗ — (8352) 62-04-05.
Муркаш районӗнчи Кураккасси ялӗнче йӑлари хытӑ каяша турттарассине епле йӗркеленине прокуратура тӗрӗсленӗ. Асӑннӑ ялта коммуналлӑ каяша пухма 2 контейнер лапамӗ пӑхса хӑварнӑ. Анчах бетон сарса аппаланман, контейнерсем тавра карта та тытман.
Яваплисем ӗҫе ҫиелтен пурнӑҫланине прокуратура ырламан — ҫутҫанталӑка сиен кӳрет, ҫынсемшӗн меллӗ мар тесе палӑртнӑ. Санитарипе эпидемиологи саккуне пӑсма юраманни пирки Катькас ял тӑрӑхне асӑрхаттарнӑ, кӑлтӑка пӗтерме хушнӑ.
Апла пулин те вырӑнтисем укҫа ҫук тесе вӑхӑтра йӗрке туман. Ҫавна май прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд та прокуратура ыйтнипе килӗшнӗ. Халӗ вара вырӑнтисен укҫа тупӑннӑ, контейнер лапамне йӗркене кӗртнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Канаш районӗнче мотоциклист аварире вилнӗ. Кун пирки ҪҪХПИ Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ.
Авари Крамами выҫҫӑлкки ҫывӑхӗнче, Энӗш ҫул ҫинче, пулнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, мотоциклпа пыракан ҫын тепӗр транспортран иртсе кайнӑ чухне тепӗр машинӑна ҫул паман. Лешӗ ун ҫине пырса кӗнӗ.
Шел те, мотоциклист ҫав вырӑнтах вилнӗ. Халӗ авари мӗнле майпа пулнине тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарти Дементьев урамӗнчи 22-мӗш ҫуртра пурӑнакансем ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче каҫхине 23 сехетре сасӑпа вӑранса кайнӑ. Тепӗртакран мӗн пулса иртни паллӑ пулнӑ: подъезд карнизӗ ҫине ҫын персе аннӑ.
Ҫав ҫын 40-45 ҫулсенчи пек курӑнакан хӗрарӑм пулнӑ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу, следовательсем 10 минутран ҫитнӗ. Хӗрарӑм карниз ҫине ӳксенех вилнӗ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре унӑн виллине илсе кайнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрах, хӗрарӑм 9-мӗш хутран ӳкнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа малалла тӗпчеҫҫӗ, вӑл мӗнле майпа ӳкнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнче арҫын виллине тупнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Арҫын виллине ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Кӳкеҫ поселокӗ ҫывӑхӗнчи ҫырмара асӑрханӑ. Ӗнер следовательсем ҫав ҫын кам пулнине, вӑл мӗнле вилнине палӑртас тӗллевпе ӗҫленӗ.
Хӗрарӑмсем те руль умне ӳсӗрле ларма юратаҫҫӗ.
«Советская Чувашя» хаҫа Инстаграмра ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, сӑмахран, Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче 27 ҫулти хӗрарӑм хамӑр ҫӗршывра кӑларнӑ машинӑпа ҫул айккине чӑмнӑ. Аллине хуҫнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Лере тухтӑрсем тӗрсленӗ те организмра 0,705 мг эрех пулни палӑрнӑ. Арҫыншӑн та ун чухлӗ эрех ӗҫни нумай теҫҫӗ специалистсем.
«Кӳкеҫ — Тутаркасси — Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫул ҫинче 29 ҫулти хӗрарӑм инкеке лекнӗ. Шупашкар районӗнче пурӑнаканскер «Фольксваген Поло» машина рульне тытса пынӑ. Машина ҫул айккине чӑмсан вӑл аманнӑ. Анчах хытах мар. Вӑл та ӳсӗр пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Атӑл юханшывӗнчен, Чермыхыр утрав ҫинчен, ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑрав ҫитнӗ. Арҫын урине амантнӑ та унтан тухаймасть-мӗн. Ҫапла пӗлтернӗ Республикӑри шыравпа ҫӑлав служби.
2-мӗш ҫӑлав посчӗн дежурнӑй ушкӑнӗ утрав ҫине пӗр тӑхтамасӑр тухса кайнӑ та суранланнӑ, хӑй тӗллӗн утайман арҫынна пулӑшнӑ. Вӗсем ӑна васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсене панӑ, лешсем пульницӑна ӑсатнӑ.
Элӗк районӗнчи Шоркасси Сорӑм ялӗнче пурӑнакан 58 ҫулти арҫынна ҫынна заложника ярса илнӗшӗн айӑплӗҫ. Унсӑр пуҫне вӗлерессипе 3 хутчен хӑратнӑ, ӗҫри влаҫ представительне хӑратнӑ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, авӑн уйӑхн 5-мӗшӗнче тата юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫавӑн чухне арҫын хӑйӗн килӗнче пулнӑ-ха. Ӳсӗрскер пӗрле пурӑнакан 54 ҫулти хӗрарӑмпа харкашма тытӑннӑ. Алӑ та ҫӗкленӗ, вӗлерессиие хӑратнӑ. Юлашки тӗслӗхре пӑтӑрмах пирки пӗлсен пӗр ял хӗрарӑмӗ йӗрке хуралҫисене евитленӗ.
Пакунлисем вырӑна килсе ҫитсен арҫын алӑка уҫман, полицейскисене кайма хушнӑ. 16-мӗш калибрлӑ «ИЖ-18Е» пӑшалтан алӑк витӗр перессипе, хӗрарӑма вӗлерессипе хӑратнӑ.
Унтан вырӑна Росгвардин спецназӗ тата полицейскисем персе ҫитнӗ. Арҫын пӗрле пурӑнакан хӗрарӑм мӑйӗ патне ҫӗҫӗ илсе пынӑ, полицейскисене ҫаврӑнса кайма ыйтнӑ, ахальлӗн хӗрарӑма вӗлерессипе хӑратнӑ. Унтан вӑл кил ҫывӑхӗнчи вӑрмана тухса тарнӑ. Анчах пакунлисем тытса чарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |