Ҫӗрпӳ хулине шӑратса тунӑ кӳлепесем илем кӳреҫҫӗ. Вӗсем хулари парка тата ача пахчинче вырӑн тупнӑ. Хулари ҫул ҫавринчен инҫех мар вырӑнта тимӗртен ӑсталанӑ урам шӑлакан тӑрать. Вӑл, аллине шӑпӑр тытнӑскер, иртен-ҫӳрене тирпейлӗ пулма ыйтать. Кун пирки тимӗртен шӑратса ҫырса хунӑ. Хулара Эдуард Успенский ача-пӑча ҫыравҫин хайлавӗнчи Печкин сӑнарӗ те вырӑн тупнӑ. Тимӗр скульптурӑсене юсанмалли 9-мӗш колонире айӑплава ирттерекен тимӗрҫӗсем хатӗрленӗ.
Кӑҫалхи Ҫӗрпӳ ярмӑркки вӑхӑтӗнче Печкин патне Матроскин кушак аҫипе Шарик йытӑ хушӑннӑ.
Колонире айӑплава ирттерекенсем халӗ II Екатерина статуйине ӑсталассипе тимлеҫҫӗ. Ӑна хулари Александровски паркра вырнаҫтарӗҫ. Патша майри валли карета та тӑвӗҫ.
Аса илтерер: II Екатерина вӑхӑтӗнче чӑвашсене вӑйпа тӗне кӗртес ӗҫе ҫӗнӗрен пуҫланӑ. Шӑп та лӑп ҫак вӑхӑтра ӗнтӗ чӑвашсем тӗне кӗрес мар тесе инҫетри ҫӗрсене туха-туха кайнӑ. Катемпи сӑмах этимологийӗ те ҫак патша майрипех ҫыхӑннӑ — чӑвашсем ӑна питӗ курайман.
Сӑнсем (3)
Ҫӗрпӳ хули илемленсех пырать. Ӑна хӑтлӑх кӗртессишӗн халӑх та тӑрӑшать.
Ҫӗрпӳре иртен-ҫӳрен Печкин почтальон скульптурипе киленет. Кун пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Хулара унсӑр пуҫне урам тирпейлӳҫи те пур. Аллине шӑпӑр тытнӑскер ҫынсене тасалӑха упрамалли пирки асӑрхаттарать. Ҫав скульптурӑна Ҫӗрпӳри тӳрленӳ колонийӗнче ларакансем тунӑ.
Халӗ ав Ҫӗрпӳре Печкин почтальонӑн юлташсем те тупӑннӑ. Унран инҫех мар Шарик йытӑ тата Матроскин кушак аҫи вырӑн тупнӑ. Металл скульптурӑсене паян, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, 16 сехетре уҫӗҫ.
Шупашкарти Арбатра вырнаҫнӑ кӳлепен сунчӑкне хуҫни пирки эпир сире нумай пулмасть пӗлтернӗччӗ. Хула влаҫӗсем ӑна Республика Кунӗ тӗлне тӳрлетсе-юсама ӗлкӗрнӗ иккен. Кун пирки пире «Сӑвар» Чӑваш наци культурин аталану фончӗн ертӳҫи Тимӗр Тяпкин пӗлтерчӗ.
Чӑн та кӳлепене йӗркене кӗртме 8 пин кирлӗ пулнӑ имӗш. Вӑл хакпа юсама майсем малтанах тупӑнайман, каярах вара ҫавах та кирлӗ ҫынна тупса йӳнӗрех хакпа кӳлепене юсама пултарнӑ. Республика Кунӗнче халӑх тӗрӗс-тӗкӗл скульптурӑна курнӑ.
Аса илтерер, кӳлепен авторӗ Владимир Нагорнов, хулана ӑна Ильф тата Петров хайлавӗнче Шупашкара асӑннӑран парнеленӗ пулать. Пӗтӗмӗшле 6 миллион тенкӗ тӑкакланӑ.
Шупашкарта Арбатри Остап Бендера тата Киса Воробьянинова халалланӑ кӳлепе патӗнче нумайӑшӗ сӑн ӳкерӗнме юратать. Анчах такама темпе кӳрентернӗ-ши ҫав палӑк — унӑн сунчӑкне хуҫнӑ.
Елена Соловьева патне тӑванӗсем Сургутран килнӗ. Вӗсем Шупашкар кӳлмекне уҫӑлма тухнӑ. Вӗсем те ыттисем пекех ҫав скульптура умӗнче сӑн ӳкерӗнме шутланӑ. Анчах сунчӑк хуҫӑлнине курсан кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ. Ара, халӑх ӑстасен ӗҫне хаклама пӗлменни кӳрентернӗ вӗсене. Елена Соловьева кун пирки «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
Кӳлепе авторӗ Владимир Нагорнов каланӑ тӑрӑх, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов кун пирки пӗлет. Ӑна вӑл тӳрлетме шантарнӑ. Ку 8 пин тенке яхӑн кайса ларӗ.
Сӑмах май, кӳлепене Ильф тата Петров хайлавӗсене тӗпе хурса тунӑ. Вӗсенче Шупашкар пирки асӑннӑран хулана ҫакӑн пек парне кӳме шутланӑ. Палӑк 6 миллион тенке яхӑн кайса ларнӑ.
Пирӗн ҫӗршывра паллӑ ҫыравҫӑсем, хайлавсенчи сӑнарсем нумай. Паллах, вӗсене халалланӑ палӑксем те самай. Нумаях пулмасть паллӑ вырӑнсене палӑртмашкӑн конкурс старт илнӗ. Вӗсем ҫӗршыв картти ҫинче пулмалла.
Кирек кам та — ӳсӗмне, ӑҫта пурӑннине пӑхмасӑр — конкурса хутшӑнма пултарать. Константин Иванов ячӗллӗ вулавӑш проект шутласа кӑларса «Литература йӗрӗ» конкурса хутшӑнӗ.
Вулавӑш Эгер бульварӗпе 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспект хӗресленнӗ вырӑнти хурӑнлӑхра, К.Иванов ячӗллӗ вулавӑша хирӗҫ, литература сакне вырнаҫтарма сӗнет. Икӗ енчен Нарспипе Сетнер кӳлеписене лартасшӑн.
Кунтах, сака хирӗҫ, К.Ивановӑн астӑвӑм чулне тата унӑн вилӗмсӗр поэмине кӗнеке пек туса вырнаҫтарасшӑн.
Кӗҫех 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 19/37 ҫуртӑн стенине Константин Иванов барельефӗ тата унӑн «Поэзисӗр манӑн пурнӑҫ ҫук» тесе ҫырни илемлетмелле. Ӑна чӑвашла тата вырӑсла ӗҫлӗҫ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисене тӗнче тетелӗнчи ҫынсем сасӑлавпа палӑртӗҫ. Финала тухнисене юпа уйӑхӗнче чыслӗҫ.
Юр нумай ҫуни ача пахчисемшӗн питӗ лайӑх пулнӑ. Картишсенчен юр кӳлепесем курӑнма пуҫланӑ. Вӗсене ачасем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем ӑсталанӑ. Пурте хула пуҫарнӑ конкурсра ҫӗнтерессишӗн тӑрӑшнӑ.
Павел Иванов хӑй те пӗчӗк чухне юртан кӗлеткесем ӑсталама юратнӑ. Ҫак ӗҫ ӑна халӗ те килӗшет. Анчах халӗ вӑл ӑна пӗчӗк хӗрӗпе Ульянӑпа пурнӑҫлать. Ашшӗ хӗрӗпе ирттернӗ вӑхӑт усса кайнине пӗлтерет.
Кашни ача пахчи вӑйӑ патшалӑхӗ пулса тӑнӑ тейӗн. Шупашкарти 172-мӗш ача пахчинче юр керменсем ӳссе ларнӑ, юмахри сӑнарсем тупӑннӑ. Ландшафт дизайнерӗсен вырӑнӗнче вӗрентекенсемпе ашшӗ-амӑшӗ пулнӑ.
Иртнӗ ҫул юр нумаях пулман, ҫавӑнпа кӳлепесене те ытлашши пысӑк тӑвайман. Кӑҫал вара темӗн те ӑсталама пулать.
Марина Павлова каланӑ тӑрӑх, юр кӳлепесем ачасене вырӑс культурине хисеплеме вӗрентеҫҫӗ кӑна мар, аслисен ӗҫне хаклама та хӑнӑхтараҫҫӗ.
178-мӗш ача пахчинче Литература ҫулталӑкӗ пулнӑ май картише вырӑс халӑх юмахӗсемпе килӗшӳллӗн илемлетнӗ.
Конкурсра ҫӗнтерессишӗн Шупашкарти 129 ача пахчи тупӑшӗ. Комисси вырӑна тухса тӗрӗслет, балсем лартса парать. Чи лайӑххисене нарӑсӑн 13-мӗшӗнче пӗлтерӗҫ.
Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре пӑртан кӳлепесем касса кӑларма тытӑннӑ.
«Кӑҫал иртнӗ мероприятисемпе проектсем хула ҫыннисен асӗнче юлӗҫ. Вӗсене хула ҫыннисем хастар хутшӑнчӗҫ. Массӑлӑл спорт мероприятийӗсем, ушкӑна хускану тунисем, Пӗтӗм тӗнчери спорт форумӗ, Спорт бултварӗ, ГТО нормиснее тытни — уйрӑмах асра юлчӗҫ», — тесе шухӑшлаҫҫӗ хула администрацийӗнче. Ҫавна май пӑр кӳлеписене ҫав мероприятисене те халаллама шут тытнӑ. Спорт тематикиллисем виҫҫӗ пулӗҫ. Вӗсем тӑршшӗ — икӗ метр ҫӳллӗш.
Тӗп каток варрине фигуристка скульптурине вырнаҫтарӗҫ. Хӗл Мучи резиденцийӗпе юнашар Ҫӑмӑл атлетикӑпа Европа кубокӗн символӗ вырӑн тупӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ патне «Шупашкар хурчкисем» баскетболистсен командинчи мечӗк перекен баскетболист скульптурине лартӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ ращинче йывӑҫ кӗлепесене пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ чухне тӳнтерни пирки ҫырнӑччӗ-ха. Ун чухне вӗсене вандалсем тӳнтернине ҫирӗплетсе калама ҫукчӗ. Ара, ҫил вӑйлӑччӗ те.
Хальхинче «Про Город» редакцине Наталья Смирнова ҫитнӗ. Вӑл ращари кӳлепесене каллех вандалсем тӳнтерни пирки каласа кӑтартнӑ. Экоаллейӑри скульптурӑсене виҫҫӗмӗш хут тӳнтереҫҫӗ-мӗн. РусГидро лартнӑ видеокамерӑсем тӗттӗме пула ӗҫлемеҫҫӗ-мӗн. Ӑна пӑрлӑ ҫумӑр сиенлетнӗ. Вандалсем ҫавӑнпа усӑ курнӑ та ӗнтӗ.
Хальхинче вандалсем 10 кӗлепене тӳнтернӗ, ҫӗр ҫумне ҫирӗплетнӗ метала кӑкланӑ. Тӗкӗрҫ ращин директорӗ Флавьян Воронов ЧР ШӖМне тата прокуратурине ыйту ҫырнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн экологи хӑрушсӑрлӑхӗн пай пуҫлӑхӗ Андрей Ширшов та питӗ кӑмӑлсӑр. РФ ШӖМӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмӗн штаб пуҫлӑхӗ Александр Алексеев сӑтӑр тӑвакансене тупма шантарнӑ. Халӗ ращана талӑкӗпех сыхлаҫҫӗ-мӗн.
Ҫӗнӗ Шупашкарта экоаллея уҫӑлни пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Масӑллӑ информации хатӗрӗсем кун пирки чылай ҫырчӗҫ, халӗ ҫав вырӑна вандалсенчен сыхламаллине те асӑрхаттарчӗҫ.
Шел те, ҫак кунсенче экоаллейӑри палӑксем ӳкнӗ. Те ӳкнӗ… Ҫирӗплетсе калама ҫук. Ҫак кунсенче пӑрлӑ ҫумӑр ҫурӗ, ҫил вӑйлӑ пулчӗ те МИХсем палӑксем ӳкнин сӑлтавне тӗрлӗрен ӑнлантараҫҫӗ.
Пӗрисем ӑна вандалсем тӳнтернӗ теҫҫӗ. Теприсен шухӑшӗпе, вӗсем ҫиле пула ӳкнӗ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» канашлура та тавлашаҫҫӗ. Унта икӗ тӗрлӗ ҫирӗплетеҫҫӗ.
Ку вандалсен ӗҫӗ-и е ҫанталӑк «хӑланӑвӗ»-и — калама ҫук, анчах палӑксене юпан 19-мӗшӗнчи каҫ тӗлне каялла вырнаҫтарса лартнӑ.
Кӗҫнерникун Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ (Ельниковски) текен катара экологи сукмакӗ уҫӑлнӑ. Анчах ӑна хальлӗхе официаллӑ лару-тӑрура уҫман иккен-ха.
Хӑйне евӗр пулӑма, тунтикун, юпан 6-мӗшӗнче, палӑртӗҫ. Экологи ҫулне ҫума Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийнче тӑрӑшакан тӳре-шара тата Шупашкарти ГЭСра тар тӑкакансем ҫитмелле-мӗн.
Йывӑҫран тунӑ кӳлепесем катана уҫӑлма пырса ҫӳрекенсене хӑйсен илемӗпе савӑнтарӗҫ. Хайхисем пӗтӗмпе вуннӑ ытла. Вӗсене бензинпа ӗҫлекен пӑчкӑпа касса кӑларса хатӗрленӗ. Хӑйсен ҫакӑн пек пултарулӑхне кӑтартма тӗчен тӗрлӗ кӗтесӗнчи (ҫапла каласан та юрать, мӗншӗн тесен хамӑр ҫӗршыврисем кӑна мар, ютран килнисем те пур) ӑстасем пухӑннӑ. Ҫавсем хушшинче — Украинӑри, Белоруҫ Республикинчи, Германинчи, Казахстанри маттурсем. Вӗсем ӑсталанӑ та ҫакӑн пек илеме.
Сӑнсем (4)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |