Ӗнер Чӑваш Енри тӳре-шара культурӑна аталантарас енӗпе пысӑк тӳпе хывнисене уйӑхсерен патшалӑх пособийӗ парса тӑрассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва тишкернӗ.
ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Вячеслав Борислв ертсе пынипе иртнӗ ларура 9 ходатайство пӑхса тухнӑ. Укҫана культурӑра пысӑк ҫитӗнӳсем тунисене парса тӑраҫҫӗ. Ларурисем ҫавӑн пек ҫын Раҫҫей халӑх артисчӗ Юрий Васильев тесе йышӑннӑ.
Юрий Васильевич Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи тата дирижёрӗ пулса 40 ҫул ытла ӗҫленӗ. Пултарулӑх ушкӑнӗ тӗнче шайӗнчи фольклор фестивалӗсен темиҫе хут та хутшӑннӑ.
Чӑваш Енри тата тепӗр сцена ӑсти халӑх артисчӗ ята тивӗҫнӗ. Республикӑри сумлӑ ҫынсене патшалӑх наградисемпе чысласси ҫинчен калакан черетлӗ хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паян, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Хисеплӗ ҫынсен списокӗнче Ольга Дикина (Лукова) артистка та пур. Шӑпах ӑна «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ята пама йышӑннӑ.
Ольга Владимировна — Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн хор артисчӗ. 2009 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят парса хавхалантарнӑ. Пултарулӑхне вӑл Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче туптанӑ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ 98-мӗш сезона юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче уҫма палӑртнӑ. Мероприятие Александр Ангаров ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Вӑл 1976 ҫултанпа ансамблӗн тӗп балетмейстерӗ пулса ӗҫленӗ. Кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 75 ҫул тултарнӑ. Хӑй вӑл Украинӑри Ужгород хулинче ҫуралнӑ. Мускаври культура институтӗнче вӗреннӗ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче 30 ҫул тӑрӑшнӑ.
«Мелодии родного края» (чӑв. Тӑван тӑрӑх ҫеммисем) концерт программине маэстрӑн лайӑх постановкисем: «Тӑван Чӑваш Ен», «Лармара», «Вӑйӑра» вокалпа хореографи сюитисем, «Урам савӑнать», «Тӑхӑрпӳ», «Кӑкшимке» хореографи номерӗсем — кӗрӗҫ. Вӗсем ансамблӗн ылтӑн фончӗ шутланаҫҫӗ.
Куракансем валли ҫӗнӗ ӗҫсем те хатӗрленӗ. Лолита Чекушкина музыкипе «Чуна уҫма юрла, тӑван» сюита, Анатолий Шалаевӑн ӗҫӗ тӑрӑх — инструментсен номерӗ.
Концерт курма Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменне каймалла. Мероприяти юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Тутарстанри Нурлатри Театр скверӗнче чӑваш юррин «Родник» (чӑв. Ҫӑлкуҫ) халӑх ансамбльне йӗркеленӗренпе 30 ҫул ҫитнине уявланӑ.
Ансамбле 1991 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче районти Культура ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ. Пуҫаруҫи – Тутар Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Ефремова. Ансамбль ертӳҫ пулса вӑл 20 ҫул тӑрӑшнӑ. 2012 ҫултанпа ушкӑна Светлана Ефремован вӗренекенӗ Олеся Илифанова ертсе пырать, аккомпаниаторӗ – Василий Абрамов.
«Манӑн ӗҫӗм сая кайманнишӗн савӑнатӑп. Ансамбль малашне те аталанасса шанатӑп», – саламланӑ хӑй пуҫарса янӑ ушкӑна 30 ҫулхипе Светлана Семеновна.
Чӑваш юррин ансамблӗн спутник-ушкӑнӗ те пур. Вӑл — ача-пӑчан «Звезда» (чӑв. _Ҫӑлтӑр_) ансамблӗ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ ҫынна укҫа ытлашши тӑкакланӑ тесе явап тыттарасшӑн. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ та ӗнтӗ.
Учреждение ертсе пынӑ вӑхӑтра ҫав ҫын хӑй пӗлекен уйрӑм усламҫӑпа тухья ҫӗлеттерме килӗшӳ тунӑ. Документа вӑл учреждени ячӗпе алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Сцена ҫине тухнӑ чухне тӑхӑнмалли хатӗре хатӗрлесе ҫитерейменнине пӗлсе тӑрсах учреждени укҫине куҫарса панӑ. Сахал та мар, нумай та мар. Пурӗ пурӗ 149,5 пин тенкӗ.
Пӑтӑрмах ҫиеле тухсан пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗ «Ҫавал» фольклорпа эстрада ансамблӗн ташӑҫи, артисчӗ, солисчӗ Владимир Кудаков пурнӑҫран уйрӑлса кайни пирки хурланса пӗлтернӗ. Ку хыпара Фейсбукра вырнаҫтарнӑ.
Владимир Валентинович хӑйӗн ӗҫне чунтан юратакан артист пулнӑ, унӑн пултарулӑхӗ куракансене тыткӑнланӑ. Ӑна ӗҫтешӗсем те хисепленӗ.
Владимир Кудаковпа ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче сывпуллашнӑ.
Владимир Кудаков 1962 ҫулта Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче ҫуралнӑ. Самарти ӳнерпе культура институтӗнче «Хореографи» специальноҫне алла илнӗ. 2011 ҫултанпа «Ҫавал» ансамбльте ташланӑ.
Шупашкарти Трактор тӑвакансен Культура керменӗнчи «Сывлӑм» ача-пӑча фольклор ансамблӗ пӗтӗм Раҫҫейри «Фольклорная карусель» (чӑв. Фольклор каруҫҫелӗ) видеоконкурсра ҫӗнтернӗ. Мала тухман та, ҫапах III степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне ҫӗршыври халӑхсен культура йӑла-йӗркине упраса хӑварас тата аталантарас, фольклор пуянлӑхӗпе паллаштарас тӗллевпе ирттернӗ. Конкурса ачасемпе ҫамрӑксем хутшӑннӑ. Видеоматериалсене кӑрлачӑн 25-мӗшӗнчен тытӑнса ҫӗртмен 1-мӗшӗччен йышӑннӑ.
Кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртекен видеоконкурса ҫӗршывӑн 46 регионӗнчен 500 ытла видеопрограмма тӑратнӑ. «Сывлӑм» ача-пӑча фольклор ансамблӗ (ертӳҫи – Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Алевтина Щетинина, концертмейстерӗ – Александр Ильин) III степеньлӗ лауреат ятне ҫӗнсе илнӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ ушкӑнӗ, Шупашкарти «Уяв» фольклор ансамблӗ хӑйсен ӗҫне юратнипе пурнӑҫлакан пултарулӑх ушкӑнӗсен пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль-конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Асӑннӑ ушкӑн Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗнче шутланса тӑрать. Ансамбле Раҫсей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Козлова ертсе пырать.
Пултарулӑх ушкӑнӗ конкурсра ҫӗнтерсе 2 миллион тенкӗ укҫана тивӗҫнӗ. Конкурса ҫӗршывӑн 84 регионӗнчи 263 коллектив хутшӑннӑ. 40 коллектив I степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ, 20-шне лауреат тесе йышӑннӑ. Вӗсем Мускавра раштав уйӑхӗнче иртекен конкурса хутшӑнӗҫ.
Раҫҫей Федерацийӗн халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ ансамблӗ, халӑх фольклор ансамблӗ – «Уяв» – кӑҫал 35 ҫул тултарать. «Ҫавра» датӑна пултарулӑх ушкӑнӗ ҫул уйӑхӗн 25-мӗшӗнче паллӑ тӑвӗ. Концерта вӑл Шупашкарти Я. Ухсай ячӗллӗ культура керменне йыхравлать.
«Уяв» ансамбль халӑх чӑннипех те юратакан пултарулӑх ушкӑнӗ ята тахҫанах тивӗҫнӗ. Ӑна тӑван тӑрӑхӑмӑрта ҫеҫ мар, республика тулашӗнче те аван пӗлеҫҫӗ. Пӗр-пӗр концерт-мероприятире ҫак йыша куракансем ялан хапӑл туса кӗтсе илеҫҫӗ, пултарулӑх ушкӑнӗн кашни номерне тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнаҫҫӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 18 сехетре, Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗн «Нарспи» клубӗнче «Арман» уяв иртӗ. Пимен тата Надежда Васильевсем «Сарпике» халӑх ансамбльне ҫӳрекенсене тата вӗсен ашшӗ-амӑшне ҫемье ташшине вӗрентӗҫ.
Надежда Викторовна хӑйӗн пултарулӑхне 1988 ҫулта «Нарспи» ансамбльте пуҫланӑ. Халӗ вӑл — Шупашкар районӗнчи Мошкассинчи «Сурпан» ташӑ ансамблӗн балeтмeйстeрӗ, асӑннӑ районти Котеркассинчи «Шордан» фольклор ансамбльне ҫӳрет.
Пимeн Юрьeвич 1990 ҫулта Шупашкар районӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ташӑ ансамбльне ҫул хывнӑ. Халӗ вӑл «Сурпан» тата «Шордан» ансамбльсенче ташлать.
«Арман» клуба Шупашкарти Эльгер урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ Ӳнер академине йыхравлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |