Чӑваш Енре Раҫҫей пуштин филиалӗн — Федерацин пуштӑ ҫыхӑнӑвӗн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ.
Республика прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, надзор органӗ пуштӑрисем ҫынсене ҫырусене вӑхӑтра ҫитерсе паманнине тӗрӗсленӗ. Прокуратурӑна кун пирки систерекенсем тупӑннӑ. Ҫитменнине тата кунта сӑмах прокуратура хуравӗсем пирки пырать. Вӗсене пуштӑрисем пырса паманнине надзор органне темиҫе ҫын та пӑшӑрханса пӗлтернӗ.
Хуравсене саккас ҫырупах янӑ прокуратура. Апла пулин те адресатсене вӗсене ҫитермен. Алла паман ҫырусене пуштӑрисем прокуратурӑна та каялла тавӑрса паман.
Раҫҫей пуштин филиалӗн — Федерацин пуштӑ ҫыхӑнӑвӗн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури кӑлтӑка пӗтерме хушса асӑрхаттару ҫырса панӑ.
Улатӑрти районсем хушшинчи прокуратура тӑлӑхсен прависене аслисем епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Ҫапла тума надзор органне вӗсене усрава илнисен ашшӗ-амӑшӗ пулӑшу ыйтни хистенӗ.
Прокуратура Улатӑр хула администрацийӗн тата муниципалитетри хӑш-пӗр ача пахчисен: «Колокольчик» (чӑв. Шӑнкӑрав), «Звездочка» (чӑв. Ҫӑлтӑрчӑк), «Светлячок» (чӑв. Ҫутӑ хурт), «Теремок» (чӑв. Чаплӑ пӳрт), «Родничок» (чӑв. Ҫӑлкуҫ), «Сказка» (чӑв. Юмах) — ӗҫӗ-хӗлне тӗрӗсленӗ. Вӗсенче ачасене пӑхса тӑнишӗн саккуна пӑсса укҫа илнӗ.
Тӑлӑхсене усрава илнисенчен вӗренӳшӗн укҫа тӳлеттермелле мар. Ку йӗркене РФ саккунӗсемпе пӑхса хӑварнӑ. Улатӑрсем апла ҫӑмӑллӑхпа тем сӑлтавпа тивӗҫтерме килӗшмен. Ашшӗ-амӑшӗ Улатӑр хула администрацийӗн право экспертизин специалисчӗсенчен те пулӑшу ыйтса пӑхнӑ. Шӑпӑх ҫав орган опекӑпа попечительство енӗпе ӗҫлет. Унтисем ку ҫӑмӑллӑх усрава илнисене пырса тивмест тесе ӗнентернӗ.
Саккуна пӑсакан ача пахчисен ертӳҫисен тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн Патӑрьелти районсем хушшинчи пайӗ психоневрологи интерначӗн тӗп бухгалтерӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплас хӑрушлӑх пур.
Следовательсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче хӑйӗнпе пӗр организацире ӗҫлекен ҫынна ӗҫ укҫи ҫинчен справка ҫырса панӑ. Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен ывӑлне лешӗ социаллӑ стипенди илмелле туса парассишӗн шалӑва пӗчӗклетсе кӑтартакан справка ҫырса пама ыйтнӑ, тӗп бухгалтер килӗшнӗ. Ҫав хутра 2016 ҫулхи утӑ—авӑн уйӑхӗсенчи шалӑва сахаллатса шӑрҫаланӑ.
Пуҫиле ӗҫе халӗ тӗпчевҫӗсем малалла ӗҫлеҫҫӗ. Ӑна вӗҫне ҫитерсен суда ярса парӗҫ. Пуҫиле ӗҫе прокурор тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн пуҫарнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ канашлура ачасен ҫуллахи канӑвне епле йӗркеленине тишкернӗ. Ҫуллахи сменӑра канма 465 организаци хӑйӗн алӑкне уҫнӑ. Ҫу каҫипе 39 пин ача вӗсенче канӗ.
Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Дмитриев канӑва йӗркелекенсем хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне те тимлӗх уйӑрнине ӗнентернӗ. ЧР вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев та лару-тӑрӑва ырланӑ. Ку пӗтӗмлетӗве эпир Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ кӗске хыпар тӑрӑх тӑватпӑр.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Улатӑрти «Янтарный» уйлӑхран Пӑрачкаври ача ҫуртӗнче ӳснӗ 15-ри пике тухса тарнине пӗлтернӗччӗ. Каярах ача чиперех тупӑннине, уйлӑхран ирӗклӗн тухса кайма пултарнӑ фактпа прокуратура тӗрӗслев ирттерсе яваплисен ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырнине те Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Улатӑрти «Янтарный» ача-пӑча уйлӑхӗнчен 15-ри хӗрача ҫухалнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, канма кайнӑ хӗрача уйлӑхран хӑй тухса кайнӑ. Ача Пӑрачкаври ача ҫуртӗнче ӳснӗ. Директор амӑшӗпе иккӗшӗн хушшинчи хутшӑну лайӑхах маррине пӗлтернӗ. Ача шӑпах ҫавна пула тухса тарма пултарнӑ тесе шухӑшлатчӗҫ.
Турра шӗкӗр, хӗрача таса сывах, ӑна шыраса тупнӑ. Апла пулин те уйлӑхран ача тухса кайма пултарни йӗркеллӗ япала мар. Ҫавна кура прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Надзор орган шухӑшланӑ тӑрӑх, уйхлӑхра канакансемпе ӗҫлесе ҫитерейменни палӑрнӑ. Хуралҫӑсен тимсӗрлӗхне палӑртнӑ. Уйлӑхра хурала лайӑхрах йӗркелемелли куҫкӗрет. Уйлӑх ертӳҫисем ача ҫухалнине право органӗсене ҫийӗнчех пӗлтермен.
Палӑртнӑ кӑлтӑк пирки прокуратура уйлӑх ертӳҫисен ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ.
Ку истори пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнченпех тӑсӑлать. Пӗлменнисене аса илтерер. 2016 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнче иртнӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче депутатсем укҫа илсе тӑракан должноҫсене кама лартассине татса пачӗҫ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне Сергей Семенова хӑй хирӗҫ пулнине, хӑй вырӑнне пӗр партире тӑракан Игорь Молякова суйлама ыйтнине тата сессине пыманнине пӑхмасӑрах экономика енӗпе ӗҫлекен комитетра ертӳҫӗн ҫумне суйларӗҫ. Ҫак утӑма Игорь Моляков патшалӑх политики енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ пулнипе, экономика политикин комитетӗнче тӑманнипе ҫыхӑнтарчӗҫ.
ЧР Патшалӑх Канашӗнче ҫапла йышӑннине республика прокуратури Сергей Семенов правине пӑсни тесе йышӑннччӗ. Асӑрхаттару хутӗнче кӑлтӑка пӗр уйӑхра пӗтермеллине, айӑплисене явап тыттармаллине палӑртнӑччӗ.
Ку ӗс суда та ҫитрӗ. Малтан Шупашкарти Ленин район сучӗ чӑваш парламенчӗн йышӑнӑвне пӑрахӑҫлама йышӑну кӑларнӑ, ӗнер ЧР Аслӑ сучӗ Ленин районӗнчи ӗҫтешӗсен йышӑнӑвне пӑхса тухса ӑна вӑйрах хӑварнӑ. Ҫапла вара Сергей Семенова ирӗксӗр ӗҫлеттерме парламентӑн ирӗк ҫук.
Шупашкар районӗнчи Ӑстакасси ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта кӑмпаҫӑсем эмел купи тупнине ӗнер Чӑваш халӑх сайчӗ .Тӗлӗнмелле эмел купи вырӑнне паян Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин специалисчӗсем ҫитсе тӗрӗсленӗ.
Ҫак ведомствӑн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, вӑрманта пӗр производителӗн икӗ йышши эмелне тупнӑ. «Ун чухлӗ эмел пульницӑсенче те, фармацевтсен склачӗсенче упранма пултарайман», — пӗлтернӗ Сывлӑх сыхлав министерствин пурлӑхпа ресурс пайӗн пуҫлӑхӗ Наталья Маслова вырӑна тухса тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн.
Вӑрманта эмел сапаланнине халӗ республикӑн прокуратури те тӗрӗслет, шалти ӗҫсен пайӗн специалисчӗсем те ку фактпа ӗҫлеҫҫӗ. Эмел купине вырӑнти Ҫӗньял ял администрацийӗ хӑйӗн вӑйӗпе тасатать.
Ача-пӑча уйлӑхӗнчен 15-ри ача ҫухалнӑ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе прокуратура ӗҫлӗ.
Хӗрача уйлӑхран хӑй тухса кайнӑ. Ку Улатӑрти «Янтарный» уйлӑхра пулнӑ. Хӗрача Пӑрачкаври ача ҫуртӗнче ӳснӗ. Директор каланӑ тӑрӑх, вӑл йывӑр кӑмӑллӑ, амӑшӗпе иккӗшӗн хушшинчи хутшӑну лайӑхах мар. Ача шӑпах ҫавна пула тухса тарма пултарнӑ.
Ку ӗҫпе прокуратура кӑсӑкланать. Уйлӑхра тӗрӗслев ирттерӗҫ, ертӳлӗхпе должноҫри ҫынсен ӗҫне хак парӗҫ.
Хӗрача хура толстовка, кепка, тӗттӗм кӑвак леггенсы, кеда тӑхӑннӑ пулнӑ. Ҫумӗнче сумка пур. Куҫӗ кӑвак, ҫӳҫӗ хулпуҫҫи таран. Хӑй 160-165 сантиметр ҫӳллӗш.
Ку пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Тӑвай районӗнче икӗ кӳршӗ хушшинче пулса иртнӗ. 74 ҫулти кинемей канализаци тӑвас тесе тимӗр ункӑсем туянса хунӑ. Кӳрши вара ҫӑл чавма ӗмӗтленнӗ. Кӳршӗре тимӗр ункӑ выртнине асӑрханӑскер ҫӗрле, никам курман чухне, ҫавсенчен иккӗшне хӑй кил хушшине куҫарса хунӑ.
Япала ҫухатнӑ кинеми тӳрех кӳршӗ пирки ырӑ мар шухӑшласа илнӗ. Чӑн та, тӗрӗсех тӗшмӗртнӗ вӑл: пускилӗн кил хушши картин хушӑкӗнчен пӑхнӑ та хӑйӗн пурлӑхне асӑрханӑ. Ырӑпа калаҫни усса кайман: 58 ҫулти арҫын кинемее тӗксе кӑларса янӑ.
Шар курнӑ хӗрарӑм депутатран пулӑшу ыйтнӑ, лешӗ — йӗрке хуралҫисенчен. Тимӗр ункӑ пӗҫертнӗ арҫын хӑйӗн утӑмне пакунлисене ҫӑл тума кирлӗ пулнипе ӑнлантарнӑ. Ҫакна ҫывӑх вӑхӑтра унӑн судра тепре калама тивӗ. Тӑвай районӗн прокурорӗ Оксана Ястребова каланӑ тӑрӑх, айӑплава суда ярса панӑ.
ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта ачасен хӑйӗн ҫине алӑ хума хистекен сайт тупса палӑртнӑ. Суд ӑна хупас ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Ку сайта Ленин район прокуратури тупса палӑртнӑ. Унта хавӑн ҫине мӗнле алӑ хумалли пирки тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ иккен. Ҫапла майпа ку сайт сиенлӗ пулнине палӑртнӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн, ку информацие сарма юрамасть.
Суд сайта хупма йышӑннӑ. Документ копине Роскомнадзора янӑ, вӑл ӑна кирлӗ реестра кӗртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |