Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, ирхи 4 сехетре, пӗр ҫамрӑк хупӑ павильона кӗме пӑхнӑ. Унта вӑл ӑшӑнас тенӗ-мӗн.
Шупашкар хулинчи йӗрке хуралҫисем патне пӗри Мускав проспектӗнчи общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ тӗлнче такам тем ватать тесе хыпарланӑ. Ҫав вӑхӑтра унтан ҫул-йӗр инспекторӗсен уйрӑм батальонӗн нарячӗ иртсе пынӑ. Вӗсем чарӑнӑва пырса тӗрӗслеме шут тытнӑ. Унта пӗр каччӑ пулнӑ. Пакунлисене курсан вӑл вырӑнтан тапса сикме пӑхнӑ. Анчах тарса инҫе каяйман. Вӑл Канашра пурӑнакан 23 ҫулти ҫамрӑк пулнӑ. Ӳсӗрскер йӗрке хуралҫисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл шӑнса хытнӑ та чарӑнури пӗчӗк лавккана кӗрсе ӑшӑнас тенӗ.
Йӗрке хуралҫисем ӑна хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ. Урӑлса илсен каччӑ каҫхине хӑй мӗн хӑтланнине та аса илеймен. Пуҫтахланиччен вӑл юлташӗн ҫуралнӑ кунне уявланӑ иккен.
Чӑвш Енре йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ хӗрарӑмсем валли тепӗр центр уҫӑлӗ. Сӑмах май, унашкалли Шупашкарта пур ӗнтӗ.
ЧР Ӗҫлев министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑрлӑха лекнӗ хӗрарӑмсене пулӑшакан уйрӑм Канашри халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр ҫумӗнче уҫӑлӗ. Унта пепке кӗтекен хӗрарӑмсем, ачаллисем, упӑшкинчен хур куракансем килме пултараҫҫӗ. Центрта вӗсем валли хӑтлӑ та ӑшӑ вырӑн пулӗ. Кунсӑр пуҫне хӗрарӑмсемпе психологсем, тухтӑрсем ӗҫлӗҫ. Кирлӗ пулсан юристсем те пулӑшӗҫ.
Канашри уйрӑм пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче уҫӑлӗ.
Палӑртмалла: Шупашкарти кризис центрне ҫулсерен 1 пин хӗрарӑм пулӑшу ыйтма пырать. Вӗсенчен 20-шне вырӑнпа тивӗҫтереҫҫӗ. Пулӑшу ыйтма аякри районсенчен те килеҫҫӗ. Пӗлтӗр унашкал центр Улатӑрта уҫӑлнӑ.
Оперштабӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Ҫитес эрнере 5-8-мӗш классем мӗнле май вӗренӗҫ? Унта ҫакна татса панӑ.
Аса илтерер: Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасем кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнченпе дистанци мелӗпе вӗреннӗ. Ҫӗмӗрлери тата Канашри шкул ачисем те ҫак мелпех ӑс пухнӑ. Ку кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Икӗ эрне каялла 1-4-мӗш, 9-11-мӗш классем парта хушшинче вӗренме пуҫланӑ.
Оперштбра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнерен 5-8-мӗш классем шкулта парта хушшинче вӗренме пуҫлӗҫ. Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр эрнере шкул ачисен хушшинче чирлекенсен йышӗ 200-тен 100-е ҫитнӗ.
Чӑваш Енре пӗр тонна ытла панулмие пӑрахӑҫланӑ. Витаминлӑ ҫак ҫимӗҫе тракторпа лапчӑтса юрӑхсӑра кӑларнӑ.
1200 килограмм панулмие Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ тиркенӗ. Асӑннӑ продукцин докуменчӗсем юрӑхлӑ пулман иккен.
Асӑннӑ органӑн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, панулмие ӑҫтан кӳрсе килнине документсемпе ҫирӗплетсе парайман. Ун пек ҫимӗҫе надзор органӗсем сутма ирӗк паманнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар. Сутлӑха яма юраман продукцие тракторпа лапчӑтса пӗтернӗ.
Канаш хулинче пурӑнакан 51 ҫулти арҫын тӗлӗшпе Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл пиччӗшне вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Инкек ҫак кунсенче, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, пулнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫав кун ҫур ҫӗр иртсен вӑл 59 ҫулти пиччӗшне ҫурӑмӗнчен ҫӗҫӗпе виҫӗ хутчен чикнӗ. Ҫав самантра амӑшӗ те килтех пулнӑ. Вӑл аслӑ ывӑлне хӳтӗлеме тӑнӑ. Анчах арҫын 84 ҫулти амӑшне те хӗрхенмен – хӗнесе пӗтернӗ: аяк пӗрчисене хуҫнӑ, пуҫне суранлатнӑ. Ватӑ хӗрарӑма пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Пиччӗшне вара ҫӑлма май килсен – вӑл ҫавӑнах вилнӗ. Шӑллӗне тытса чарнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Канаш хулинче харпӑр секторта пушар пулнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Красноармейск урамӗнчи пӗр ҫуртра 12 сехетре ҫулӑм тухнӑ. Ҫулӑм пушӑ ларакан йывӑҫ ҫурта сиенлетнӗ. Ҫавӑн пекех кӳршӗ ҫуртӑн тӑрри ҫуннӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Тури Кӗлешкасси ялӗнче ҫурт ҫунса кайнӑ. Унта 61 ҫулхи кил хуҫи вилнӗ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
Канаш районӗнче пурӑнакансем валли Шӑхасанта пысӑк поликлиника хӑпартӗҫ. Кун пирки Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Поликлиникӑна Пӗрремӗш сыпӑка модернизацилемелли программа шайӗнче пурнӑҫлӗҫ. Строительство ӗҫӗсем кӑҫал пуҫланмалла, 2024-мӗш ҫулта вӗҫлеме палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра проект экспертиза тӗрӗслевӗ витӗр тухать. Палӑртса хӑварар, Канаш районӗнче нумай профильлӗ пысӑк поликлиника тӑвасси пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче асӑннӑччӗ.
Поликлиника Канаш районӗн Ф. Г. Григорьев ячӗллӗ тӗп пульницин йышне кӗрӗ. Хальлӗхе поликлиника 1954 ҫулхи кивӗ ҫуртра вырнаҫнӑ, маларах унта райӗҫтӑвком ӗҫленӗ. Ҫӗнӗ ҫурт хальхинчен виҫӗ хут пысӑкрах пуласси пирки шантараҫҫӗ. Унта компьютер томографӗ, цифрӑллӑ флюорограф, маммограф та пулӗ. Канаш районӗн тӗп пульницӑн тӗп врачӗ Сергей Шерне ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хальхи тӑвӑр лару-тӑрура вӗсене унта вырнаҫтарма май ҫук.
Пурӑнакан пурнӑҫра этем темшӗн те тарӑхать-пӑшӑрханать. Регион управленийӗн центрӗ республикӑра пурӑнакансем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче мӗншӗн пӑшӑрханнине тишкерет, ҫавна шута илсе пырать, евитленисене яваплисем патне ҫитерет.
Пӗтӗмпе 20 пин ытла ыйту-хурав хушшинче хӑйнеевӗрлӗхпе ыттисенчен уйрӑлсарах тӑракан ҫырусем те пулнӑ.
Пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче, ав, Шупашкар ҫынни Ӳнер аллейинче ула кураксем нумай тесе пӑлханса пӗлтернӗ. Канашра ҫав кайӑк Машина тӑвакансен урамӗнче пурӑнакансене канӑҫсӑрлантарнӑ.
Авӑн уйӑхӗнче Йӗпреҫ хӗрарӑмӗ тилӗсем чӑх тытаҫҫӗ тесе хыпарланӑ. Чӳк уйӑхӗнче Сӗнтӗрвӑрри хӗрарӑмӗ вырӑнти парк мина уйне ҫаврӑннӑ тесе пӑшӑрханнӑ. Ӑна ӗне каяшӗ килӗшмен. Каяш спорт тата ача-пӑча лапамӗсенче, тротуар ҫинче те пулнӑ-мӗн.
Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 17 сехет те 20 минутра М-7 автоҫул ҫинче, Ҫӗрпӳ районӗнче, авари пулнӑ. 23 ҫулти водитель ҫул ҫинчи виҫӗ ҫынна ҫапса кайнӑ. Шел те, пӗри вилнӗ.
Мӗн тунӑ-ха ҫав виҫӗ ҫын ҫул ҫинче? Унччен кӑшт маларах ҫул ҫинче икӗ машина ҫапӑннӑ, унти ҫынсем мӗн пулнине пӑхмашкӑн салонран тухнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра 23-ри водитель, Шупашкар енне кайма тухнӑскер, вӗсем ҫине пырса кӗнӗ. Ҫул ҫинче тӗттӗм пулнӑ, ҫитменнине, юр ҫунӑ.
63 ҫулти хӗрарӑм, Канашра пурӑннӑскер, вилнӗ. Унӑн упӑшкине тата тепӗр машина водительне пульницӑна илсе кайнӑ.
Халӗ ӗҫ пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Обязательнӑй медицина страхованийӗн территории фончӗн директорне Вячеслав Александрова «Чӑваш Республикин умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ. Паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ ҫынсенчен пӗрисене патшалӑх наградисемпе хавхалантарнӑ.
«Пирӗн ӗҫе пысӑк хак панӑшӑн тавтапуҫ. Республика ырлӑхӗшӗн ӗҫлесси — пысӑк чыс тата яваплӑх. Палӑртнӑ задачӑсене пурнӑҫлас тесе пӗтӗм вӑя хурӑпӑр», — тенӗ Вячеслав Александров.
Вӑл 1954 ҫулта Канаш хулинче ҫуралнӑ. Тӗрлӗ ҫулта налук инспекцийӗнче, Перекет банкӗнче ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |