
Чӑваш Енре лифт туса кӑларакан производство уҫӑлӗ. Ӑна Иранти «Asia Lift Group» предприяти йӗркелесе ярӗ. Предприятин представительстви Таджикистанра вырнаҫнӑ.
Лифт хуҫалӑхӗ 70 процент ытла япӑхнӑ. Пирӗн республикӑра 1 800 штукран кая мар лифт кивелсе кайнӑ.
Регионта лифтсене улӑштарассипе ҫыхӑннӑ программа та хута янӑ. 2027 ҫулччен 214 лифта улӑштарасшӑн. Хыснаран ҫав тӗллевпе 100 млн тенкӗ уйӑрма пӑхса хӑварнӑ.

Узбекистанри ача пахчисемпе больницӑсене Чӑваш Енри хӗвел батарейисем ӑшӑтӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хӗвел» предприятин 400 кВТ хӑватлӑ гетероструктурӑллӑ моделӗсене Бухара облаҫӗнчи хысна учрежденийӗсенче вырнаҫтарнӑ.
5 кВтран пуҫласа 15кВт таранччен хӑватлӑ хӗвел батарейисем 18 ача пахчипе 24 поликлиникӑна ӑшӑтса тӑрӗҫ.
Узбекистанра сывлӑх сыхлав тата вӗрентӳ сферисенчи хысна учрежденийӗсене ҫавӑн пек электростанцисемпе тивӗҫтерес программа пурнӑҫа кӗрет иккен.
2023 ҫултан унти социаллӑ объектсене (кунта сӑмах супермаркетсем, магазинсем, пасарсем, суту-илӳ склачӗсем, бензин тата газ автозаправкисем, аэропортсем, чукун ҫул тата автовокзалсем, уйрӑм ҫынсем тытса тӑракан вӗренӳ тата сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем, банксем пирки пырать) ҫавӑн пек батарейӑсем вырнаҫтарма тытӑнӗҫ.

Кӑҫал Чӑваш Енпе Инди пӗр шухӑшлӑ пулса трактор туса кӑларма тытӑнассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Халӗ техникӑн малтанхи сӑнавлӑ партийӗ производствӑран тухнӑ.
Аса илтерер: трактора «Сделано в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре туса кӑларнӑ) маркӑпа туса кӑлараҫҫӗ. Унӑн производствине «Трактор завочӗсем» концернӑн Атӑлҫи комбайн заводӗнче йӗркелесе янӑ.
Малаах асӑннӑ трактора 2031 ҫул тӗлне 16 пин ытла единица туса кӑларма ӗмӗтленеҫҫӗ.

Кӑҫал Чӑваш Енпе Инди пӗр шухӑшлӑ пулса трактор туса кӑларма тытӑнӗ.
Техникӑна «Сделано в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре туса кӑларнӑ) маркӑпа пуш уйӑхӗнче конвейер ҫинчен кӑларма палӑртаҫҫӗ. Трактор производстви «Трактор завочӗсем» концернта вырнаҫӗ.
2031 ҫул тӗлне 16 пин ытла единица туса кӑларма ӗмӗтленеҫҫӗ. «Кӑҫалах тупӑш виҫи 1,7 млрд тенкӗрен иртмелле», — тенӗ концерн представителӗ — Атӑлҫи комбайн завочӗн гендиректорӗ Мурад Караджаев Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «International Tractors Limited» компани ӗҫченӗсемпе тӗл пулсан.
Унччен концернпа Италири концерн килӗштерсе ӗҫлеме палӑртнӑ, анчах тӗнче шайӗнчи чарусене пула вӑл хӑйӗн шухӑшне улӑштарнӑ.

Чӑваш Ен парламенчӗн депутачӗсем Раҫҫейӗн Бюджет кодексӗн 78-мӗш статйине улшӑну кӗрттересшӗн. Ҫапла тусан этил спирчӗ 0,5 процент таран сӑра туса илекенсене субсидипе пулӑшма май килӗ.
«Паянхи куна илсен Раҫҫейре хӑмла тата салат туса илекенсем рынока хӑйсен продукцийӗпе тивӗҫтерсе пыраймаҫҫӗ. Ҫӗршывра хӑмла кирлинчен 5 процентне ҫеҫ туса илеҫҫӗ. Ют ҫӗртен кӳрсе илнине саплаштарма самай вӑхӑт кирлӗ», — палӑртнӑ парламентарисем.
Хӑмла туса илессине тата унӑн пахалӑхне ӳстерме патшалӑх пулӑшӑвӗ кирлӗ. Ҫав шутра техника тата хунав туянма та.

«Лента» предприятире производствӑна модернизацилема палӑртнӑ. Ҫав тӗллевпе унта 30 миллион тенкӗ укҫа хывӗҫ.
Предприяти Чӑваш Енӗн Промышленноҫа аталантаракан фончӗпе ятарлӑ килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ҫавна май акционерсен обществи фондран ҫулталӑкра 1 процент тӳлемелле кивҫен укҫа илет.
«Кӗмӗле» предприяти кивӗ станоксене ҫӗнӗ йышшисемпе ылмаштарма усӑ курӗ. Латекслӑ ҫурма фабрикатсем хатӗрлекен лини хута яма та палӑртса хунӑ. Ку вӑл производствӑра кирлӗ материала туянса укҫа тӑкаклассине чакарма май парасса шанаҫҫӗ.

Шупашкарти инженерсем сасӑсӑр тата ҫутҫанталӑка сиенлӗ витӗм кӳмен трактор шухӑшласа кӑларнӑ. Электричество хӑвачӗпе ҫӳрекен техникӑна Шупашкарти силовой агрегатсен заводӗнче шухӑшласа тупнӑ.
Ҫӗнӗ техника теплицӑсем, зоопарксем, ҫутҫанталӑк заповедникӗсем валли аван, мӗншӗн тесен унта дизель аналогсен сасси вырӑнлӑ мар. Трактор хускалнӑ тата ҫӳренӗ чухне сасси илтӗнмест те темелле тесе ӗнентереҫҫӗ заводра.
Техника валли кирлӗ тимӗр комплектсене йӑлтах заводра кӑлараҫҫӗ. Гидроцилиндрсемпе гидравлика — хамӑр ҫӗршыврисем. Электромоторсемпе редукторсене те заводрах туса кӑларма йышӑннӑ. Ҫавна май ҫитес ҫул вӑл трактора йӑлтах хамӑр ҫӗршыври компонентсемпе туса кӑларма тытӑнасшӑн.

Ҫӗнӗ Шупашкарта 1 пин ытла ӗҫ вырӑнӗлӗх ятарлӑ экономика лаптӑкӗ уҫасшӑн. Ятарлӑ экономика зонин проекчӗ ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗччен коррупцие хирӗҫ никама пӑхӑнман экспертиза витӗр тухӗ; унтан, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗччен, документа халӑхпа сӳтсе явӗҫ.
Ятарлӑ экономика зонин проектне РФ Экономика аталанӑвӗн министерстви хатӗрленӗ.
Ятарлӑ экономика зонинче, паянхи куна илсен, 5 инвестор производствӑна укҫа хывас кӑмӑллине палӑртнӑ. Ҫав тӗллевпе вӗсем 3 ҫул хушшинче 13 миллиарда яхӑн тенкӗ укҫа хывӗҫ. Вӗсене пурлӑх тата транспорт налукӗнчен 20 ҫуллӑха, ҫӗр налукӗнчен 3 ҫуллӑха, тупӑш налукӗнчен 49 ҫуллӑха хӑтарӗҫ. Ҫӗнӗ производствӑсенче 1 пин ытла ҫын ӗҫ вырӑнӗ тупӗ.
Инвесторсем аш-какай комбиначӗ, йывӑҫ сӳсӗнчен плита хатӗрлекен, тырӑ авӑртса тӗрлӗ продукци кӑларакан тата ытти производство уҫасшӑн.

Комсомольскинчи сӗт-ҫу комбиначӗ тӑпӑрчӑ хатӗрлемелли автоматизациленӗ ҫӗнӗ линие ӗҫлеттерсе янӑ. Производствӑпа республикӑн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов паллашнӑ.
Комбинатӑн ертӳҫисемпе технологӗсем предприятин производство хӑвачӗ талӑкра 250 тонна таран сӗт тирпейлеме май парать тесе пӗлтернӗ. Ҫу хисепӗ тӗрлӗ виҫеллӗ тӑпӑрча вара талӑкне 7,5 тонна таран хатӗрлейреҫҫӗ.
«Мӗнпур оборудование эпир Беларуҫ Республикинчен туяннӑ. Йӑлтах лайӑх ӗҫлет. Кӗвелӗке те унтанах илетпӗр, пире йӑлтах тивӗҫтерет», — хӑпартланса каласа кӑтартнӑ министра комбинатӑн тӗп технологӗ Татьяна Александровна. Паянхи куна илсен, предприятире 34 тӗрлӗ продукци туса кӑлараҫҫӗ.
Сергей Артамонов вара тепӗр ырӑ ене те асӑннӑ. Ку вӑл — чӗртавара вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен-фермер хуҫалӑхсенчен туянни. Сӗте предприяти вӑтамран 28 тенкӗпе илет.

Чӑваш Енре агробиотехнопарк уҫӑлӗ. Ҫавна Раҫҫей Правительствин вице-премьерӗ Викторий Абрамченко та ырланӑ.
Агробиотехнопаркра пахча-ҫимӗҫпе ҫӗрулмине, хӑмлана тарӑннӑн тирпейлеме палӑртнӑ, унтах ӑратлӑх ӗҫне та аталантарӗҫ.
Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, ген селекциллӗ лабораторисем ӗҫлеттерсе ярасшӑн.
«Агропрорыв» проекта ӗҫлеттерсе ярсан 2030 ҫул тӗлне пирӗн республикӑра ют ҫӗршывран ӑратлӑ выльӑх-чӗрлӗхпе ҫӗрулми туянасси 55 процент таран чакмалла, хӑмлан ҫӗнӗ сорчӗсемпе хамӑра 65 процент таран тивӗҫтермелле.
