Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче икӗ конкурс ирттернӗ. Иккӗшӗ те вакансисемпе ҫыхӑннӑ.
Ҫӗмӗрлери халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн директорӗ пулма кадр резервне палӑртма йӗркеленӗ конкурсра икӗ кандидата суйласа илнӗ: центрӑн хальхи директорне Елена Волковӑна тата Валентина Якутенока. Ҫав хӗрарӑм хальхи вӑхӑтра Шупашкарти Ленин районӗнчи халӑхӑн социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшать.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн директорне суйламалли конкурс вара пулса иртмен — кандидатсем пулман-мӗн.
Чӑваш Енӗн сывлӑх министрӗн заместителӗ пулса тӑрӑшнӑ Сергей Тоцкие ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Павел Данилов паян, утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Аса илтерер: Сергей Иванович ҫак должноҫе 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗнче йышӑннӑччӗ.
Сергей Тоцкий Удмурт Республикин сывлӑх сыхлав министрӗн заместителӗнче, унччен асӑннӑ регионти вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗнче тӗп врачра ӗҫленӗ.
Утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан Раиса Урядова 100 ҫул тултарнӑ. Хура-шурне нумай курнӑ кинемее тӳре-шара саламланӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Вологда облаҫӗнче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл Ҫурҫӗр флотӗнче матрос пулнӑ, икӗ хут аманнӑ. Ӑна 1944 ҫулта демобилизациленӗ.
Раиса Урядова "Химпромра" 40 ҫул ытла снабжени уйрӑмӗнче инженерта ӗҫленӗ.
Мӑшӑрӗпе вӗсем 4 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ мӑнукӗсемпе, вӗсен ачисемпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.
Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Осипов паян ӗҫрен кайнӑ. Кун пирки вӑл "Контактра" халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.
Александр Осипов ку должноҫре 2017 ҫултанпа ӗҫленӗ. Унччен вӑл "Сӗнтӗр" ЯХПКра тӗрлӗ должноҫре, общество тата коммерци организацийӗсенче, Шупашкар хула администрацийӗнче тӗп специалистра, "Спартак" спорт шкулӗн директорӗнче ӗҫленӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫӗнӗ директор ӗҫе кӳлӗнӗ. Культура учрежденийӗнчи пуҫлӑх тилхепине Елена Николаевӑна тыттарнӑ.
Елена Николаева 2011 ҫултанпа Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче директорта ӗҫленӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вара директор пулса унччен Юрий Владимиров тӑрӑшнӑччӗ. Ӑна ӗнер ӗҫрен хӑтарнӑ.
«Республикӑн пӗрлехи заказчик служби» хысна учрежденийӗн директорне Инна Пронинӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Асӑннӑ йышӑнӑва республика ертӳҫи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ.
Асӑннӑ хысна учрежденийӗ Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствине пӑхӑнать.
Тин кӑна ЧР промышленноҫпе энергетика министрне Александр Кондратьева ЧР тава тивӗҫлӗ энернетикӗн ятне пани пирки пӗлтернӗччӗ. Министр ав хӑйӗн ирӗкӗпе отставкӑна кайма та ӗлкӗрнӗ.
Александр Кондратьев утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен министр пулмӗ. Унӑн тивӗҫӗсене хальлӗхе пӗрремӗш ҫумӗ Борис Марковцев пурнӑҫлӗ.
Аса илтерер: Александр Кондратьев 37 ҫулта, вӑл Шупашкарта ҫуралнӑ. 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе прмышленноҫпе энергетика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. 2022 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе вӑл министр пуканне йышӑннӑ.
Шупашкарти тӳре-шара кашни эрнерех лавккасенчи тавара - пӗтӗмпе 31 тӗрлине - тӗрӗслет. Утӑ уйӑхӗн 4-18-мӗшӗсенче мӗн хакланнӑ, мӗн йӳнелнӗ?
Хальхинче тӳре-шара ҫӑкӑр, сӗт йӳнелнине палӑртнӑ. Сӗт хакӗ - 4, ҫӑкӑр 2 процент чакнӑ. Ҫавӑн пекех панулми, купӑста йӳнелнӗ. Услам ҫу, консерв, тӑвар, тип ҫу, сухан, кишӗр, хура тул кӗрпи, чӑх какайӗ кӑшт йӳнелнине палӑртнӑ. Тӗслӗхрен, услам ҫу хакӗ - 6 тенкӗ, панулми 4 тенкӗ чакнӑ.
ЧР промышленноҫпе энергетика министрне Александр Кондратьева Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ энергетикӗн ятне панӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Александр Кондратьев 37 ҫулта. Вӑл промышленноҫпе энергетика министерствинче 2021 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе ӗҫлет. Малтан вӑл министр ҫумӗ пулнӑ. Кайран министр тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе вӑл - министр.
Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗн директорӗ, Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Максим Матросов 50 ҫул тултарнӑ.
Филармонире палӑртнӑ тӑрӑх, Максим Юрьевича пула Чӑваш Енӗн культура пурнӑҫӗ ҫӑлкуҫ пек тапса тӑрать, асра юлмалла пултарулӑх пулӑмӗсемпе пуян.
Максим Матросов И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тата аспирантурӑра вӗреннӗ. Тӗрлӗ ҫулта вӑл Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗнче корреспондент, Шупашкар хула администрацийӗнче ҫамрӑксен тата культура енӗпе специалистра, Чӑваш Енӗн Президенчӗн Администрацийӗн информаципе аналитка пайӗнче тӑрӑшӑ, Чӑваш Енӗн туризм тата культура центрӗнче (халӗ Чӑваш Енри труизма аталантарс енӗпе ӗҫлекен агентство) директорӗ пулнӑ. Филармони директорӗ пулма ӑна 2021 ҫулта шаннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |