Раштавӑн 17-мӗшӗнче Тутарстанри халӑхсен пӗрлехи туслӑхӗн ҫуртӗнче (Островский урамӗ, 23 ҫурт) К.В. Иванов ҫырнӑ «Нарспи» поэма пичетленсе тухнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа ӑслӑлӑхпа пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Мероприяти 16 сехетра пуҫланать. Ӑна Тутарстанри чӑваш халӑхпа култура автономийӗ йӗркелет. Пултарулӑх каҫӗнче поэмӑн тутарла куҫарӑвӗн презентацийӗ иртӗ. Куҫараканӗ — Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Ренат Харис.
Ҫавӑн пекех ытти хуласенче те ун йышши мероприятисем иртеҫҫӗ. Ак, кӗҫех (раштавӑн 13-мӗшӗнче) Чулхулара «Нарспи» пичетленсе тухнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ятарлӑ каҫ иртӗ. Вӑл 13 сехетре пуҫланӗ.
Раштавӑн 10-мӗшӗнче Чулхулара Чулхула Енӗн чӑвашӗсен пӗрлӗхне йӗркеленӗ майпа мероприяти иртрӗ. Мероприятире Михаил Григорьевич Григорьев 90 ҫул тултарнине чысларӗҫ. М.Г. Григорьев — профессор, медицина ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, Чӑваш Енре ҫуралнӑ. Меропритин иккӗмӗш пайӗнче М. Григорьев вӗренекенӗсем шутласа кӑларнӑ медицинӑри «Ҫемьери реабилитаци» ҫӗнӗ направленипе паллаштарчӗҫ.
Мероприяти концертпа вӗҫленчӗ: сӑвӑсем вуларӗҫ, Етӗрне районӗнчи «Мерчен» ансамбль, Иван Христофоров тата ыттисем юрӑ юрларӗҫ.
Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрне Сергей Неяскина республика умӗнчи «тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» Михаил Игнатьев Элтепер орден медалӗпе наградӑлама йышӑннӑ. 58-мӗш номерлӗ паянхи хушӑва Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Аса илтерер, полицин генерал-майорӗ Сергей Неяскин пирӗн республикӑна куҫиччен Сарӑту облаҫӗнче ШӖМре тӑрӑшнӑ. Сергей Неяскин Мӑкшӑ Республикинче 1959 ҫулта ҫуралнӑ. Вырӑнти патшалӑх педагогика институтӗнче, каярах Раҫҫей ШӖМӗн Чулхулари аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Унтан вӑл ҫӗрте шалти ӗҫсен тытӑмӗнче ӗҫленӗ.
Ҫакна та аса илтерер: Чӑваш Енӗн ШӖМӗн унчченхи министрне Сергей Семенова та Чӑваш Ен умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн орден медалӗпе чысланӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |