Шупашкарта йӗрке хуралҫинче ӗҫленӗ арҫын федераци шыравӗнчи урапапа ярӑнса ҫӳренӗ.
РФ Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн полицин 2-мӗш уйрӑмӗнче оперуполномоченнӑйра ӗҫленӗ арҫын пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнченпе ют урапапа хуҫаланнӑ. Ятарлӑ стоянкӑран Honda Accord урапана вӑл тӗпчев умӗнхи ӗҫсем ирттерме кирлӗ тесе илсе тухнӑ. Урапана Мускав облаҫӗнчи йӗрке хуралҫисем ҫӗршывӗпех шыранӑ. Шупашкарти оперуполномоченнӑй урапан номерне хӑйӗннине вырнаҫтарнӑ та унпа ҫил вӗҫтерсе ҫӳренӗ. Ҫурла уйӑхӗнчен тытӑнса раштавӑн 4-мӗшӗчченех ҫапла хӑтланнӑ вӑл. Анчах пӗррехинче урапана ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ. Ҫавӑн чухне автомобиль шыраври урапа пулни ҫиеле тухнӑ. Оперуполномоченнӑя кӗҫех ШӖМ тытӑмӗнчен кӑларса янӑ, ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Йӗрке хуралҫисем ҫак кунсенче ураран ӳксе тенӗ пек чиркӳ ҫыннине шыраҫҫӗ. Усал ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн тарса ҫӳремест-ха вӑл. Килтен тухса кайнӑ та — таврӑнман.
1980-мӗш ҫулта ҫуралнӑ Дмитрий Автономов килтен (пачӑшкӑ Пӑрачкав районӗнче пурӑннӑ, Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхаш ялӗнчи чиркӳре ӗҫленӗ) иртнӗ ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗнче тухса кайнӑ.
Арҫын тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑ, 1 метр та 82 снатиметр ҫӳллӗш-мӗн, кӑвак куҫлӑ, сухалпа ҫурет. Килӗнчен тухса кайнӑ чух вӑл тӗссӗртерех симӗс (хаки) тӗслӗ куртка тата шӑлавар тӑхӑннӑ, уринче берцы пулнӑ, пуҫне ҫыхнӑ хура калпак тӑханнӑ.
Ҫухалнӑ пачӑшкӑ ӑҫтине пӗлекен ҫынсене йӗрке хуралҫисене 8 (83543) 21-0-02, 21-8-60, 21-9-40 телефон номерӗсемпе пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Пӗлтӗрхи ҫул ЧР ШӖМӗшӗн ҫӑмӑл килмен. Пӗрремӗшӗнчен, ведомствӑра темиҫе штата кӗскетнӗ. Иккӗмӗшӗнчен, республикӑра преступленисен йышӗ ӳснӗ. Ку енӗпе ытларах Шӑмӑршӑ, Комсомольски районӗсем, Ҫӗнӗ Шупашкар «палӑрнӑ».
Чӑваш Енре преступленисене уҫса парас ӗҫ лайӑх пырать. Ку енӗпе пирӗннисем Раҫҫейре 19-мӗш вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Йывӑр тата уйрӑмах йывӑр преступленисене уҫса парассипе вара кӑтартусем тата пысӑкрах. Ҫӗршывра ку енӗпе 10-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Сӑмах май, республикӑра кунашкал преступленисен шучӗ чакнӑ.
Полицейскисем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал преступленисен йышӗ ӳсмелле. Вӗсен шухӑшӗпе, экономика преступленийӗсене тӑвакансем нумайланӗҫ. Халех курӑнать ҫакӑ. Чӑваш Енре финанс пирамидисем ытларах тупӑнаҫҫӗ. 2014 ҫулта вӗсем 4 пулнӑ тӑк, пӗлтӗр — 27.
Экстремизм енӗпе те преступленисем ӳсме пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа полицейскисен сыхӑ тӑмалла.
Республикӑра паян РФ ШӖМӗ ҫулсерен ирттерекен «Студент десанчӗ» акци старт илнӗ. Ҫамрӑсем хӑйсене кинолог вырӑнӗнче туйса курӗҫ, ҪҪХПИ ӗҫченӗсемпе участковӑйсене пулӑшӗҫ. Малтанах студентсем криминалистсен вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллашнӑ.
Студентсем дактилоскопи ирттернине хӑйсем курнӑ. Пӳрне йӗрӗсем преступление уҫса пама пулӑшаҫҫӗ. Студентсене ӑна мӗнле тумаллине кӑтартнӑ.
Ҫамрӑксем суя укҫа палӑртмалли ӗҫпе те паллашнӑ. Лабораторире экспертсем акциз маркисене те тӗпчеҫҫӗ. Криминалистсен ӗҫӗ чӑнах та кӑсӑклӑ пек туйӑннӑ студентсене.
«Студентсен десанчӗ» акци вӗҫленмен-ха. Ыран ҫамрӑсем кинологсем патне кайӗҫ. Эрнекун вара рейдсене хутшӑнӗҫ.
Чӑваш Енре уйрӑмах хӑрушӑ преступлени тунӑ ҫынна шыраҫҫӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
Полици шыракан арҫын 180 сантиметр ҫӳллӗш, хӑй 30-35 ҫулсенчи пек курӑнать, ҫӳҫӗ ҫырӑ, кӗске. Вӑл хура куртка, тӗттӗм кӑвак джинс шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ. Калпак тӑхӑнман.
ЧР ШӖМӗ ҫак арҫын мӗнле преступлени пирки тӗплӗн пӗлтермен. Ӑна куракансене, ун пирки пӗлекенсене полицие 24-13-39 е 020 (кӗсье телефонӗ) номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарти пӗр аптека ӗҫченӗ суя укҫа пама хӑтланнӑ преступника тытса чарма пулӑшнӑ. Ҫакӑншӑн ӑна ШӖМ тав тунӑ.
Ҫамрӑк арҫын аптекӑра пилӗк пинлӗх суя укҫапа тӳлеме хӑтланнӑ. Провизор ӑна детектор ҫинче тӗплӗн тӗрӗсленӗ, унтан лупӑпа пӑхнӑ. Укҫа суя пулнине асӑрхасан вӑл полицейскисене чӗнмелли пускӑча вӑрттӑн пуснӑ. Анчах арҫын теме сиссе тарма ӗлкӗрнӗ.
Хулари пӗр камерӑсенчен пӗри преступникӑн урапин номерне ӳкерсе юлнӑ. Унтан полицейскисем ҫав урапа ӑҫталла ҫул тытнине йӗрленӗ, ытти регион йӗрке хуралҫисене асӑрхаттарнӑ. Ҫамрӑк арҫынна Новосибирск хулинче тытса чарнӑ. Ушкӑнри ҫамрӑксенчен 5 пинлӗх 100 ытла суя укҫа туртса илнӗ.
Кун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех суда ярса парӗҫ. Преступниксене тытса чарма пулӑшнӑ Татьяна Никифоровӑна вара полици полковникӗ Сергей Павлов тав туса парнепе тата чечек ҫыххипе чысланӑ. Хӗрарӑм полицейскисене пӗрремӗш хут мар пулӑшать-мӗн. Вӑл тата аптекӑри хуралҫӑ пулӑшнипе малтан та суя укҫапа тӳлеме тӑнӑ ҫынна тытса чарнӑ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан Сергей Надеждин ятлӑ ҫын кӗрхи пӗр кун йӗрке хуралҫисемпе чӗрре кӗнӗ. Вӗсене вӑл пӗрин хыҫҫӑн теприне ҫӗре ҫапа-ҫапа антарнӑ.
Йӗрке хуралҫипе мар, ахаль ҫынпа тытӑҫсан та пуҫран шӑлмаҫҫӗ те, кӗҫех хайхи этеме суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫине алӑ ҫӗкленӗ этем пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарса 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Хулиганла пӗчӗк ӗҫ тӑвать тесе ҫав ҫын пирки Шупашкар районӗнчи шалти ӗҫсен пайне телефонпа пӗлтернӗ. Вырӑна йӗрке хуралҫисем пырса ҫитнӗ. Ҫавсене курсан ӳсӗр арҫын лӑпланма мар, хирӗҫме пуҫланӑ. Малтан вӑл арҫын-йӗрке хуралҫине питӗнчен чышкӑпа ҫапса панӑ, кайран ӑна урайне персе антарнӑ та хӑлхинчен ҫыртнӑ. Кайран хӗрарӑм-полицейские урайне персе антарнӑ. Ӑна вӑл хулпуҫҫинчен тата хӑлхаран туртма тытӑннӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫ саккунлӑ вӑя кӗни пирки республика прокуратури пӗлтерет.
Паян Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Семенов ӗҫрен каяссине пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ хыпарпа вӑл хӑйӗн ӗҫтешӗсене видеоконференци мелӗпе территори подразделенисемпе ирттернӗ канашлура каланӑ.
Маларах Сергей Семенов министра Чӑваш Ен умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тесе орден медалӗпе чысланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ун пек наградӑна ҫын ӗҫрен каяс умӗн е кайнипе пӗрле панине кура (ҫак шухӑша сӑнавҫӑсем палӑртаҫҫӗ) ШӖМ пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнне ылмаштарасси пирки тавҫӑрма пулатчӗ.
Челепи облаҫӗнчен килнӗ Сергей Семенов ӑҫта каясси пирки хальлӗхе паллӑ мар. Ӑна тӑван тӑрӑхӗнче пысӑк та сумлӑ вырӑн кӗтет текен сас-хура та ҫӳрет. Кӗпӗрнаттӑр ҫывӑхӗнчи пуканах вӑл йышӑнма пултарать имӗш. Анчах ку хыпар тӗрӗссипе тӗрӗс маррине вӑхӑт кӑтартса парӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министрне Сергей Семенова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Челепи облаҫӗнчен Чӑваша министр пулса куҫса килнӗ йӗрке хуралҫи «саккунлӑха тата право йӗркине ҫирӗплетме пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн» тивӗҫнӗ. Патшалӑх наградине парасси ҫинчен Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӑларнӑ Хушура шӑпах ҫав самантсене палӑртнӑ та.
Сергей Семенов пирӗн тӑрӑхра министр пулса тӑватӑ ҫул ҫурӑна яхӑн тӑрӑшать. Кунта киличчен вӑл Челепи тӑрӑхӗнче шалти ӗҫсен хулари управленийӗнче пуҫлӑх ҫумӗнче тӑрӑшнӑ.
«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне, сӑмах май, Чӑваш Ен прокурорӗ пулнӑ Владимир Метелин (2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче) тата Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов (2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнче) тивӗҫнӗччӗ.
Шупашкарта полицейскисем хӗре ҫапса кайнӑ водителе шыраҫҫӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак водитель 17 ҫулти хӗре ҫапса хӑварнӑ.
Ку пӑтӑрмах юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 21-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче 18 сехет те 40 минутра пулнӑ. Ун чухне 17 ҫулти хӗр ятарлӑ вырӑнпа ҫул урлӑ каҫнӑ. Урапа Гагарин урамӗ енчен Карл Маркс урамӗ еннелле пынӑ.
Водитель хӗре ҫапса хӑварнӑ хыҫҫӑн вырӑнтан тарнӑ. Хӗр тӳрех пульницӑна кайман. Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче кӑна вӑл тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Халӗ полици ҫак пӑтӑрмаха курнӑ ҫынсене шырать. Курнисене 24-27-98, 002, 24-07-70 номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Анонимлӑх пирки шантарсах калаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |