Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Элтепер

Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Пӗлӳ кунӗпе саламланӑ.

«Сирӗнтен кашниех – Республикӑмӑр пуянлӑхӗ, унӑн малашнехи ӑнӑҫлӑ аталанӑвӗн шанӑҫӗ. Шӑпах эсир, хаклӑ тусӑмӑрсем, кӑштах вӑхӑтран Тӑван ҫӗршыва аталантарас ӗҫе тивӗҫлӗ тӳпе хывакансем пулатӑр.

Тарӑн пӗлӳ илме ӑнтӑлни, пуринпе те кӑсӑкланни тата пурне те пӗлме тӑрӑшни сире паллӑ ҫитӗнӳсемпе ӳсӗмсем тата ҫӗнтерӳсем тума пулӑшса пырасса шанса тӑратӑп», — тенӗ вӑл саламра.

 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Звениговский» СПК председательне Иван Казанкова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫурлан 25-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Кӑҫал Республика кунӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта предприятин филиалӗ уҫӑлнӑ. Унта аш-какай тирпейлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех унта булка таврашӗ, кондитер ҫимӗҫӗсем туса кӑларакан цех хута ярасшӑн.

Иван Казанков - 81 ҫулта. Вӑл Тутарстанри Элкей районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче ҫуралнӑ.

 

Экономика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Иранпа электроэнергетика сфери енӗпе килӗштерсе ӗҫлесшӗн. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев тата Иран ҫӗршывӗн Хусанти тӗп консулӗ Давуд Мирзахани сӳтсе явнӑ.

«Эпир регионӑн, кунти предприятисен хӑвачӗпе паллашма килсе ҫитрӗмӗр. Электроэнергетика сферинче пӗрлехи проектсене пурнӑҫа кӗртес е оборудованипе тивӗҫтерес ӗмӗтлӗ эпир», – тенӗ Давуд Мирзахани. Сӑмах электричество щичӗсем пирки пырать.

«Электротехника кластерӗн предприятийӗсем пирӗн 200-е яхӑн. Вӗсем генераци станцийӗсем, атом, гидро-, ӑшӑ электростанцийӗсем валли оборудовани туса кӑлараҫҫӗ. Тӗнчери ҫак сферӑри компанисемшӗн те вӗсем конкурент пулса тӑраҫҫӗ», – каласа кӑтартнӑ хӑнана Олег Николаев.

 

Республикӑра
семейный-портал13.рф сӑнӳкерчӗкӗ
семейный-портал13.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Колледжсемпе техникумсенчен, институтсемпе университетсенчен вӗренсе тухакансем йышлӑ, анчах предприятисенче ӗҫлекен ҫын ҫапах та ҫитмест.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫак ыйтӑва направлени урлӑ татса пама май пур тесе шухӑшлать. Унчченхи пек. Бюджет шучӗпе вӗренсе пӗтерсен, калӑпӑр, пӗр-пӗр предпряитие направленипе ярса виҫӗ ҫултан кая мар ӗҫлеттермелле туса.

Республика Правительстви ҫак сӗнӳпе РФ Ҫутӗҫ министерствине тухасшӑн.

Предприятисене ӗҫе вырнаҫсан ҫамрӑксене ҫурт-йӗр арендӑна памалла, ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека пӑхса хӑвармалла, ҫар службинчен отсрочка пулмалла тесе шухӑшлать республика ертӳҫи.

 

Республикӑра

Ҫитес ҫула Чӑваш Енре экологие тата ҫутҫанталӑкпа перкетлӗ усӑ курассине халаллама пултарасси пирки пӗлтернӗччӗ. Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ку шухӑша общественноҫӗн 40 ытла проценчӗ ырланине палӑртнӑ. Ҫавна май хушӑва ҫитес кунсенче ала пусӗҫ.

Ҫавӑн пекех 2024 ҫула Халӑх пӗрлӗхӗн ҫулӗ тума сӗнекенсем пулнӑ. Ҫар ӗҫне хутшӑннисен ҫулталӑкӗшӗн тата Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен ҫулӗшӗн 5-шер процент сасӑланӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре ҫитес ҫула мӗне халалласси паллӑ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев кун пирки «Ҫамрӑксен хули» форумра пӗлтернӗ.

Олег Алексеевич каланӑ тӑрӑх, 2024 ҫула Чӑваш Енре экологие халаллама пултарӗҫ. Хальлӗхе ку ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ. Анчах экологи теми пӗрремӗш вырӑнта.

Аса илтерер: кӑҫал пирӗн республикӑра Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ. 2022 ҫул вара Паллӑ ентешсен ҫулӗ пулнӑ.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

ЧР Элтеперӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ Ваттисен канашӗнчен виҫӗ ҫынна, вилнӗскерсене, кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Йышӑну проекчӗ те пур.

Ҫак йышран кӑлармаллисен хушшинче - Лев Кураков (2020 ҫулхи раштав уйӑхӗнче вилнӗ, 2016 ҫулта канаш председателӗ пулнӑ), Петр Ивантаев (2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ, канаш председателӗн ҫумӗ пулнӑ)тата Леонид Шимин (2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче вилнӗ).

Палӑртмалла: Ваттисен канашне 2015 ҫул вӗҫӗнче ун чухне ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев хушӑвӗпе туса хунӑ. Хальхи вӑхӑтра унта 18 ҫын.

 

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри 5 культура учрежденийӗ Элтепер грантне тивӗҫнӗ. Пӗтӗмпе - 18 миллион тенкӗ. Унпа ҫӗне постановкӑсем лартӗҫ.

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ тата Оперӑпа балет театрӗ 5-шер млн тенке тивӗҫнӗ. Симфони капелли тата Чӑваш патшалӑх филармонийӗ 3-шер млн тенкӗ грант илнӗ. Филармони 1 млн тенкӗлӗх гранта та тивӗҫнӗ. Ӳнер музейне вара 1 млн тенкӗлех грант лекнӗ.

 

Культура

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Чувашия» издательствӑпа полиграфи комплексне юсаса ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ инвестици проектне ырланӑ.

«Производствӑна ҫӗнетме пысӑк плансем пур. Эпир ку проекта пурнӑҫа кӗртме пулӑшӑпӑр», — тенӗ издательствӑра пулса курнӑ хыҫҫӑн республика ертӳҫи. Вӑл полиграфипе издательство комплексне 55 ҫулхипе саламланӑ. ИПКна Алексей Ключников ертсе пырать.

Предприяти полиграфи производствине ҫӗнетесшӗн.

 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

ЧР промышленноҫпе энергетика министрне Александр Кондратьева Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ энергетикӗн ятне панӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Александр Кондратьев 37 ҫулта. Вӑл промышленноҫпе энергетика министерствинче 2021 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе ӗҫлет. Малтан вӑл министр ҫумӗ пулнӑ. Кайран министр тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе вӑл - министр.

 

Страницӑсем: 1 ... 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, [25], 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, ... 186
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӗҫре чылай япалана улӑштарма тивӗ. Тӗрӗслӗхшӗн кӗрешнӗ чухне хирӗҫӳрен пӑрӑнӑр, вӑя перекетлӗр — каярахпа тӗрӗслӗх пулатех. Канмалли кунсенче чуна пырса тивекен калаҫусем ирттерме сӗнмеҫҫӗ, вӗсене каярах вӑхӑта хӑварӑр.

Нарӑс, 01

1919
107
Савгачёв Фёдор Афанасьевич, чӑваш ҫыравҫи, Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1932
94
Прокопьев Николай Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та