Пӗлтӗр Шупашкарти общество транспорчӗсенчи билет икӗ хутчен хакланнӑ: утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тата раштавӑн 1-мӗшӗнче. Кӑҫал хака татах хӑпартма палӑртнӑ. Улшӑнусем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулӗҫ.
Хула администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче постановлени проекчӗпе паллашма пулать. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, общество транспорчӗпе каймалли билет хакӗ 2 тенкӗ ӳсӗ.
Ҫапла майпа авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа троллейбуспа каймашкӑн 22 тенкӗ кирлӗ пулӗ, карточкӑпа тӳлесен – 20 тенкӗ. Автобуссемпе маршруткӑсенче хак 25 тенкӗпе танлашӗ, карточкӑпа – 21 тенкӗ.
Пӗр уйӑх ҫӳремелли билет хакӗ 900 тенке ҫитӗ (халӑхпа организацисем валли). Студентсемпе вӗренекенсен билета 650 тенкӗпе туянма тивӗ.
Кӗҫех 334-мӗш маршрута хупасси пирки сас-хура сарӑлнӑ. Кун тӗлӗшпе Шупашкар хула администрацийӗ ҫынсен хушшинче ыйтӑм та ирттернӗ.
Пӗтӗмлетӳ паллӑ: халӑх 334-мӗш маршрута хупассине хирӗҫ. Ара, вӑл питӗ меллӗ маршрут – Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районне Мускав проспекчӗ урлӑ каять. Влаҫ ӑна хупас мар, маршрут схемине сыхласа хӑварас тесе тӑрӑшӗ.
«Ку маршрута ҫав маршрут ҫулӗпех сыхласа хӑвармалла. Чылайӑшӗ ӑна хӑнӑхнӑ, унпа халӑх нумай ҫӳренӗ. Ҫавӑнпа эпир ҫак маршрута сыхласа хӑварӑпӑр тесе шутлатпӑр», - тенӗ ЧР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов. Халӗ министерство хула администрацийӗпе кун тӗлӗшпе калаҫать.
Блаблакар сарӑм маршуткӑсемпе тата автобуссемпе официаллӑ майпа ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫулҫӳрев списокӗнче автобуссем те пур халӗ: вӗсене ятарлӑ паллӑпа паллӑ тунӑ. BlaBlaCar пӗлтернӗ тӑрӑх, BlaBlaCar Pro ятарлӑ сервис, вӑл профессионал перевозчиксене хӑйсен маршрутне сарӑмра кӑтартма май парать.
Тӗрӗссипе, маршруткӑсем Блаблакарта тахҫанах пулнӑ, анчах вӗсем ҫӑмӑл автомашина пек «пытаннӑ». «Халӗ эсир автобуспа каяссине карпулингран ҫӑмӑллӑнах уйӑрса илме пултаратӑр», - ҫапла ӗнентерет сарӑм.
Сӑмах май, унччен компани 120 ҫухрӑм ытларах каякан пассажирсем валли тӳлевлӗ пулассине пӗлтернӗ.
Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа Ҫӗнӗ Шупашкар – Шупашкар маршрутпа ҫӳрекен тепӗр маршрутка чакӗ. Малашне 332-мӗш маршрутка ҫула тухмӗ, транспорт 101с-мӗш маршрут ҫине куҫӗ. Ку йышӑнӑва перевозчик хӑй тунӑ, маршруткӑсем ҫине пӗлтерӳсем те ҫыпӑҫтарнӑ.
ЧР Транспорт министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 332-мӗш маршрута пӑрахӑҫлама плана кӗртнӗ, мӗншӗн тесен вӑл 101с-мӗш маршрутпа пӗр пек ҫулпа ҫӳрет.
Аса илтерер: раштав пуҫламӑшӗнче Шупашкарта транспорт реформи вӑя кӗнӗ, чылай маршрута пӑрахӑҫланӑ, хӑшӗ-пӗрин ҫулне улӑштарнӑ. Хальлӗхе халӑха кӑмӑлсӑрлантаракан самантсем пур-ха, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ку ыйтусене ҫынсемпе пӗрле татса парасшӑн.
Кӑҫал нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти маршруткӑсенче хаксене ӳстернӗ. Ку таранччен карттӑпа тӳлесен 18 тенкӗпе билет туянма май пулнӑ, карттӑсӑр – 22 тенкӗ.
Ӗнер, ҫурлан 14-мӗшӗнче, хаксене татах хӑпартма йышӑннӑ. Кунашкал пӗлтерӳсене маршруткӑсенче ҫыпӑҫтарнӑ. Ҫӗнӗ тариф ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ. Малашне карттӑсӑр тӳлесен 23 тенкӗ кӑларса хума тивӗ, карттӑпа – 19 тенкӗ.
Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗ те хула администрацине билет хакне ӳстермешкӗн ыйтупа тухнӑ.
Шупашкарти хӑш-пӗр маршрутка ҫинче билетшӑн банк карточкипе тӳлеме май туса панӑ. Хальлӗхе кунашкалли икӗ маршрут ҫинче тест режимӗнче ӗҫлет.
Пӗрлехи транспорт карттин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑнав проекчӗпе килӗшӳллӗн терминала чикмесӗр ӗҫлекен банк карточкисене 33-мӗш тата 42-мӗш маршуткӑсем ҫинче йышӑнаҫҫӗ. Пассажирсем ҫавӑн пекех Google Pay, Apple Pay и Samsung Pay урлӑ та билетшӑн тӳлеме пултараҫҫӗ.
Палӑртмалла: Шупашкарта общество транспорчӗсенче банк карточкипе тата смартфонпа билетшӑн тӳлеме май туса парасшӑн. Ку ыйтӑва обществӑпа ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗччен сӳтсе явӗҫ.
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен «Чӑвашавтотранс» пассажирсене илсе ҫӳреме пӑрахни пирки, хӑш-пӗр автобус вырӑнне маршруткӑсем ҫула тухни ҫинчен хыпарланӑччӗ.
Халӗ хулара сарӑ тӗслӗ автобуссене курма ҫук. Вӗсен вырӑнне маршруткӑсем ҫӳреҫҫӗ. Ҫавӑнтанпа хаксем те ӳснӗ. Унччен автобусра билетшӑн 19 тенкӗ тӳленӗ, карттӑпа – 15 тенкӗ. Халӗ маршруткӑсенче 23 тенкӗ кӑларса хума тивет. Карттӑпа усӑ курсан – 19 тенкӗ. Эппин, хаксем ахаль маршруткӑсеннипе танлашнӑ.
Аса илтерер: ҫӗнӗ перевозчиксемпе вӑхӑтлӑх, чӳкӗн 30-мӗшӗччен, килӗшӳ тунӑ. Кун хыҫҫӑн урӑх перевозчиксем пуласса шантараҫҫӗ, вӗсем вӑтам класлӑ автобуссемпе ӗҫлӗҫ.
«Чӑвашавтотранс» пассажирсене илсе ҫӳреме пӑрахни пирки, Шупашкар хула администрацийӗ ҫӗнӗ перевозчиксем шырани ҫинчен сайтра хыпарланӑччӗ. Халӗ вӑхӑтлӑха маршруткӑсем ҫула тухнӑ.
Аса илтерер: предприяти хулари 16 маршрутпа илсе ҫӳреме пӑрахнӑ. «Чӑвашавтотранс» йывӑр лару-тӑрура. Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пысӑк предприятие панкрута тухни пирки пӗлтерме пултараҫҫӗ. «Чӑвашавтотранс» Шупашкарта 2, 3, 7, 10, 12, 14, 16, 18, 19, 20, 21, 22, 24, 26 тата 204-мӗш маршрутсемпе пассажирсене илсе ҫӳренӗ. Вӗсем вырӑнне вӑхӑтлӑха килнӗ перевозчиксем чӳкӗн 30-мӗшӗччен ӗҫлӗҫ. Кайран конкурс иртӗ.
Паян ирхине хула администрацийӗн сайтӗнче 5, 7, 12, 14, 16 тата 18-мӗш маршрутсем валли перевозчик шырани пирки хыпар тухнӑ.
Кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарти 15 маршруткӑн ҫулӗ улшӑнать, 18-шне вара пачах пӑрахӑҫлаҫҫӗ. Хула администрацийӗ вӗсен списокне пичетленӗ.
Постановленипе килӗшӳллӗн, кӑсал раштавран пуҫласа 15 автобус маршручӗ улшӑнӗ. Вӗсен йышне 7, 12, 20, 22, 26, 30, 32, 33, 35, 41, 44, 46, 47, 52, 54-мӗш маршруткӑсем кӗнӗ. Пачах пӑрахӑҫлама палӑртнисен йышӗнче вара ҫаксем: 1, 10, 14, 16, 18, 21, 23, 48, 49, 50, 51, 56, 59, 60, 60к, 61, 63, 65.
Халӗ ҫынсене илсе ҫӳрессипе ӗҫлекен усламҫӑсене илсе ҫӳремелли свидетельствӑсене тата маршрутӑн ҫӗнӗ карттисене параҫҫӗ.
Шупашкарта 37-мӗш маршрутка ҫулне улӑштарнӑ. Унччен вӑл Чапаев поселкӗнчен «Энергозапчасть» чарӑну таран ҫӳренӗ.
Малашне, ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа, маршрутка «Нефтебаза» чарӑну таранах ҫитӗ. Постановление Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ӗнер алӑ пуснӑ.
Маршрута тӑсма хӑй хуҫи ыйтнӑ. Ку сӗнӳпе вӑл хула администрацине тухнӑ.
Аса илтерер: 37-мӗш маршрутка ҫулӗ улшӑнасси пирки ака уйӑхӗнчех пӗлтернӗ. Ун чухнех «Садовый» микрорайона троллейбус ярасси пирки сӑмах тухнӑ. Кӗркунне микрорайона 10-мӗш номерлӗ мӑйракасӑр троллейбус ярӗҫ. Вӑл ӑна хулан тӗп пайӗпе ҫыхӑнтарӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |