Шупашкарти ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем апат-ҫимӗҫ янтӑлас ӑсталӑхне аталантарӗҫ. Вӗсем регионсен хушшинче иртекен «Хӑнасене хапӑл Чӑваш Ен» кулинари искусствин фестивальне хутшӑнӗҫ. Ӑна Шупашкарта утӑ уйӑхӗн 26-27-мӗшӗсенче йӗркелӗҫ. Кулинари уявӗн официаллӑ пайӗ утӑн 27-мӗшӗнче 14 сехетре Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче уҫӑлӗ.
Конкурса 20 шӑпӑрлан хутшӑнӗ. Вӗсемпе пӗрле педагогсем, республикӑри кулинари искусствин ӑстисем пулӗҫ. Пурте пӗрле 43-44 метр тӑршшӗ бутерброд хатӗрлеҫ. Ӑшӗнче джем тата ҫырласем пулӗҫ.
Бутербродпа кайран пурне те сӑйлӗҫ. Ӑна тутанса курас килсен фестивале ҫитме ан ӳркенӗр.
Шупакшарти пӗр пасарта рейд ирттернӗ вӑхӑтра йӗрке хуралҫисене пӗр сутуҫӑ патӗнче рюкзак сисчӗвлентернӗ. Унта кантӑр ҫулҫине ӳкернӗ. Ҫавӑнпа йӗрке хуралҫисем сутуҫӑ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Кунашкал рюкзакпа сутӑ туни хӗрарӑма суд сакки ҫине илсе ҫитернӗ. Суд ларӑвӗнче вӑл тӳрре тухма хӑтланнӑ: кантӑр ҫулҫине рекламӑламан, шкула ҫӳремелли рюкзаксене курттӑмӑн туяннӑ, ҫавӑнпа ҫулҫӑсене тимлесе сӑнаман имӗш. Сутуҫӑ кантӑр ҫулҫи мӗнле пулнине те пӗлмест-мӗн.
Анчах хӗрарӑмӑн тӳрре тухма май килмен. Суд вӑл айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Ӑна штраф тӳлеттермелле тунӑ, рюкзака туртса илнӗ.
Ҫак кунсенче Шупашкарта «Туризм мисне» палӑртнӑ. Конкурса ҫӗршыври тӗрлӗ кӗтесри 28 пике хутшӑннӑ. Тамбовран, Барнаултан, Тобольскран, Пермьрен, Чӗмпӗртен, Владивостокран тата ытти тӑрӑхран килсе ҫитнӗ. ӗЧӑваш Ен чысне виҫ хӗр хӳтӗленӗ: Екатерина Орендеева, Юлия Денисова тата Диана Михайлова.
«Бикини мисӗ» номинацире Волгоградри Виолетта Милованова мала тухнӑ, «Интеллект мисӗ» Астраханьти Татьяна Милютина пулнӑ. Димитровградри Алена Сидорова – «Пултарулӑх мисӗ». Барнаулти Мирослава Квашнина «Чи лайӑх наци костюмӗ» номинацире мала тухнӑ.
Екатеринбургри Анастасия Каунова иккӗмӗш вице-мисс ятне тивӗҫнӗ. Волгоградри Виолетта Милованова пӗрремӗш вице-мисс ятне илнӗ. Илемпе пултарулӑх конкурсӗнче Тутарстанри Камилла Хусаиновӑна ҫитекенни пулман. Вӑл – «Туризм мисӗ».
Мотоблок ҫине утӑ тиенӗ водитель инҫе каяйман – ӑна ҫул-йӗр ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Пакунлисем ӑна утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнче чарма ыйтнӑ. Водителе административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Мотоблоксен ҫулпа ҫӳреме юраманнине пӗлнӗ-ши вӑл? Руль умӗнчи арҫын ашшӗ-амӑшне пулӑшма шухӑшланӑ-мӗн. Лешсем хулара ҫуртра пурӑнаҫҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх тытаҫҫӗ. Утӑ турттармалли урӑх транспорт ҫук-мӗн.
Патшалӑх автоинспекцийӗ асӑрхаттарнине шута илӗр: мотоблок пурте усӑ куракан ҫулпа ҫӳремелли транспорт мар. Ял хуҫалӑхӗнче усӑ курмаллискер транспорт шутланмасть.
Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм пакунлипе ҫапӑҫма пуҫланӑ. Аллине ирӗке янӑскер Росгвардин ӗҫченӗн питне чавса илнӗ.
Пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарти кафесенчен пӗринче пулса иртнӗ. «Киккирикне самай хӗртнӗ» хӗрарӑм унта хӑйне килӗшӳсӗр тытнӑ. Ҫавна кафере канакансем вӑрах пӑхса ларма килӗшмен — йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ.
Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пакунлисем вырӑна пырса кӗрсен те лӑпланас вырӑнне тулашнӑ хайхискер. Ведомствӑлла мар хуралта ӗҫлекен ӗҫченсенчен пӗрин питне чавса илнӗ вӑл. Чарусӑр хӗрарӑма ҫапах та пакнулисем чарнӑ. Пуҫтахланнӑскере шалти ӗҫсен пайне лартса кайнӑ.
Влаҫ представительне хирӗҫ тӑнӑ тесе хӗрарӑма халӗ 30 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
«Чӑвашавтотранс» пассажирсене илсе ҫӳреме пӑрахни пирки, Шупашкар хула администрацийӗ ҫӗнӗ перевозчиксем шырани ҫинчен сайтра хыпарланӑччӗ. Халӗ вӑхӑтлӑха маршруткӑсем ҫула тухнӑ.
Аса илтерер: предприяти хулари 16 маршрутпа илсе ҫӳреме пӑрахнӑ. «Чӑвашавтотранс» йывӑр лару-тӑрура. Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пысӑк предприятие панкрута тухни пирки пӗлтерме пултараҫҫӗ. «Чӑвашавтотранс» Шупашкарта 2, 3, 7, 10, 12, 14, 16, 18, 19, 20, 21, 22, 24, 26 тата 204-мӗш маршрутсемпе пассажирсене илсе ҫӳренӗ. Вӗсем вырӑнне вӑхӑтлӑха килнӗ перевозчиксем чӳкӗн 30-мӗшӗччен ӗҫлӗҫ. Кайран конкурс иртӗ.
Паян ирхине хула администрацийӗн сайтӗнче 5, 7, 12, 14, 16 тата 18-мӗш маршрутсем валли перевозчик шырани пирки хыпар тухнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, канмалли кун, Шупашкарти Элмень урамӗнче вырнаҫнӑ 204-мӗш ача пахчинче ӗҫленӗ хуралҫа полици ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Хайхискер ӗҫ вырӑнӗнче эрех ӗҫнӗ.
Микрорайонта пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, хуралҫӑ спирт шӗвекне пӗччен мар, темӗнле хӗрарӑмпа ӑша янӑ. Вӑл ача пахчинче ҫав кун хуралта тӑнӑ. Ӗҫ вырӑнне вӑл ҫав хӗрарӑма илсе пынӑ.
Ача пахчин администрацийӗ хуралҫа ӗҫрен кӑларасшӑн. «Саккунпа килӗшӳллӗн, ҫав ӗҫчене ӗҫ вырӑнӗнчен кайма хушнӑ, кайран йӗркене сӗмсӗррӗн пӑснӑшӑн ӑна ӗҫрен кӑларӑпӑр», - тенӗ ача пахчин заведующийӗ Ольга Ижетникова.
Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Ольга Ухсайпа тӗл пулу иртнӗ. Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫывӑх вӑхӑтра О. Ухсай хӑйӗн юбилейне паллӑ тӑвӗ. Вулавӑшри курнӑҫу ҫавна халланӑскер пулнӑ. Унта О. Ухсайӑн тусӗсем, ентешӗсем, культура, ӳнер ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсем, журналистсем пухӑннӑ.
Ольга Яковлевна — Чӑваш халӑх поэчӗн Яков Ухсайӑн тата паллӑ прозаикпа драматургӑн Мария Ухсайӑн хӗрӗ. Ашшӗ-амӑшӗн эткерлӗхне упраса хӑварас тесе вӑл Квславкка районӗнчи Карачра Яковпа Мария Ухсайсен музейне, Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Слакпуҫӗнче Яков Ухсайӑн музей-ҫуртне уҫнӑ, Ухсайсен Шупашкарти хваттерӗнче ӗҫ пӳлӗмӗсене упраса хӑварнӑ, Ухсайсен ӗҫӗсене пичетленӗ.
Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттермелли мероприятисем валли федераци хыснинчен 429,9 млн тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫакӑн пирки ҫак Чӑваш Енӗн Правительствин ҫуртӗнче иртнӗ канашлура асӑнса хӑварнӑ. Шупашкара йӗркеленӗренпе 550 ҫул, Чӑваш автономине — 100 ҫул ҫитнине уявлассине утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртнӗ хатӗрленӳ комиссийӗн ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ.
Автономин пӗр ӗмӗрхине ирттерме уйӑракан укҫана виҫӗ ҫулта пӗр пекшер виҫепе — кӑҫалтан пуҫласа 2020 ҫулччен 143,3-шер миллион тенкӗшер — уйӑрӗҫ. Ҫакна РФ Культура министерствипе килӗшӳ тусах палӑртнӑ.
Шупашкарӑн 550 ҫулхине уявлама вара Мускавран укҫа уйӑрассине хутпа палӑртман. Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, нухрата федерацин тӗллевлӗ программисене хутшӑнса илмелле. Ҫапла майпа 7,7 миллион тенкӗ укҫа илессе шанаҫҫӗ.
Ҫак канмалли кунсенче Шупашкарта хӑйне евӗр спорт ӑмӑртӑвӗ ирттерме палӑртнӑ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче тӗп хулана парӑс спортне кӑмӑллакансем пухӑнӗҫ.
Тупӑшу савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура шӑматкун, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 10 сехетре уҫӑлӗ. Ӑмӑрту 11 сехетре пуҫланӗ.
Тупӑшура крейсер яхтин 3 класӗнче наградӑсем выляттарӗҫ: «Четвертьтонник», «Картер-30», «ОRС». Ӑмӑрту Атӑл леш енчи «Солнышко» (чӑв. «Хӗвел») турбаза районӗнче иртӗ. Унтан яхтӑсем Шупашкарти тӗп пляж еннелле килӗҫ. Кун хыҫҫӑн каялла, финиша, ҫул тытӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |