Ҫуркунне ҫитнӗренпе Чӑваш Енри хӑш-пӗр ял-хула яланхи пекех шар курма тытӑнать. Ейӳ вӑхӑтӗнче шыв хӑпарса кайни уйрӑмах Улатӑра, Пӑрачкава, Ҫӗрпӗве пырса тивет.
Паянхи кун тӗлне Улатӑрти лару-тӑру япахрах — кунта 46 кил карти шыв айне пулнӑ. Пӑшӑрханмалли ытлашши ҫук — ҫуртсене шыв илмен-ха. Паянхи шыв ҫӳллӗшӗ 710 см танлашать, тепӗр майлӑ каласан, яланхи 330 сантиметртан 4 метр патнелле шыв хӑпарнӑ. Инкек-синкек кӑларма пултаракан виҫеччен 20 сантиметр ҫеҫ юлнӑ.
ИӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх ейӳ ыйтӑвӗпе 62 ҫын ӗҫлет, техника шучӗ — 25. Халӑха апат-ҫимӗҫпе тата яланах кирлӗ япаласемпе тивӗҫтерсех тӑраҫҫӗ. Шыв шайӗ юнкун тӗлне анма пуҫламалла теҫҫӗ.
Сӑмах май, Ҫӗрпӳ патӗнчи лару-тӑру ҫӑмӑлрах — Ҫавал хӑйӗн шыв ҫулне таврӑннӑ та теҫҫӗ.
Чӑваш Енре сусӑр ачасене тӗнче тетелӗ майӗпе вӑтам шкул программине вӗрентес ӗҫ сарӑлсах пырать. Кашни уйӑхрах хуласемпе ялсене ятарласа шутласа кӑларнӑ пӗрер-икшер аппарат килет.
Акӑ, 2012 ҫул пуҫланнӑ-пуҫланман, Пӑрачкав ялӗн вӑтам шкулӗнче 3-мӗш классра вӗренекен Гундин Никита валли ятарласа ҫакӑн йышши пӗр компьютер килсе ҫитрӗ теҫҫӗ. Ҫак тӑнлӑ аппаратпа Никита, тата Пӑрачкав тӑрӑхӗнчи тепӗр икӗ ача килтен тухмасӑрах шкул программине пурнӑҫлама пултарӗҫ.
Паянтан Никита вӗрентекенсемпе тата хӑйӗн тантӑшӗсемпе килте ларсах курса калаҫма вӗрене пуҫларӗ те ӗнтӗ.
Ӗнер, авӑнӑн 4-мӗшӗнче, А.Г. Николаева асӑнса Республикӑра чупасси енӗпе ӑмӑрту пуҫланчӗ. Ку ҫулхине вӑл 5-мӗш хут иртет ӗнтӗ. Чупакансем харӑссӑн пилӗк вырӑнтан тапраннӑ: Улатӑрпа Етӗрне хулисемпе Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Пӑрачкав ялсенче. Эстафета виҫӗ кун хушшинче республикӑн пур хулисемпе районӗсене ҫитсе курӗ. Чупакансем хушшинче шкул ачисем, чупма юратакансем, спорт ветеранӗсем тата паллӑ спортсменсем пулӗҫ. Пӗр шкул ушкӑнӗ эстафетӑна тепӗр шкул ушкӑнне парӗ — ҫапла май пурӗ пин ҫухрӑм тарин ӑмӑрту тӑсӑлӗ.
Авӑнӑн 6-мӗшӗнче вара пур ушкӑн пӗрлешӗ те Андриан Николаев ҫуралса ӳснӗ ялта 14 сехет тӗлне чупса ҫитӗ.
Ӑмӑртӑва йӗркелекенсем: Чӑваш Енӗн спортпа вӗрентӳ Министерствисем, республикӑн районсемпе хуласен вырӑнти тытӑмлӑх органӗсем.
1-мӗш ушкӑн:
1 кун (авӑн, 4): Шӑмӑршӑ — Патӑрьел — Комсомольски
2 кун (авӑн, 5): Комсомольски — Канаш — Ҫӗрпӳ
3 кун (авӑн, 6): Ҫӗрпӳ — Туҫа — Шуршӑл
2-мӗш ушкӑн:
1 кун (авӑн, 4): Елчӗк — Аслӑ Таяпа — Тӑвай — Вӑрмар
2 кун (авӑн, 5): Вӑрмар — Энтри Пасар — Куславкка
3 кун (авӑн, 6): Куславкка — Октябрьски — Шуршӑл
3-мӗш ушкӑн:
1 кун (авӑн, 4): Улатӑр — Алтышево — Йӗпреҫ — Вӑрнар
2 кун (авӑн, 5): Вӑрнар — Красноармейски — Ҫӗрпӳ
3 кун (авӑн, 6): Ҫӗрпӳ — Кӳкеҫ — Шуршӑл
4-мӗш ушкӑн:
1 кун (авӑн, 4): Пӑрачкав — Мӑн Улхаш — Ҫӗмӗрле — Хӗрлӗ Чутай
2 кун (авӑн, 5): Хӗрлӗ Чутай — Элӗк — Ишек
3 кун (авӑн, 6): Ишек — Ҫӗнӗ Лапсар — Шуршӑл
5-мӗш ушкӑн:
1 кун (авӑн, 4): Етӗрне — Ваҫкасси Янасал — Муркаш
2 кун (авӑн, 5): Муркаш — Калайкасси — Шупашкар
3 кун (авӑн, 6): Шупашкар — Ҫӗнӗ Шупашкар — Шуршӑл
Чупма кӑмӑллакансене пурне те хутшӑнма чӗнетпӗр!
Иртнӗ кану кунӗсенче Пӑрачкавӑн тӗп лапамӗнче спортсменсем «Пӑрачкав хыпарӗ» («Порецкие вести») хаҫат парнишӗн тупӑшма пухӑнчӗҫ. Ку ӑмӑртӑва авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех ирттерме палӑртнӑ пулин те халӗ тин пурнӑҫлама май тупӑннӑ. Ҫанталӑкӗ те ку канмалли кунсенче ӑшӑ та уяр тӑчӗ.
Пухӑннӑ спортсменсене район пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене туса пыракан Е. Лебедев, унӑн пӗрремӗш ҫумӗ С. Галкин, Пӑрачкав ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А. Барыкин, хаҫатӑн тӗп редакторӗ Г. Карпов ӑшӑ сӑмахсемпе саламларӗҫ.
Малти вырӑна йышӑннӑ ӑмӑртуҫӑсене хаҫат ҫине тӳллевсӗр ҫырӑнтарчӗҫ, партесемпе тивӗҫтерчӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Пӑрачкаври Культура Керменӗнче ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен районти «Тӑван ене юратап» кункурс иртӗ.
КК фойеӗнче пурте конкурса ярса панӑ ӑҫсемпе паллашма пултараҫҫӗ. Ҫӗнсе илнӗ ӗҫсене Пӑрачкав районне 80 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисенче кӑтартӗҫ. Вӑл мероприятинчех ҫӗнтерӳҫӗсене парнесемпе чыслӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |