
Шупашкар хула администрацийӗн сити-менеждерӗ Алексей Ладыков республикӑри паллӑ блогерсенчен пӗрне, Константин Ишутова, хӑратни пирки ҫав каччӑ хӑйӗн блогӗнче вырнаҫтарнӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗпе калаҫнине вӑл ҫырса тата ӳкерсе илнӗ, калаҫӑвӑн сыпӑкне тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницине лартса хунӑ. Ҫырса илнине ӗненсен Алексей Ладыков ирӗклӗ блогера хӑратнӑ пек пулса тухать.
Ӗнер Шупашкарӑн сити-менеджерӗ «Ҫеҫпӗл» кинотеатр ҫуртӗнче хула ҫыннисемпе тӗл пулнӑ. Унта Юрий Пичугин ятлӑ ҫын (вӑл кимӗсене Шупашкарӑн Ҫӗнӗ-Хӗвеланӑҫ районӗнче Атӑл ҫыран хӗрринче ларттарассишӗн тавлашнипе юлашки вӑхӑтра палӑрчӗ) Алексей Ладыков Константин Ишутова чӑннипех хӑратнипе хӑратманни пирки кӑсӑкланнӑ.
– Уншӑн кулянатӑр-им? – ыйту ҫине ыйтупа хуравланӑ хула тӳре-шари.
– Эпӗ хамшӑн кулянатӑп-ха – вырӑнлӑ ыйтусем памасан нимӗн те пулмасть-ши тетӗп те, – ҫухалса кайман кимӗҫӗ.
– Пирӗн хушӑра шӳтлӗ калаҫу пулнӑ. Вӑл (Константин Ишутов. – В.С.) ӑна ҫавӑн пек мӗншӗн ҫавӑрттарса хунине пӗлместӗп. Уншӑн (Константин Ишутовшӑн. – В.С.) нимӗнле хӑрушлӑх та ҫук. Пире кирек епле, ҫав шутра вырӑнсӑр, ыйту паракансене нимӗн те шиклентермелле мар, – шантарса каланӑ Алексей Ладыков.
Чӑваш Енре экологи уйӑхӗ малалла пырать. Иртнӗ канмалли кунсенче хулара пурӑнакансем парксене тасатма тухнӑ. Мӗн тӗлӗнмелли, ҫынсем хӑйсем хыҫҫӑн ҫӳп-ҫап сахал мар хӑвараҫҫӗ. Трактор тӑвакансен культура керменӗ хыҫӗнче ав 2 сехетре 24 кубла метр ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ. Вӑл 3 КамАЗа вырнаҫнӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри «Блогерсем — ҫӳп-ҫапа хирӗҫ» акци тӑваттӑмӗш ҫул иртет. Ӑна Сергей Доля блогер пуҫарнӑ. Чи кӑсӑкли — пӗрремӗш ҫул ҫӳп-ҫап питӗ нумай пулнӑ. Кӑҫал кӑштах чакнӑ.
Культура керменӗнчи вӑрмана тасатмашкӑн 300 яхӑн ҫын пынӑ. Вӗсем — студентсем, шкул ачисем, предприяти ӗҫченӗсем. Пӗтӗмпе вӗсем 6 тонна ҫӳп-ҫап пухнӑ. Чи асли 72 ҫулта пулнӑ.
Акци тӑваттӑмӗш ҫул иртет пулин те ҫынсем хӑйсем хыҫҫӑн ҫӳп-ҫап хӑварма пӑрахмаҫҫӗ.
