«АвтоВАС» предприяти автовокзалсемпе тата пассажирсене турттарассипе ӗҫлеме пӑрахӗ. Ҫакӑн пирки компани сайтӗнче пӗлтернӗ. Ҫапла йышӑнӑва акционер обществин директорсен канашӗ йышӑннӑ иккен.
«АвтоВАС» халӗ автовокзал пулӑшӑвӗ кӳме килӗшекене шырать. Ӑна вӑл автовокзалсене арендӑна парӗ. Хӑйӗн харпӑрлӑхӗнчи хӑш-пӗр пурлӑха сутас кӑмӑллине те пӗлтернӗ.
«АвтоВАС» акционерсен обществин икӗ автовокзал тата Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере, Улатӑрта, Етӗрнере, Сӗнтӗрвӑрринче тата ытти хӑш-пӗр район центрӗнче и 17 диспетчерпа касса пункчӗ пур. 2019 ҫулта «АвтоВАС» Куславккари тата Пӑрачкаври ҫав пунктсене хупнӑ.
Паян 10 сехетре Шупашкарти 20-мӗш шкулта вӗренекенсене эвакуациленӗ. Вырӑна пушарнӑйсем, васкавлӑ медпулӑшу, полици, Росгварди ҫитнӗ.
Иртен-ҫӳрене те ҫывӑха пыртарман, Хусанкай урамӗнчи тротуарпа иртме ыйтнӑ.
Сӑмах май, ку уйӑхра шкулсенче виҫӗ эвакуаци пулнӑ. Унччен 5-мӗш гимназин «А» корпусӗнче тата 17-мӗш шкулта ачасене эвакуациленӗ.
Мускав облаҫӗнче пурӑнакан арҫын пӗлтӗр раштав уйӑхӗ вӗҫӗнче Шупашкара тусӗсем патне килнӗ. Хайхискер Иван Яковлев проспектӗнче вырнаҫнӑ суту-илӳ центрӗнче ҫӳренӗ чухне пӗр пушмака куҫ хывнӑ та ӑна тӑхӑнса тухса кайнӑ.
Ҫӗнӗ пушмак вырӑнне арҫын хӑйӗнне киввине лартса хӑварнӑ. Лавка ӗҫченӗсем кивӗскере икӗ эрнерен ҫеҫ асӑрханӑ. Вӗсем кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Видеокамерӑсене пӑхса ҫак ӗҫе кам тунине палӑртнӑ. Тытса чарнӑ чухне арҫын вӑрланӑ пушмакпа пулнӑ. Халӗ вӑл унашкал ытти преступление тунипе туманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шупашкарти Коммуналлӑ Слобода урамӗнче пӗр машина ҫул урлӑ чипер качакан хӗрачана пырса ҫапнӑ.
«Ҫыхӑнура» форумри видеора ачана ытти машина чиперех каҫарса яни аван курӑнать. Пӗр водитель вара, «Форд Фокус», «Веста» автомобиль чарӑннине те пӑхмасть, малалла ыткӑнать.
Машина пырса ҫапсан ача хӑех тӑрать-ха. Анчах вӑл уксахлать тата унӑн хӑрах пушмакӗ хывӑнса ӳкнӗ.
Ачана ҫапса кайнине сиссен «Форд Фокус» сӗмсӗррӗн иртсе каймасть — чарӑнса ларать. Автомобильтен хӗрарӑмпа арҫын сиксе тухаҫҫӗ, ача патне васкаса пыраҫҫӗ.
Паян Чӑваш Ен Правительствинче ҫӗнӗ ҫын ӗҫе кӳлӗннӗ. Вице-премьер тивӗҫне пурнӑҫлама 46 ҫулти Павел Данилова шаннӑ. Вӑл Строймин, Транспорт министерствин тата Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗн ӗҫне йӗркелесе пырӗ.
Юлашки ҫулсенче вӑл «Раҫҫей Стройминӗн проект дирекцийӗ» автономи учрежденине ертсе пынӑ. Мускавран килнӗ пулин те Павел Данилов Чӑваш Еншӗн ют ҫын мар. Вӑл кунта ҫуралнӑ, 2000-мӗш ҫулсенче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Анатолий Емельяновӑн финанспа экономика енӗпе ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.
Павел Данилов Плеханов ячӗллӗ Раҫҫей экономика академийӗнче вӗреннӗ. Ӗҫ биографине банк тытӑмӗнче пуҫӑннӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн пулӑшуҫи те пулнӑ, коммерци тытӑмӗнче тимленӗ.
Ҫакна палӑртар: Павел Даниловӑн ашшӗ Владимир Данилов (вӑл пӗлтӗр вилнӗ) Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ – вӗренӳ министрӗ пулнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 43 ҫулти арҫын килте ларсах укҫа ӗҫлесе илес тенӗ те ҫур миллионсӑр тӑрса юлнӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вӑл полицие пырса пӑтӑрмахӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравласа килте ларсах ӗҫлесе илме сӗннӗ-мӗн. Анчах малтан укҫа тӳлесе хумалла имӗш.
Тупӑш нумай тума пулать тени арҫынна илӗртнӗ. Ҫавӑнпа вӑл пӗр шухӑшламасӑрах темиҫе кун ҫав ҫын каланӑ счет ҫине укҫа куҫарса тӑнӑ. Пӗр кунхине хайхискер тупӑш хӑҫан пулассипе кӑсӑкланнӑ. Кун хыҫҫӑн укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ ҫыннӑн шӑрши-марши те юлман, пач ҫухалнӑ. Унччен вӑл ҫур миллион тенкӗ куҫарса ӗлкӗрнӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкар хула ертӳҫисем пассажирсене турттаракансен танлаштарӑмне хатӗрлесшӗн. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков паян Фейсбукра пӗлтернӗ.
Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, пассажирсене турттаракансем епле ӗҫлени пирки хула ҫыннисем пӑшӑрханса пӗлтернине ертӳҫӗсем йӑлтах курса-пӗлсе тӑраҫҫӗ. Хӑш-пӗр маршрутпа ҫӳрекен транспорт 50 минут таран кӗттерни те пулать иккен.
Иртнӗ эрнере 15, 26, 30, 32, 33, 35, 41, 42, 45-мӗш автобуссен тата 3, 10, 15, 17, 22-мӗш номерлӗ троллейбуссен ӗҫӗнче кӑлтӑксем тупса палӑртнӑ.
«Пирӗн тивӗҫӗмӗр — пахалӑхлӑ общество транспорчӗпе тивӗҫтересси. Ку енӗпе кӑлтӑк пуррине кура ҫитменлӗхе ҫывӑх вӑхӑтра пӗтерӗпӗр», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Алексей Ладыков.
2021 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче, илемлӗ кунра – 21.01.2021 – республикӑра 44 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ. Ҫак кун кӗҫнерникуна лекни те пӗлтерӗшлӗ пулман.
Юстици ӗҫӗсемпе ӗҫлекен патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫнерникун Чӑваш Енре 44 ҫемье чӑмӑртаннӑ. Шупашкарти Мускав районӗнче 8 мӑшӑр пӗрлешнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта – 6 мӑшӑр, Шупашкарти Ленин районӗнче тата Ҫӗрпӳ районӗнче – 5-шер мӑшӑр хут уйӑрттарнӑ. Шупашкарти Калинин районӗнче 4 мӑшӑр ЗАГСа утнӑ.
Чӑваш Енре чирлисене пульницӑна кӑҫал та вертолетпа илсе кайӗҫ. Пӗлтӗр вертолета пирӗн республикӑпа Мари Эл пӗрле арендӑна илнӗччӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, санитари авиацийӗ валли пирӗн республика 25 миллион тенкӗ тӑкакланӑ, маларах эпир асӑннӑ кӳршӗллӗ регион — 15 миллион. Вертолет пӗр сехет вӗҫнӗшӗн 231 пин те 066 тенкӗ тухса кайнӑ.
Пӗлтӗр вертолетпа 52 пациента пульницӑна илсе кайнӑ. Кӑҫал санавиаципе 53 хутчен усӑ курӗҫ. Кӑҫал вертолет валли тата тепӗр икӗ лапам тӑвӗҫ: Ҫӗмӗрлере тата Канашра. Пӗлтӗр Шупашкарта тата Улатӑрта тунӑ.
Шупашкартан кӑҫал ҫӗнӗ авиарейссем уҫасшӑннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Росавиаци патшалӑх субсидилекен авиамаршрутсен списокне пичетленӗччӗ. 266 маршрут шутӗнче Шупашкартан ытти хулана каякан 4 авиарейс та пурччӗ. Вӑл хуласем ҫаксем: Краснодар, Екатеринбург, Минеральные Воды тата Ҫӗнӗ Уренгой.
Шупашкарти аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, «ИрАэро» авиакомпани йӗркелекен ҫӗнӗ рейссем валли вӑхӑт малтанласа палӑртнӑ ӗнтӗ.
Патшалӑх субсидилекен программӑна Краснодар, Минеральные Воды тата Ҫӗнӗ Уренгой хулисем кӗнӗ.
Самолетсем пуш уйӑхн 3-мӗшӗнче вӗҫме тытӑнмалла. Ҫӗнӗ Уренгойран Шупашкара юнкунсерен 11 сехет те 20 минутра ҫитмелле, Минеральные Воды хулана 12 сехет те 20 минтура кунтан вӗҫсе кайса унта 17 сехет те 20 минутра ҫитмелле, Краснодара 18 сехет те 20 минутра вӗҫсе каймалла.
Кӗҫнерникунсерен Краснодартан 8 сехет те 40 минутра Шупашкара вӗҫсе каймалла, Ҫӗнӗ Уренгоя пирӗн патран кӗҫнерникунсерен 9 сехет те 40 имнутра хускалмалла.
Пассадирсене 103 пассажир вырӑнӗлӗх «Сухой Суперджет 100» самолет турттарӗ. Билетсене ҫывӑх вӑхӑтра сутма пуҫлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |