Шупашкарти банксенчен пӗринче ӗҫлекен Людмила Симакова ултӑ ҫынна ултавҫӑсен капкӑнне лекессинчен сыхласа хӑварнӑ. Ҫапла майпа вара хайхисен 2 миллион та 300 пин тенки ют алла куҫса каяйман.
Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче хӗр Шалти ӗсен министерствин Шупашкарти управленийӗ пуҫлӑхӗ Александр Темнов хӑй тав тунӑ. Людмила Симакова аслӑ менеджер хирурга ултавҫӑсене 460 пин тенкӗ куҫарса парассинчен тытса чарнӑ. Врач ялтан ятарласа хулана килнӗ, банка кайнӑ.
Банкра ҫулталӑк ҫурӑ ӗҫленӗ вӑхӑтра хӗр ултӑ ҫынна ултавҫӑсенчен ҫӑлса хӑварнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Раҫҫей банкӗн Атӑл-Вятка наци банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнче экскурси ирттерӗҫ. Ӑна кредит учрежденийӗнчи Уҫӑ алӑксен кунӗнче йӗркелӗҫ.
Уйрӑмра ҫав кун «Время и деньги» (чӑв. Вӑхӑт тата укҫа-тенкӗ) фотокурав ӗҫлӗ. Укҫа аталанӑвӗпе паллаштаракан экскурси те пулӗ. Интерактивлӑ занятисем те кӑсӑклӑ иртессе шантараҫҫӗ. Банк кассирӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма май килӗ, кивӗ укҫана епле тӗп туни ҫинчен те каласа кӑтартӗҫ. Хӑнасене банкнотӑсене уйӑрма вӗрентӗҫ, тӳлев инструменчӗсемпе тӗрӗс усӑ курма, ултавҫӑсенчен сыхланма вӗрентӗҫ.
Экскурсие хутшӑнас тесен Раҫҫей банкӗн сайчӗ урлӑ ҫырӑнмалла. Банк ҫуртне кӗрекенсен ҫумра паспорт пулмалла.
Банкри Уҫӑ алӑксен кунӗ Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 25-мӗш ҫуртра иртӗ.
Муркаш районӗнче пурӑнакан вӑйпиттие вичкӗн куҫлӑ сутуҫӑ ултавҫӑсенчен ҫӑлса хӑварнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пӗр арҫын район центрӗнчи лавккасенчен пӗринчи банкоматра укҫа илсе темле счёт ҫине куҫарса панӑ. Хӑй ҫав вӑхӑтра такампа телефонпа калаҫнӑ.
Ҫакна вичкӗн куҫлӑ сутуҫӑ асӑрханӑ. Вӑлах йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравланӑ. Пакунлисем вырӑна пырса ҫитнӗ ҫӗре арҫын 125 пин тенке пӗчӗкшерӗн тӗрлӗ счет ҫине куҫарса яма ӗлкӗрнӗ. Анчах вӑл кредит та илме палӑртнӑ. Пакунлисем пырса ҫитсе ӑна йӑнӑш утӑмран тытса чарнӑ.
44 ҫулти арҫын улталаннине ӑнланса илнӗ ҫын полицие заявление ҫырса панӑ. Вӑл ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, унччен маларах такамсем шӑнкӑравласа право тытӑмӗн ӗҫченӗ тесе тыттарнӑ иккен. Вӗсем ӑна арҫын счечӗ ҫинчен террористсемпе боевиксене укҫа куҫарса панӑ тесе хӑратнӑ. Кӗҫех арҫынпа банк ӗҫченӗ текен ҫын та ҫыхӑннӑ. Вӑлах ӑна кредит картти илсе укҫана унта куҫарса яма сӗннӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 290 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Хӗрарӑм патне ют ҫын виҫӗ цифрӑллӑ номертен шӑнкӑравласа хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Кредит картти ҫинчи укҫана такамсем сӑптӑрса каясран телефона ятарлӑ приложени вырнаҫтарма сӗннӗ. Хӗрарӑм итленӗ.
Анчах ҫав приложени пулӑшнипе хайхисем хӗрарӑмӑн телефонӗпе инҫет ҫыхӑну мелӗпе усӑ курса 290 пин тенкине хӑйсен тунӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енре преступниксен пӗр ушкӑнӗ ҫынсен ячӗпе кредит карттисем илсе тултарнӑ. 91 карта ҫинчен вӗсем 8,7 миллион тенкӗлӗх кивҫен укҫа илнӗ.
Усал ӗҫпе ҫав ҫынсем 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен тытӑнса 2022 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен аппаланнӑ. Укҫана Шупашкарти тата Челябинскри кредит организацийӗсенчен илнӗ.
Преступниксен ушкӑнне карас ҫыхӑнӑвӗн компанийӗсенчен пӗрин офисӗнче ӗҫлекенсем те кӗнӗ. Вӗсем паспортӑн суя копийӗсемпе усӑ курса банк тата микрофинанс учрежденийӗсенче кредит карттисем илнӗ. Кредит лимичӗпе пӑхса хӑварнӑ укҫана кайран хӑйсен кӗсйине пӗтӗрсе чикнӗ. 91 кредит картти ҫинчен 8,7 миллион тенкӗ тыла илнӗ. Тепӗр 6 тӗслӗхре банксем карттӑсем ҫинчен илме чарса лартнӑ.
Канаш хулинче пурӑнакан ҫамрӑк мар хӗрарӑм ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн ҫурринче хӗрарӑм патне ют ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл хӑйӗнпе Тӗп банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. «Ырӑ» ҫын хӗрарӑма такамсем ун ячӗпе кредит илесшӗнни пирки «систернӗ». Улталанас мар тесен мӗн тумаллине вӗрентнӗ.
53 ҫулти хӗрарӑм кӗҫех банксене тухса чупнӑ. Икӗ банкра кивҫен илнӗ, тата онлайн мелпе кредит-карттиллӗ пулса тӑнӑ. Кредит учрежденийӗнче ӗҫлекенсене хӗрарӑм хӑйне укҫа кирлине ӗнентернӗ. 10 кунта хӗрарӑм 1 миллион тенкӗ ытлалӑх кивҫен укҫа илсе тултарнӑ, ҫавна йӑлтах ют ҫынсене куҫарса панӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче хӗрарӑм йӗрке хуралҫисем патне вӗҫтернӗ. пулӑшма ыйтнӑ.
Куславккара пурӑнакан пӗр хӗрарӑма улталанасран банк ӗҫченӗсем тем пекех тытса чарма хӑтланнӑ.
Ҫулланнӑ ҫав ҫын нумайӑшӗ ҫакланакан капкӑнах лекнӗ. Ун патне ултавҫӑсем шӑнкӑравласа банкра упракан укҫӑра ҫухатма пултаратӑр хӑратнӑ. Хӑйсемпе ҫав этемсем право хуралӗн тытӑмӗнче тата банкра ӗҫлекенсем тесе паллаштарнӑ. Укҫасӑр тӑрса юлас мар тесен вӗсем сӗннӗ пек тумалла тесе ӗнентернӗ.
Сӑмах май каласан, счет ҫинчи 900 пин ытла тенке хӗрарӑм ют ҫынсене тӳрех куҫарса парайман — шанчӑксӑр операцие кредит учрежденийӗсем чарса лартнӑран хӗрарӑм пӗр банкоматран тепӗр ҫӗре ҫитнӗ, унтан кӳршӗллӗ региона тухса вӗҫтернӗ. Унта вӑл хӑйӗн туприне ҫичӗ ютсене куҫарса панӑ-панах.
Наци банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗпе республикӑри Финанс пӗлӗвӗн центрӗ чӑвашла буклетсем хатӗрленӗ. Вӗсене ялсенче пурӑнакан ватӑ ҫынсем патне ҫитерме палӑртаҫҫӗ.
Ултавҫӑсен капкӑнне ҫынсем пӗрмаях ҫыхӑнаҫҫӗ. Ырӑ мар шухӑшлисем ҫынна темле те хӑратаҫҫӗ. Ҫав шутра — «сирӗн счет ҫинчен Тӑван ҫӗршыва хирӗҫле тӗллевпе укҫа куҫараҫҫӗ» йышши улталаса та. Ҫапларах мелпе хӑратнӑ хыҫҫӑн пирӗн тӑрӑхри икӗ ҫын укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Ултавҫӑсене 64 ҫулти кинемей 200 пин тенкӗ, 40 ҫулти хӗрарӑм 140 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Ҫын шучӗпе пуйма юратакансем пуртан ултавҫӑсенчен сыхланма вӗрентекен буклетсене чӑвашла та пичетленӗ.
Ҫынсене ӗҫ вырӑнӗ тупса парас тӗлӗшпе ӗҫлекен HeadHunter онлайн-лапам пӗлтернӗ тӑрӑх ҫурла уйӑхӗнче республикӑра ӗҫ вырӑнӗсен йышӗ самай ӳснӗ. Ку кӑтарту 9,1%-па танлашнӑ.
Апла пулин те Атӑлҫи Федераллӑ Округра Чӑваш Ен чи малта мар. Удмурт Республикин ҫак кӑтарту тата та пысӑкрах. Ӗҫ вырӑнӗсен шучӗ унта 15,7% ӳснӗ. Ҫавӑн пекех Мӑкшӑ Республикинче, Самарпа Чулхула облаҫӗсенче вакансисен шучӗ пирӗн республикӑран ытларах йышланнӑ. Атӑлҫи Федераллӑ Округа илес пулсан ҫурла уйӑхӗнче ӗҫ вырӑнӗсен шучӗ вӑтамран илсен 7,4% ӳснӗ.
Иртнӗ уйӑхра Чӑваш Енре ӑслӑлӑхпа вӗренӳ сферинче ӗҫ вырӑнӗсен шучӗ самай нумайланнӑ (+47,5%) — ҫакӑ ӗнтӗ вӗренӳ ҫулталӑкӗ пуҫланнипе ҫыхӑннӑ. Унсӑр пуҫне банк сферинче (+22,7%) тата «инсталляци, сервис» професси тытӑмӗнче (+25,6%) ӗҫлекенсем ытларах кирлӗ пулнӑ.
Раҫҫей банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмне ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Унпа республика Элтеперне Олег Николаева банк ӗҫченӗсем паллаштарнӑ.
Раҫҫей банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн – Раҫҫейӗн Тӗп банкӗн Атӑл-Вятка тӗп управленийӗн Чӑваш Республикинчи наци банкӗн управляющийӗ пулма Максим Фролова ҫирӗплетнӗ. Максим Петрович Тӗп банкра 25 ҫул ытла ӗҫленӗ. Юлашки ҫулсенче вӑл Самарӑра тӑрӑшнӑ. Унта регионти уйрӑмӑн управляющийӗн ҫумӗ пулса 6 ҫула яхӑн тӑрӑшнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.10.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кривоносов Владимир Михайлович, кӗвӗҫ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кривоносов Владимир Михайлович, кӗвӗҫ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Наталья Алексеевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |