Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав шкулӗнче агрокласс уҫӑлнӑ. Ку республикӑра — виҫҫӗмӗш агрокласс.
Сӑнав шкулӗнче аслӑ классенче ӑс пухакансем Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн вӗрентекенӗсем хатӗрленӗ ятарлӑ курс программипе вӗренӗҫ.
Академи ректорӗ Андрей Макушев каланӑ тӑрӑх, агроклассем ял хуҫалӑх профессийӗпе ҫеҫ ҫыхӑнман. Ку — ял хуҫалӑх продукцине хатӗрлесси те, яла аталантарасси те.
Сӑмах май, пӗрремӗш агрокласс Красноармейски районӗнчи Трак шкулӗнче уҫӑлнӑ. Иккӗмӗшӗ — Ишек тӑрӑхӗнчи Янӑш шкулӗнче.
Шупашкар районӗнчи Янӑшри кинемисемпе мучисем Шупашкара спектакль курма кайса килнӗ. Канӑва культурӑллӑ майпа ирттернисем — Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвне тивӗҫтерекен центр тытӑмӗнчи ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансем.
Ватлӑхри куна социаллӑ пулӑшу кӳрекен уйрӑмра ирттерекенсене асӑннӑ ҫуртӑн ертӳҫи Роза Васильева йӗркеленипе хулана илсе кайнӑ. Вӗсем К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пулнӑ. Ватӑсем Федор Павловӑн «Ялта» драми тӑрӑх лартнӑ спектакле курнӑ.
Темиҫе теҫетке ҫул каяллах ҫырнӑ хайлав чӑваш драматургийӗн малтанхи тапхӑрне кӗрет пулин те куракана вӑл паян та килӗшет, ӑна пӑхнӑ чухне халӑх чуна ыраттарса, пӗтӗм чунтан хумханса пӑхать. Янӑшри ватӑсем те спектакле юратса йышӑннӑ.
Шупашкар районӗнчи Янӑш шкулӗнче вӗрентекенсене ӗҫе илсе ҫитерес ыйтӑва татса панӑ. Унччен икӗ учителе кунсерен илсе килес тесе шкул автобусӗн 2,5 ҫухрӑм парӑнтарма тивнӗ. Халӗ вӗсене автобус водителӗ хӑйӗн машинипе илсе ҫитерет.
Пӗтӗмпе 7 ӗҫченӗн шкула ҫитме чӑрмавлӑ. Вӗсен йышӗнче — 4 техслужащи.
Шкулта спорт инфратытӑмӗ тӗлӗшпе нумай ӗҫлеҫҫӗ. Анчах ӗҫченсем пирки те манмаҫҫӗ. Шкулӑн автобус тата микроавтобус пур. Вӗрентекенсене ӗҫе автобуспа илсе ҫитерни — йӗркене пӑсни. Ҫавӑнпа харпӑр водительсемпе калаҫса татӑлма тӑрӑшаҫҫӗ.
Автобуспа илсе ҫӳрес ыйтӑва янӑшсем РФ вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева килсен те ҫӗкленӗ. Аса илтерер: вӑл унта авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫитнӗ.
Шупашкар районӗнче ҫамрӑксем валли каҫхи дискотека йӗркелеме пуҫласшӑн. Культура учрежденийӗсенче ташӑ каҫӗсем йӗркелессине сӳтсе явнӑ май райадминистрацин культура, туризм тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Екатерина Кириллова дискотека ирттерме май пуррипе ҫуккине тишкернине пӗлтернӗ. Кунта техника енчен май пуррипе пӗрлех видеосӑнав ӗҫленипе ӗҫлеменнине те шута илмелле.
Йӗрке хуралҫисем вара каҫхи дискотекӑсене хапӑлах мар. РФ Шалти ӗҫсен министерствин полицин участокри уполномоченнӑйӗсен тата ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Иванов Ишлейри тӗслӗхе илсе кӑтартнӑ. Ташӑ каҫӗсене йӗркеленине кура суту-илӳ точкисем те ҫурҫӗрчченех ӗҫлеҫҫӗ иккен. Янӑшрине вара асӑннӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Иван Грачев ырӑ енчен асӑнса хӑварнӑ. Унта канмалли кунсенче ҫурҫӗр иртни пӗрреччен ташлаттараҫҫӗ пулин те йӗркене пӑсмаҫҫӗ. Культура учрежденийӗн ертӳҫи ют ҫынсене курсанах вӗсем ӑҫтан килнипе кӑсӑкланать имӗш.
Шупашкар районӗнчи ҫак кунсенче аслӑ ҫулхисен «Чунпа ҫамрӑк» пултарулӑх конкурсӗ малалла пырать. Ӗнер Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнчи Шӑмӑшра иртнӗ. Гала-концерт авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Кӳкеҫри Культура ҫуртӗнче пулӗ.
Маларах конкурс Янӑшра иртнӗ. Унтине вырӑнтисемсӗр пуҫне Чӑрӑшкасси, Ишек ял тӑрӑхӗсенчи ӳркенмен ватӑсем пуҫтарӑннӑ.
Ҫулне кура мар вӑр-варрисене хаклакан тӳресен йышӗнче Ростислав Данилов та пур. Хӑй вӑхӑтӗнче Росислав Васильевич Шупашкар район пуҫлӑхӗ пулнӑччӗ, халӗ вӑл Раҫҫей пенсионерӗсен союзӗн районти уйрӑмне ертсе пырать. Тӳресен йышӗнче ҫавӑн пекех — Шупашкар районӗнчи клубсен тӗп тытӑмӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ксения Виноградова, асӑннӑ тытӑмӑн пуҫлӑхӗн пултарулӑх енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Ксения Леонтьева.
Иртнӗ шӑматкун, ҫӗртмен 4-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче ҫуллахи ялти спорт вӑййисен XVIII-мӗш ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта республикӑри районсемпе хуласенчен 800 спортсмен пырса ҫитнӗ. Уяв ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансене кӑна мар, спортпа туслӑ пур ҫынна та пӗрлештернӗ.
Ӑмӑртусем ир ирех пуҫланнӑ. Чи малтан старта утӑ ҫулакансем, механизаторсем, ӗне сӑвакансем тухнӑ.
Ҫуллахи спорт ӑмӑртӑвӗсенче спортсменсем спортӑн 16 енӗпе вӑй виҫнӗ. Утӑ ҫулассипе Вӑрнар районне ҫитекенни пулман: муниципалитет чысне Галина Павловӑпа Александр Политов ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫак ҫуллахи спорт ӑмӑртӑвӗ кашни ҫул тӗрлӗ районпа хулара иртнине пӗлтернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсенчен йӗркеленӗ Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗ утӑ уйӑхӗнче Сарӑту облаҫне кайӗҫ.
Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ поварсен пултарулӑхне палӑртас тӗллевпе конкурс ирттернӗ. Професси ӑсталӑхӗн ӑмӑртӑвне палӑртмалли конкурса Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланӑ.
Конкурса Кӑрмӑшри ваттисен ҫуртӗнче йӗркеленӗ. Унта центрӑн стационарлӑ уйрӑмӗсенче тӑрӑшакан поварсем пуҫтарӑннӑ.
Ӑмӑртӑва пилӗк номинаципе йӗркеленӗ. Килти ӗҫе пурнӑҫласа сивӗ блюдо тата десерт пӗҫерсе пынӑ. Конкурсҫӑсем илсе пынӑ ҫӑкӑр-булка таврашне тата хӗле валли хатӗрленӗ ҫимӗҫе те тӳресем хакланӑ.
«Сӗтеле тематика тӗлӗшӗнчен чи лайӑх хатӗрлени» номинацире тӳресем Янӑшри ваттисен ҫуртӗнчи Елена Васильевана хакланӑ. Ишекри Людмила Кольцова «Авалхи манӑҫа тухнӑ рецептсемпе» палӑрнӑ. «Чи оригиналлӑ блюдо» авторӗ — Хыркассинчи Александра Андреева, «Уяв сӗтелӗн» — Кӑрмӑшри Светлана Яландаева.
Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗн директорӗ Любовь Ананьева номинатсене пурне те дипломсемпе тата парнесемпе чысланӑ.
Элӗк районӗнче кӑҫалхи ку пулӑма тӗлӗнтермӗшпех танлаштарма пулать-тӗр. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа унта нумаях пулмасть виҫҫӗмӗш йӗкӗреш ҫуралнӑ.
Ангелинӑпа Виктория Алексеевӑсене ЗАГСра ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче регистрациленӗ. Хӗрачасем Янӑш ялӗнче пурӑнакан ҫемьере кун ҫути курнӑ.
Алексеевсен унччен икӗ ача пулнӑ. Халӗ тӳрех икӗ хӗр пӗрчи ҫут тӗнчене килнӗ. ЗАГС ӗҫченӗсем маттур ашшӗ-амӑшне чӑтӑмлӑх, ӑс-хакӑл суннӑ. Ачасене вара сывлӑх суннӑ — ан чирлеччӗр.
Элӗк районӗнче кӑҫал пӗрремӗш йӗкӗреш кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫуралнӑ, иккӗмӗшӗ — нарӑсӑн 20-мӗшӗнче.
Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗнче физкультурӑпа спорт ӗҫне пуринчен лайӑх йӗркеленӗ. Кун пек пӗтӗмлетӳ патне иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле тишкернӗ хыҫҫӑн ҫитсе тухнӑ.
Спортпа физкультура енӗпе районта еплерех тӑрӑшнине тишкерме ӗнер, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Кӳкеҫри «Улӑп» центра пуҫтарӑннӑ. Унта спорт ветеранӗсем, хальхи вӑхӑтра спортра хастаррисем, физкультура учителӗсем, тренер-преподавательсем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем пухӑннӑ.
Янӑш ял тӑрӑхне физкультурӑпа спорт енӗпе хастар ӗҫленӗшӗн, ку енӗпе районти смотр-конкурсра мала тухнӑшӑн спорт тумтирӗ туянма 10 пин тенкӗлӗх сертификат тыттарнӑ.
Мероприятие республика шайӗнчи тӳре-шара та пырса ҫитнӗ: Чӑваш Енӗн информаци политикин министрӗ Александр Иванов, Конкурентлӑ политика тата тариф службин ертӳҫи Альбина Егорова, Ачасен правине хӳтӗлекен республикӑри уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов. Вӗсем пурте — хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкар районӗнче чылай ҫул ӗҫленӗскерсем.
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Питӗрте иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри канашлура РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов Чӑваш Ен шкулсем тӑвас енӗпе чи малта пыракан 5 регион йышне кӗнине палӑртнӑ.
Малтисен йышне кӗнӗ регионсем, дотациллӗ пулсан та, ятарлӑ проект пурнӑҫа кӗричченех шкулсем хута янӑ.
Сӑмах май, юлашки 5 ҫулта Чӑваш Республикинче 8 шкул ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӗсем Йӗпреҫ, Патӑрьел, Тӑвай, Вӑрмар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Шупашкар районӗнчи Янӑш ялӗнче хута кайнӑ. Пӗтӗмпе 1645 вырӑн ачасем валли хатӗрленӗ.
2015 ҫулта Комсомольски районӗнче шкул хута яма тытӑннӑ. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗччен ӑна туса пӗтермелле.
Проектпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Енре 32 шкул хута яма, ҫӗнетме палӑртнӑ. Тепӗр 64 шкула юсама та плана кӗртнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |