
Кӑҫал ҫурлан 1-мӗшӗнче «Ана» чӑваш журналӑн пӗрремӗш номерӗ тухнӑранпа 95 ҫул ҫитет. Чӑваш хресченӗсем валли ӑна 1918 ҫулта кӑларма пуҫланӑ. Журнал нацисен ӗҫӗ-хӗлӗн пайӗпе ӗҫлекен Халӑх Комиссариатӗнчи чӑваш уйрӑмӗнче тухса тӑнӑ.
Журналта ҫак ыйтусене ҫутатнӑ: ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх ерчетни, пахчана тытса тӑни, вӗлле хурчӗ ерчетни. Унсӑр пуҫне кӑларӑмра правительствӑри ҫӗр политики ҫинчен, выльӑх ерчетес ӗҫре тата уй-хире мӗнлерех тытса пымалли ӗҫре ӑслӑхӑх ҫитенӗвӗсем ҫинчен, тӑр-пул таврашӗнче тухнӑ ҫӗнӗ сорт ҫинчен тата ытти пулӑмсем ҫинчен ҫырса тӑнӑ. Килти хуҫалӑха тӗрес тытса пама канашсем те панӑ. Журналта ытларах ялти ҫынсене кӑсӑклантаракан ыйтусене ҫутатса панӑ пулин те ҫапах унӑн страницисенче ҫӗршывӑн обществӑлла-политика пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырса кӑтартни та тӗл пулнӑ.
Ытларах вулакансен кӑмӑлне «Почта пайӗ» рубрика ҫӗкленӗ. Унта ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Сӑмахран, мӗнле улма йывӑҫҫи лартмалла, ҫӗре мӗнле майпа кӑпкалатмалла. Рубрикӑра ҫӗкленнӗ ыйтусем паянхи кун та кӑсӑклӑ.
Шел пулин те 1920 ҫулта Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗ хыҫҫӑн «Ана» журнала кӑларма пӑрахнӑ.
Чӑваш кӗнеке палатине «Шурӑмпуҫ» литература журналӗн ҫӗнӗ номерӗ килсе ҫитнӗ. Калӑн, журнал. Калӑн, сахал-им ун пекки. Анчах ӑна Тутарстан Республикинчи ҫыравҫӑсем пуҫарнипе, Хусан тӑрӑхӗнчен тухнӑ ҫыравҫӑ-ентешсем ырланипе, Тутарстанри Чӑваш наципе культура автономийӗ укҫа-тенкӗпе пулӑшнипе «Сувар» хаҫат ҫумӗнчи «Сунтал» литература пӗрлешӗвӗ кӑларнине мӑнаҫлӑн палӑртмалла.
«Шурӑмпуҫӑн» пӗрремӗш номерӗ 1919 ҫултах кун ҫути курнӑ. Хусанта 5 пин тиражпа пичетленнӗскер 1921 ҫулта тухма чарӑннӑ. 1995 ҫулта хусансем ӑна ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑ. Паянччен унӑн тӑватӑ номерӗ кун ҫути курнӑ.
Черетлӗ номере Иван Яковлев ӑсчахӑмӑр ҫуралнӑранпа 165 ҫул ҫитнине халалланӑ. «Ӑна (хурнала. — Авт. ) редакци чӑваш ҫыравҫисен Сиктӗрмери семинарне хутшӑнакансен сӗнӗвӗсене шута илсе, чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас, малалла аталантарас тӗллевпе хатӗрлерӗ…» — ҫапла ҫырнипе уҫӑлать журналӑн черетлӗ номерӗ. Унта чӑваш диаспорин тата тутар поэчӗсен вун-вун представителӗн хайлавӗ вырӑн тупнӑ.
Чӗмпӗр Ен чӑвашӗсен «Канаш» хаҫачӗ ҫумӗнче ӗҫлекен «Шевле» литпӗрлешӳ тӑрӑшнипе «Атӑл юрри» журналӑн ҫӗнӗ саманари 2-мӗш номерӗ кун ҫути курчӗ. Пурӗ вара ун 4 номер тухнӑ.
Аса илтеретпӗр. Ку кӑларӑмӑн малтанхи икӗ номерӗ Чӗмпӗрте 1920 тата 1921 ҫулсенче тухнӑ. 2000 ҫулта «Канаш» хаҫат ӗҫченӗсем ӑна ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратрӗҫ.
Ҫӗнӗ кӑларӑма хальхи вӑхӑтра пурӑнакан тата пиртен уйрӑлса кайнӑ вырӑнти чӑваш ҫыравҫисен тӗрлӗ жанрлӑ хайлавӗсем кӗнӗ. Кунта тӗрлӗ ҫулхи вулакансем хӑйсене кирлине тупӗҫ. Тиражӗ — 900 экземпляр.

Тетелти «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫейри киосксенче чӑваш тумӗпе паллаштаракан журнал сутӑнма пуҫланӑ. Ӑна De Agostini издательство ҫурчӗ (Итали) кӑларнӑ иккен. Журналпа пӗрле туянакана фарфортан тунӑ пукане те лекет.
Ку кӑларӑмра (шучӗпе 27-мӗш) вулакан чӑваш тумӗпе ҫеҫ мар, пирӗн халӑх йӑли-йӗркипе те паллашма пултарать — тӗн, вӑйӑсем, тӗпелӗ пирки ҫырса кӑтартнӑ. Журнал чӑвашсен кун-ҫулне ҫутатса панипе уҫӑлать.
De Agostini издательство ҫуртне 1901 ҫулта никӗсленӗ, Раҫҫейре вӗсем 2004 ҫултанпа ӗҫлеҫҫӗ. «Куклы в народных костюмах» (чӑв. «Халӑх тумне тӑхӑннӑ пуканесем») журнала Раҫҫейсӗр пуҫне Ураинӑра, Белоруссинче тата Казахстанра сутаҫҫӗ.
Ҫук-ҫук, ку хутӗнче сӑмах-юмах Иван Яковлевич пирки мар (ара, кирек мӗнӗн те виҫи пулмалла-ҫке), Николай Лукич пирки. Э-э-эй, вӑл кам пулнине пурех тӗшмӗртеймерӗҫ-тӗр. Ҫулланнӑ ҫынсене аса илтеретӗп: иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш — 80-мӗш ҫулӗсенче “Капкӑн” журнала уҫаттӑмӑр та — Н.Яковлев текен карикатуристӑн шӳтлӗ ӳкерчӗкӗсене пӑхса вар хытиччен кулаттӑмӑр. “Ялавра” унӑнах тата ҫыравҫӑсенчен юлташла тӑрӑхласа ӳкернисем тухатчӗҫ... Ну вӑт, ҫав Николай Яковлевӑн тин ҫеҫ “Кун-ҫул эрешӗсем” ятлӑ кӗнеки ҫапӑнса тухрӗ. Атьсемри, 80 урлӑ каҫрӗ те ҫак маттур старик — кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке кӑларма пуҫларӗ. Ку ӗнтӗ виҫҫӗмӗш!
2006 ҫулта Николай Лукичӑн “Сурӑм ҫӑлтӑрӗсем” кӗнеки кун курнӑччӗ. Ҫӗнӗ ӗҫ ҫав кӗнекен хушӑмӗ евӗрлӗ туйӑнать. Унта 50 яхӑн очеркпа статья, кашнинчех пӗр-ик ҫын пирки каласа панӑ. Мӗн тӗрлӗ кӑна шӑпа ҫук пуль! Акӑ, тӗслӗхрен, Федор Ильин вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче “Смерш” управленийӗнче отделени командирӗ пулнӑ — тӑшман шпионӗсене сиенсӗрлетнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫак ҫын пӑшалсӑр-мӗнсӗр 13 кашкӑр ҫури тытнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна Кашкӑр Хӗветӗрӗ теме пуҫланӑ.
Чӳк уйӑхӗнче «Чӑваш хӗрарӑмӗ» журнал тухма пуҫланӑранпа 80 ҫул ҫитӗ. Хальхи вӑхӑтра вал тухмасть ӗнтӗ, ҫапах та историне аса илер пулӗ...
Журналӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ 1928 ҫулта тухнӑ, кӑлараканӗ — ПРКП (ВКП (б)) облкомӗн чӑваш уйрӑмӗ. Пичетленме вӑл Шупашкарта ҫапӑннӑ. Тиражӗ те самай пулнӑ — 2-5 пине ҫитнӗ, уйӑхсерен чӑвашла тухса тӑнӑ. Журнал вӑл вӑхӑтра кил-хуҫалӑх, сывлӑх, вӗренӳ, ача ӳстересси, тасалӑх ыйтӑвӗсене ҫутатнӑ, республикӑри политикӑпа общество пурнӑҫӗ пирки каласа панӑ. Хастар хӗрарӑмсен ӗҫне, вӗсен пурнӑҫне уҫса пама та манман. Журнал вулакансене илемлӗ литературӑпа та паллаштарнӑ — П. Хусанкай, В. Краснов-Асли, Г. Краснов-Кӗҫӗнни, М. Трубина, А. Алка, Н.Ваҫанкка, Н.Полоруссова-Шелепи, Л. Агаков, А. Петокки, И.
2003 ҫултан пирӗн республикӑра тата тепӗр журнал тухма пуҫларӗ. Унӑн ячӗ - «Сӑмах». Палӑртма кӑмӑллӑ, ҫулталӑкне 4 хут ҫутӑ кун кураканскере пирӗн ентеш, педагогика наукисен кандидачӗ К.Овчинникова тӗп редактор тытса пырать.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче черетлӗ (шучӗпе 10-мӗш) номер 100 экземплярпа пичетленсе тухрӗ. Вӑл номере Ксения Петровна пӗтӗмӗшле Шоркка ялне халалланӑ. «Шоркка таврашӗ - историпе культура йӗркеленӗвӗ» темӑна пур енлӗн уҫса пама тӑрӑшни сисӗнет. 41 страницӑллӑ журналта 1854, 1856 ҫулсенчи картта та пур. Ял уявне хутшӑннисем журнала пысӑка хурса хакланӑ. «Хамӑрӑн историе пӗлмелле, журнал пурне те ҫитмерӗ те. Кирлӗ ӗҫ тӑвать Ксения Петровна», - ҫапла каларӗҫ парнеллӗ-журналлӑ пулнисем.
А.АРДАЛИОНОВА, «Тӑван Ен»
