Улатӑр хула администрацийӗнче кадрсемпе ҫыхӑннӑ йышӑнусемпе «ПравдаПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат паллаштарнӑ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче ҫавна «пенсионерсен реваншӗ» тесе хакланӑ-мӗн. Культура пайӗн пуҫлӑхӗ пулма Ирина Благовидовӑна лартнӑ. Вӑл унччен муниципалитетӑн вулавӑш тытӑмне ертсе пынӑ. Вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗнче халӗ — ҫул-йӗр инспекцийӗн офицерӗ пулнӑ Юрий Чернышев.
Благовидовӑна «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин фракцийӗн ертӳҫинчен унччен статьяпах кӑларса янӑ иккен. «ПравдаПФО» шухӑшланӑ тӑрӑх, Ирина Благовидовӑна ӗҫрен кӑларнине влаҫ партийӗ каҫарман. Юрий Боголюбов сити-менеджера отставкӑна ӑсатнӑ, Благовидовӑна пысӑкрах вырӑн шанса панӑ.
Ирина Благовидова 63 ҫулта иккен. Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Семенов ӗнентернӗ тӑрӑх, ӑна ӗҫе илессишӗн культура пайӗн пуҫлӑхне Владимирова ӗҫрен хӑтарнӑ. Степанова хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма лартнӑ хыҫҫӑн ҫавӑн пек япаласем пулса иртеҫҫӗ имӗш.
Чӑваш Енри нумай хваттерлӗ ҫуртсен тӗплӗ юсав фончӗн тӗп директорӗ пулнӑ Олимпиада Епифановӑна должноҫран кӑларнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнчен асӑннӑ фонда ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑнчӗ. Ку должноҫе Вячеслав Долгов йышӑннӑччӗ. Ӗҫ килӗшӗвӗ тӑрӑх вӑл ку тивӗҫе 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗччен пурнӑҫлӗ.
Олимпиада Епифанова валли хаьӗ Шупашкар хула администрацийӗнче ҫемҫе пукан тупӑннӑ. Ӑна капиталлӑ строительство управленийӗн ертӳҫи пулма шаннӑ. Ҫӗнӗ ертӳҫӗпе хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Ладыков ҫак эрнере Шупашкарти тӳре-шарапа ирттернӗ канашлура паллаштарнӑ, Олимпиада Епифанова мӗншӗн яваплине палӑртса хӑварнӑ.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат Чӑваш Ен Элтеперӗ пулма пултаракан тата тепӗр кандидат ятне асӑннӑ. Ку ҫын — Александр Шадриков.
Маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫ тӗшмӗртекен кандидат хальхи вӑхӑтра Тутарстанра ӗҫлет. Вӑл унта — экологи министрӗ.
Александр Шадриков кандидатурине Михаил Игнатьев Элтепер те ырлать-мӗн. Ҫавӑн пек шухӑшлама темиҫе сӑлтав пур теҫҫӗ. 42 ҫулти Александр Валерьевич — Тутартстанри Ҫӗпрел районӗнче ҫуралнӑ чӑваш. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗпе Николай Угасловпа ҫывӑх. Чӑваш Енри элитӑпа ҫывӑх хутшӑнусем вӑл йӗркеленӗ те ӗнтӗ.
Юлашки ҫулсенче Александр Шадриков япӑх мар карьера тунӑ. 2018 ҫулта ӑна Тутарстанӑн экологи тата ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗ пулма шаннӑ.
Михаил Игнатьевӑн хуралҫи пулнӑ ҫын Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗнче ӗҫсен управляющийӗ пулса тӑнӑ. Ҫак хыпар «Ҫыхӑнура» форумра паян пӗлтернӗ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, Владислав Аркадьевич Кротова ҫав должноҫе шанса пани ҫинчен калакан хушӑва
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пичетлемен. Анчах ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн тытӑмӗнче Кротов ячӗ пур.
Владислав Кротов Михаил Игнатьевӑн хуралҫи пулса темиҫе ҫул тӑрӑшнӑ. 2016 ҫул вӗҫӗнче ӑна Элтепер Администрацийӗн ертӳҫин ҫумӗ пулма шаннӑ. 2018 ҫулхи кӑрлачра Кротова сирме тивнӗ имӗш, пукана унччен республикӑн вӗренӳ министрӗ пулнӑ Юрий Исаева панӑ. Ҫапла вара Владислав Кротов Кротов Михаил Игнатьев пулӑшуҫи пулса тӑнӑ та хальченех ҫав енӗпе тимленӗ.
Шупашкарта тӳре-шара тата полицейскисем саккуна пӑсса суту тӑвакан вырӑнсене тӗрӗсленӗ. Кунашкаллисем Ленин проспектӗнчи 47-мӗш ҫурт умӗнче пуррине тупса палӑртнӑ. Унта сутма тухса тӑнӑ ҫынсен суту тума документсем те, сертификат та пулман.
Йӗркене пӑснӑ ҫынсен тӗлӗшпе протоколсем ҫырнӑ. Вӗсене районти административлӑ комиссие пӑхса тухма панӑ.
Палӑртмалла: кунашкал административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн граждансене 1-2 пин тенкӗ, должноҫри ҫынсене 3-7 пин тенкӗ, юридици сӑпачӗсене 30-50 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.
Абакан хулин мэрӗ Николай Булакин ҫул ҫинчи инкекре вилнӗ. Хакас Республикин тӗп хулин пуҫлӑхӗ сарӑмсӑр вилӗмпе куҫ хупнине ТАСС информаци агентствине Хакас Республикин правительствин пресс-службинче ҫирӗплетнӗ.
Пӑтӑрмах Красноярск крайӗнчи Топольки ялӗ тӗлӗнче пулнӑ. Николай Булакин тытса пыракан «Ford» автомобиль Р-257 «Енисей» трассӑпа пынӑ чух ҫул айккине чӑмнӑ, йывӑҫа пырса тӑрӑннӑ. Ҫакӑн пек малтанласа пӗлтернӗ ҫул-йӗр инспекторӗсем. Инкекре вырӑнтах вилнӗ мэр.
Булакин 1952 ҫулхи раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Томскра ҫуралнӑ. Мускаври патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Мускав облаҫӗнчи конструктор бюровӗнче инженерта ӗҫленӗ. Мускаври авиаципе технологи институтӗнче аспирантурӑра вӗреннӗ. Техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Красноярскри политехника институчӗн Абаканти филиалӗнче ӗҫленӗ. 1995 ҫулта ӑна Абакан мэрӗ пулма суйланӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакансен пӗр ушкӑнӗ ют ҫӗр ҫине кӗрсе кайнине ӑнланма ыйтасшӑн. Тӗлӗнмелле ыйтупа вӗсем Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев патне ҫитнӗ.
Кӳкеҫри Спорт, Хӗвелаланӑҫ, Ҫӑлтӑр, Ҫамрӑксен, Туслӑх урамӗсенче пурӑнакансем чикӗрен тухса кайса хуралтӑсем хӑпартса лартнӑ. Хӑйсен мар ҫӗр ҫине кӗрсе кайнӑшӑн халӗ вӗсен штраф тӳлеме тивет.
Александр Андреев депутат ҫынсем ыйтнипе вырӑна тӳре-шарана йыхравланӑ. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, маларах асӑннӑ урамра пурӑнакансемпе тӗл пулса калаҫма район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Димитриев хӑй ҫитнӗ, Кӳкеҫ поселок администрацийӗнче ӗҫлекенсем пулнӑ.
Тӗл пулура чикке куҫарас, ҫынсен хуралтисене саккунлӑ тесе йышӑнас ыйтӑва тишкернӗ.
Улан-Удэн тата Бурят Республикин митрополичӗ Савватий тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче хурлӑхлӑ хыпар пӗлтернӗ. Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче унӑн ашшӗ, Геннадий протоирей, пурнӑҫран уйрӑлнӑ иккен. Виличчен вӑл ывӑлӗпе курнӑҫса ӗлкӗрнӗ.
«Эп ун патне пырса ҫитнӗ хыҫҫӑн тепрер сехетрен пурнӑҫран уйрӑлчӗ. Уншӑн кӗл тунисене пурне те тав тӑватӑп», — тесе ҫырнӑ Бурят Республикин митрополийӗн ертӳҫи.
Ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн темиҫе сехетрен пачӑшкӑ ашшӗне амӑшӗпе юнашар пытараймассине пӗлнӗ.
Савватий амӑшӗн вил тӑприпе юнашар пӗр вырӑн пур иккен. Анчах унта ашшӗне пытарас тесен хайхисем арӑмӗпе упӑшки пулнине хутпа ӗнентермелле. Пытарас енӗпе ӗҫлекен тӳре-шара Чӑваш Енре саккун ҫаплине пӗлтернӗ.
1951 ҫулхи мӑшӑрлану хутне ӑҫтан тупмалла-ши тесе пӑшӑрханать митрополит. Ӑна архива ыйтса ҫырма сӗннӗ иккен.
Хупнӑ ҫӑва ҫине пытарас тесен ҫӗршывӗпех ҫавӑн пӑтӑрмахлӑ иккен.
Чӑваш Ен Элтеперӗн пулӑшуҫи пулнӑ Надежда Белова Ямал-Ненецк автономи округӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта вӑл Шалти политика департаментӗнчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе ҫыхӑну тытакан управлени ертӳҫин ҫумӗ пулса тӑнӑ. Михаил Игнатьева пулӑшнӑ чух та вӑл МИХсемпе ҫыхӑну тытассишӗн яваплӑ пулнӑ.
Аса илтерер: Надежда Беловӑна пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ хӑйӗн пулӑшуҫине ҫирӗплетнӗччӗ. Надежда Белова И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче, Халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи академийӗн патшалӑх тата муниципалитет ертӳлӗхӗн факультетӗнче вӗреннӗ. Шупашкарти телевиденире, Мускавра проектсен ертӳҫинче вӑй хунӑ. Тӑван хулана 2014 ҫулта таврӑнсан патшалӑх тытӑмӗнче, коммерци предприятийӗнче тӑрӑшнӑ. Пӗлтӗр пӗтӗм ҫӗршыври «Раҫҫей лидерӗсем» конкурса хутшӑннӑ.
Сергей Лисицын Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулӗ. Хушӑва алӑ пуснӑ регионти Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин. Ӑна республикӑн влаҫ органӗсен сайтӗнче пичетленӗ.
Премьер-министр юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
ЧР Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче Сергей Лисицын Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ тесе ҫырнӑ. 1980 ҫулта. Хусанти патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче вӗреннӗ. Ӗҫе Тутарстанра пуҫланӑ. «Канаш» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче. Унта пулнӑ тӗп агроном. 2008 ҫултанпа ӗҫленӗ «Россельхозцентр» предприятире, федерацин Ял хуҫалӑх министерствин Ӳсентӑран департаментӗнче, «Госсорткомиссия» учрежденире. Ҫамрӑкскерӗн тӗрлӗ награда пур. «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн II степень» орден медальне панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |