Сосновка посёлокӗ ҫывӑхӗнче ӗнер, чӳкӗн 10-мӗшӗнче, икӗ пулӑҫа ҫӑлнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри ИӖМ тытӑмӗ пӗлтерет.
Пӑтӑрмах пирки пулӑҫсем хӑйсем юлташне пӗлтернӗ имӗш — хайхи кӗтмен ҫӗртрен вӗсен киммине шыв тулма тытӑннӑ. Тусӗ ку хыпара ҫӑлавҫӑсене ҫитернӗ хыҫҫӑн инкеке лекнӗ ҫынсем патне 12 минутран катер ҫитнӗ. Ҫӑлнӑ хыҫҫӑн пулӑҫсене сывлӑх тӗлӗшӗнчен пулӑшу кирлӗ пулман.
Кулленхи пурнӑҫра пулса иртекен ӗҫ-пуҫсене сӑнатӑн та «ку мана пырса тивмест, ку пулӑм манпа пулса иртеймест» тесе шанса тӑратӑн ҫеҫ. Анчах шаннипе кӑна ӗҫ лайӑх вӗҫленмест-ха. Тем тесен те этемӗн хӑйӗнех асӑрхануллӑ пулмалла, пурнӑҫ вӑл вӑйӑ мар.
Паян пӗрлӗхлӗ хурал-диспетчер служби кану кунӗсен пӗтӗмлетӗвӗсене тунӑ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер, утӑн 28-мӗшӗнче, Сосновкӑра Ҫутӑ кӳлӗ таврашӗнче 27 ҫулхи хула ҫынни ҫухалнӑ. Паллаканнисем пӗлтернӗ тӑрӑх каччӑ кӑмпа татма тухса кайнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та яш ӑнсӑртран мари вӑрманне кӗрсе ҫухалса кайма пултарнӑ. Ҫамрӑка ИӖМ ӗҫченӗсемпе Шупашкарти икӗ волонтер ушкӑнӗ шыранӑ. Каҫ кӳлӗм тӗлнелле вара каччӑ ҫинчен хӑрушлӑ хыпар тухнӑ — ҫамрӑка ҫиҫӗм ҫапса вӗлернӗ иккен.
Тӑванӗсемпе юлташӗсем каччӑ ҫинчен лайӑххине кӑна асӑнаҫҫӗ. Ҫутҫанталӑка, юрӑ-кӗвве юратнӑ ҫамрӑкӑн ҫак пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлмалла пулнӑ. Ҫывӑх юлташӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх каччӑн хӗрӗ те пулнӑ, ҫурла уйӑхӗнче вӗсем пӗрлешме те шут тытнӑ пулнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ чи лайӑх тӗп планӑн ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетнӗ — конкурсра Питӗрти урбанистика институчӗ ҫӗнтернӗ.
Шупашкарӑн хальхи тӗп планне вунӑ ҫул каялла хатӗрленӗ. Унтанпа вӑл самай кивелнӗ тесе шутлаҫҫӗ, сӑмахран, ҫӗнӗ микрорайонсене шута илменнипе. Ҫӗннине хатӗрлес тӗлӗшпе ӑмӑртӑва ҫавӑн пекех Хусан, Ростов, Саранск ӑстисем хутшӑннӑ, анчах хакпа, пахалӑхпа тата хатӗрлес вӑхӑчӗпе вӗсем Питӗрти ӑстасенчен япӑхрах пулнӑ. Ҫӗнӗ плана ӑсталама пурӗ 6,2 миллион тенкӗ тӑкаклама шутлаҫҫӗ, ӑна 7 уйӑх хушшинче туса ҫитермелле. Паллах, хатӗрленӗ плана патшалӑх ӗҫченӗсем тата халӑх ырламалла.
Ҫӗнӗ тӗп плана Сосновка, Севернӑй, Ҫӗнӗ Лапсар посёлоксем тата Чантӑр ялӗ кӗмелле. Шупашкар хулин тӗп архитекторӗн Александр Шевлягин шухӑшӗпе тӗп хулапа Ҫӗнӗ Шупашкар ҫитес вӑхӑтра пӗрлешме пултарӗҫ. хальхинчи тӗп планпа мар пулин те, 15–20 ҫултан ку пулса иртмеллех.
Шупашкар хулин ҫӗрӗ 155 гектарпа пуянланчӗ — кун пирки Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтерет.
Хула чикки Йӑлӑм енри ҫӗрсемпе анлӑланнӑ — хула шутне кӗрекен Севернӑй, Пролетарски, Первомайски, Сосновка, Октябрьски посёлоксен ҫӗрӗсем пысӑкланнӑ. Сосновка ҫӗрӗсенех илес пулсан вӗсем 84 гектар ӳснӗ.
Ҫӗнӗрен уйӑрнӑ лаптӑксем ҫинче халӑх валли ҫурт лартма ирӗк парасшӑн — ҫапла май Йӑлӑм енчи канӑва аталантарма, культура тата пурнӑҫа лайӑхлатма шутлаҫҫӗ.
Ӗнер каҫхи Атӑл леш енне Мари Элрен вӑйлӑ пушар килнӗ. Вӑйлӑ ҫил тухнине пула ҫулӑм ҫӗр ҫумӗнчен йывӑҫсем тӑррине сиксе ӳкнӗ. Ку, паллах, пушара вӑйлӑрах ҫунма май панӑ — темиҫе сехет хушшинче вӑл Шупашкар вӑрман хуҫалӑхне ҫитнӗ. Паняхи 9 сехет тӗлне пурӗ 350 гектар вӑрман кӗлленӗ, 50 гекрарта ҫумлӑм алхасать.
Северный посёлока вут хыпса илес хӑрушлӑх пур, ҫавна пула ҫурлан 7-мӗшӗнче каҫхине унта пурӑнакан ҫынсене Сосновкӑна е Шупашкара ӑсатма тивнӗ. 71 ҫунна «Хум» («Волна») лагере куҫарнӑ, 11 ҫынна Сосновкӑри пульницана вырнаҫтарма май тупнӑ. Ҫавӑн пекех Первомайскипе Пролетарски посёлоксенчи ҫынсен те хӑйсен килӗсене пӑрахса кайма тивнӗ — ҫулӑм вӗсем патне те ҫитес хӑрушлӑх пур.
Пушарпа 103 тӗрлӗ енлӗ техникӑпа 608 ҫын кӗрешет. МИ-26 вертолет тата ИЛ-76 самолёт ҫулӑма шывпа сывлӑшран сапаҫҫӗ.
Северный посёлок ҫыннисене куҫарни (ИӖМ сӑнӗсем)
Эрнекун, юпан 24-мӗшӗнче, Сосновка посёлокри ача-пӑча паркӗнче «Ҫуралнисен аллейине» никӗслерӗҫ. Пурӗ Муркаш районӗнчен илсе килнӗ 30 кӑвак чӑрӑш лартрӗҫ. Йывӑҫсене лартас ӗҫӗ ватти-вӗтти те хутшӑнчӗ. Йӑлӑм енчи управлени ҫумӗ Эльвина Федосеева каланӑ тӑрӑх ку пархатарлӑ ӗҫ пуҫламӑшӗ кӑна. Тепӗр ҫул парк чечексемпе илемленӗ, саксемпе хунарсем вырнаҫтарӗҫ. Эльвира Федосеева парк ачасен чи юратнӑ канмалли вырӑн пуласса шанчӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Шупашкар хулин сайчӗ
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |