Хальхи вӑхӑтра хресчен уяр кунпа туллин усӑ курма тӑрӑшать. Вӑрнар районӗнче те хӗвеллӗ ҫанталӑкра май килнӗ таран ытларах вырма хыпӑнаҫҫӗ.
Районӗпе илсен, пӗрчӗллисене унта 3 609 гектар е мӗнпур лаптӑкӑн чӗрӗк пайне яхӑн ҫапса тӗшӗлеме ӗлкӗрнӗ. Тӗш тырӑ гектартан вӑтамран 22,9 центнер тухать-мӗн. Чи тухӑҫли — К. Маркс ячӗллӗ хуҫалӑхра. Унта ӑна гектар пуҫне вӑтамран 38 центнер вырса илеҫҫӗ.
«Ӗнер «Юнтапа», К. Маркс ячӗллӗ, «Мураты» хуҫалӑхсенче, «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» обществӑра, Михаил Максимов фермер хуҫалӑхӗнче пӗчӗкшерӗн ӗҫленӗ. Паян мӗн пур хуҫалӑхра тенӗ пекех выраҫҫӗ», — хыпарлать паян район администрацийӗ. «Гвардеец» тулли мар яваплӑ обществӑра вара ӗҫ комбайн юсавсӑррине тӑрать-мӗн. «Шел пулин те, унта пӗртен-пӗр комбайна ниепле те юсаймаҫҫӗ, 150 гектар лаптӑк ҫинче ӳстернӗ кӗрхи тулла выраймаҫҫӗ», — теҫҫӗ унта. «Кольцовка» обществӑра та вырмана халь тин пуҫӑнаҫҫӗ иккен. Анчах унта комбайн енчен йывӑрлӑх пулмалла мар. Хуҫалӑхӑн ҫӗнӗ ертӳҫисем комбайн туяннӑ. Вӗсем тырӑ пулса ҫитеймен тесе вырма васкамаҫҫӗ имӗш. Анчах паян тухма пулнӑ иккен-ха унта.
Паян, утӑн 16-мӗшӗнче, Красноармейски районӗнче «Агрофирма Таябинка» ТМЯО пӑрҫа пуҫтарма тухнӑ. 45 гектар лаптӑкра лартнӑ «Дударь» сортлине вырмас ӗҫе хуҫалӑхри 4 комбайн пуҫӑннӑ. Тыр-пулӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкне илес пулсан агрофирмӑн 2 372 гектарта ӗҫлеме тивӗ.
Вырмана пуҫарӑннӑ ятпа агрофирмӑн ертӳҫисемпе ӗҫченӗсене Красноармейски районӗн администраци пуҫлӑхӗ А.В. Шестаков саламланӑ.
