
Шупашкар районӗнчи икӗ предприяти ҫынсене шалу тӳлеме васкаман. Унта тӑрӑшакансене хӳтӗлесе прокуратура хушша-хуппа кӗрсен ҫеҫ парӑма тӳлесе татнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ укҫи парӑмӗ 1 миллион тенкӗрен иртсе кайнӑ. Ӑна пухса яраканнисем — «Премьер Плюс» тата «Энергия» предприятисем. Вӗсем иккӗшӗ те тулли мар яваплӑ обществӑсем шутланаҫҫӗ.
Предприятисен ячӗпе кӑлтӑка пӗтерме хушса прокуратура хут ҫырнӑ, тулли мар яваплӑ обществӑсен ертӳҫисен тӗлӗшпе вара административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Надзор органӗ хушша-хуппа кӗнӗ хыҫҫӑн тин «Премьер Плюс» тата «Энергия» предприятисем хускалнӑ, хӑйсем патӗнче ӗҫлекенсем умӗнче пухса тултарнӑ 1 миллион та 100 пин тенкӗ парӑма часрах тӳлесе татнӑ.

Етӗрне округӗнче Сергач кӳллинче пулӑ нумай вилнине асӑрханӑ. Мӗн пулнӑ унта? Халӗ прокуратура тӗрӗслев ирттерет.
Пулӑ Сӑр юханшывӗнче Сергач кӳлли патӗнче нумай вилнӗ. Вырӑна тӳрех район прокурорӗ, администраци пуҫлӑхӗ тата полици органӗсем ҫитнӗ. Лаборатори анализӗ тума шыв тӗслӗхне тата вилнӗ пулла илнӗ. Тишкернӗ хыҫҫӑн пулӑ мӗншӗн вилни паллӑ пулӗ.
Аса илтерер: Комсомольски округӗнче такам икӗ юман касни пирки хыпарланӑччӗ. Халӗ ку ӗҫе кам тунине шыраҫҫӗ.

Прокуратура тата «Вӑрман хуралӗ» Ку Ирҫе Ҫармӑс лесничествинче, Комсомольски округӗнче, такам икӗ юмана каснине асӑрханӑ: икӗ тунката пулнӑ. Ку патшалӑха самай тӑкак кӳнӗ – 350 пин тенкӗ.
Тӗрӗслев материалӗсене следстви органне ярса панӑ. Кун хыҫҫӑн вӑрманти йывӑҫсене каснӑ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Анчах хальлӗхе вӑрмана сӑтӑр кӳнӗ ҫынна тупайман. Ӑна шыраҫҫӗ.
Аса илтерер: ӗнер Атӑл леш енче, «Прометей» кану базинчен инҫех мар, пушар тухни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫулӑм 200 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.

Республикӑра каллех ача путса вилнӗ. Инкек Вӑрмар округӗнче паян, утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, пулнӑ.
Район прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, 12 ҫулти арҫын ача Кӗтеснер ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере путса вилнӗ. Вӑл виҫӗ тантӑшӗпе юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ.
Прокуратура халӗ тӗрӗслев ирттерет, ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать. Кун хыҫҫӑн вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен тата ача ҫемйин ӗҫне хак парӗҫ.
Палӑртса хӑварар: ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра 5 ача путса вилнӗ. Ҫӗмӗрлере Сӑр юханшывӗнче 17 ҫулти каччӑ путса вилни пирки паян кӑна пӗлтернӗччӗ.

Шупашкар районӗнчи пӗр предприятире ҫынсене шалу тӳлемен. Парӑм виҫи 800 пин тенкӗрен иртсе кайнӑ.
Ҫынсене ӗҫлеттерме юратакан, анчах шалу тесен укҫа ҫук теме юратакан пӑтӑрмах унти «Энерги» тулли мар яваплӑ обществӑра пулса иртнӗ.
Предприятире шалу вӑхӑтра тӳленипе тӳлеменнине вырӑнти прокуратура тӗрӗслесе палӑртнӑ. Пакунлисем пӗтӗмлентнӗ тӑрӑх, 28 ҫын умӗнче предприяти 800 пин тенкӗ ытла парӑм пухса тултарнӑ.
Ӗҫ укҫине тӳлесе татассине надзор органӗ пӗрмай сӑнаса тӑнӑ. Сӑнанипех ҫырлахман-ха. Предприяти директорӗ тӗлӗшпе прокуратура административлӑ майпа ӗҫ пуҫарнӑ, яваплӑ ҫынна асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Прокуратура хушша-хуппа кӗнин усси пулнӑ: халӗ шалу парӑмне йӑлтах тӳлесе татнӑ.

Муркаш районӗнчи Ятман ялӗнче икӗ арҫын ятлаҫнӑ. Тытӑҫса-ҫапӑҫса мар, сӑмахпа. Икӗ кӳршӗ тем пайлайман-ҫке, ҫамрӑкки аслине тӗрлӗ сӑмахпа кӳрентерсе пӗтернӗ.
58 ҫулти арҫын хытах пӑшӑрханнӑ, каланине йывӑра илнӗ. Кун пирки вӑл прокуратурӑна евитленӗ. Унтисем лингвистика экспертизи ирттерсех хак панӑ. Экспертсем те ун пек сӑмах ҫынна кӳрентернине палӑртнӑ.
Ҫапла вара ӗҫ-пуҫ суда ҫитнӗ. 34 ҫулти арҫынна административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Миравай судья ӑна 3 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Ҫынна кӳрентерни суд йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр район судне ҫитнӗ, анчах унти те йышӑнӑва вӑйрах хӑварнӑ.
Унсӑр пуҫне прокуратура ҫынна кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн компенсаци шыраса илме тавӑҫ хатӗрленӗ.

Шупашкарти районсем хушшинчи ҫутҫанталӑка хӳтӗлекен прокуратура Куславкка районӗнчи ҫутҫанталӑк заказникӗнче пӳрт тата мунча туса лартнине асӑрханӑ. Йыӑҫ пӳртпе мунча хуҫи ӑнлантарнӑ тӑрӑх, унта вӑл вӗлле хурчӗ ӗрчетес тенӗ-мӗн. Анчах унӑн ҫавӑн пек тума ирӗк паракан нимле хут та пулман.
Судра арҫын мунчапа пӳрте саккун ыйтнӑ пек регистрацилесшӗн тесе ӗнентерме пӑхнӑ-ха.
Регион пӗлтерӗшлӗ ҫав заказник хуҫи — вырӑнти муниципалитет.
Саккуна пӑсса хӑпартса лартнӑ ҫурт-йӗре ҫулталӑк хушшинче сӳтмелле. Ҫакӑн пек йышӑннӑ вырӑнти суд прокуратура тавӑҫне пӑхса тухнӑ май.

Хӗрлӗ Чутай округӗнчи хӗрарӑм хӑйӗн ачисене хӗнесе пурӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗрӗслев ҫакна палӑртнӑ: вӑл 2024 ҫулхи пуш-ака уйӑхӗсенче тата чӳк уйӑхӗнче 2009 ҫулта тата 2025 ҫулта ҫуралнӑ хӗрӗсене хӗненӗ.
Тӗслӗхрен, пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче хӗрарӑм хӗрне ӗнсерен ҫапнӑ, унтан пуҫӗпе компьютер сӗтелӗ ҫине кӗрслеттернӗ. Кун хыҫҫӑн ачан сӑмсинчен юн кайнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл ун пуҫӗнчен фарфор турилккене ҫапса ҫӗмӗрнӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ытти факта та тупса палӑртнӑ.
Халӗ следстви пырать. Ӗҫе район прокуратури сӑнаса тӑрать.

Хӗрлӗ Чутай округӗнче малашне ҫӗнӗ прокурор ӗҫлӗ. Ку вырӑна Раҫҫей Тӗп прокурорӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн юстицин кӗҫӗн канашҫи Артур Белов йышӑннӑ.
Артур Белов 1989 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗн филиалӗнчен вӗренсе тухсан вӑл 2013 ҫултанпа Чӑваш Ен прокуратуринче аслӑ специалистра ӗҫленӗ. 2017-2021 ҫулсенче Чӑваш транспорт прокурорӗн пулӑшуҫи тата аслӑ пулӑшуҫи пулнӑ. 2021 ҫултанпа Шупашкарти Калинин районӗн прокуратуринче, республика прокуратуринче тата Тӑвай районӗн прокуратуринче тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. 2024 ҫултанпа вара Улатӑрти районсен хушшинчи прокурорӑн ҫумӗ пулнӑ.
Чӑваш Ен прокурорӗ Эдуард Гиматов Хӗрлӗ Чутай районӗн прокуратурин коллективне ҫӗнӗ прокурорпа паллаштарнӑ.

Елчӗк районӗн прокуратури шкул директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ ҫынна хӑйне панӑ премие каялла вырӑнти хыснана тавӑрса памалла тунӑ.
Директор тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканскер 2025 ҫул тӑршшӗпе хӑйне хӑй преми панӑ. Ҫакна вӑл муниципалитет администрацийӗпе калаҫса ҫирӗплетмен. Ҫапла вӑл ҫулталӑк тӑршшӗпе 192 пин тенкӗ преми илнӗ.
Район прокуратури хысна укҫипе тӗллевлӗ усӑ курман тесе ун тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Суд ӑна пӑхса тухнӑ та директора 20 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Прокуратура тӑкака саплаштармалла тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд ӑна тивӗҫтернӗ, директор тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканскере 192 пин тенке вырӑнти хыснана тавӑрса памалла тунӑ.
