
Чӗмпӗр облаҫӗнчи чи пысӑк чӑваш ялӗнче, Кивӗ Улхашра (Чӑнлӑ районӗ) ирӗклӗ майпа кӗрешсе пӗртӑван Георгийпа Пётр Майрабеевсен парнисене илессишӗн 4-мӗш турнир иртрӗ.
Георгий — кӗрешӳ енӗпе спорт маҫтӑрӗн кандидачӗ, халӗ Чӗмпӗрти «Авто Форум» фирмӑн директорӗ. Пётр спорт маҫтӑрӗ, ҫак фирмӑра аслӑ маҫтӑрта ӗҫлет.
Турнира 10-16 ҫулхи 210 кӗрешӳҫӗ хутшӑнчӗ, пурӗ 16 ушкӑн. Ҫав шутра Анат Кама (Тутарстан), Тольятти (Самар облаҫӗ), Атяшево (Мордови), Канаш (Чӑваш Ен) хулисенчен.
Майрабеевсем хӑйсен шкулӗнчи пӗрремӗш тренерне Н.Узеринова тав туса асӑнмалӑх парне пачӗҫ, шкул валли спорт хатӗрӗсем туянма 15 пин укҫа хӑварчӗҫ. Хисеплӗ хӑнасене вара — вӗсем хушшинче Майрабеевсене вӗрентнӗ РФ тава тивӗҫлӗ учителӗ Н.Кадебин, 1993 ҫулхи Европа чемпионки, икӗ хутчен Раҫҫей чемпионки, тӗнче шайӗнчи спорт маҫтӑрӗ Л.Исламова (Анат Кама), регионсен хушшинчи Кӗрешӳ федерацин президенчӗ В.Васильев (Шупашкар) — сувенирсем, медальсем парса чысларӗҫ.
Нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Вӑрнарта Чӑваш Енри 1-мӗш «Кӗрешӳ» ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ. Маттур та ҫамрӑк каччӑсемпе патвар арҫынсем кунта мӗнпур чӑвашран килсе ҫитнӗччӗ. Тапӑҫакансене виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑччӗ: ачасем, ҫамрӑсем тата аслисем.
Кӗрешӗве уҫма Вӑрнар тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев, Раҫҫейри «Кӗрешӳ» юхӑмӗн ертӳҫи Виталий Васильев, ҫар тухтӑрӗ, полковник Юрий Михайлов тата Вӑрнар тӑрӑхӗн депутачӗсем — Рифкат Киметовпа Владимир Тимофеев ҫитнӗччӗ. Кӗрешӳсем ӑшӑ та хӑтлӑ «Вурнар» спорт керменӗнче иртрӗҫ. Халӑх та лӑк тулли пуҫтарӑнчӗ вӑл кун.
Куҫ енне ҫӗнтерӳҫӗсем те палӑра пуҫларӗҫ ӗнтӗ. Кӗтнӗ пекех, пӗрремӗш вырӑна вӑрнар паттӑрӗсем тухрӗҫ, иккӗмӗшсем — канашсем, виҫҫӗмӗшне вара ж.ри тӑвайсене пама йышӑннӑ.
Мала тухнисене «Кӗрешӳ» юхӑмӗн йӗркелекенӗ тата ертӳҫи Виталий Васильев хӑй аллинчен ятарласа хаклӑ парнесем валеҫнӗ, ӑшӑ сӑмах каласа хавхалантарнӑ.
Тутар республикинчи Ҫӗпрел районне кӗрекен Хулаҫырма ялӗнче Николай Угаслов парнисене ҫӗнсе илессишӗн чӑваш кӗрешӳ ӑстисем ӑмӑртрӗҫ. Кавир ҫине ҫӗр спортсмен ытла, Тутарстан, Чӑваш Ен, Чӗмпӗр паттӑрӗсем тухрӗҫ. Уйрӑм ушкӑнсем хушшинче пӗрремӗш вырӑна Чӑваш республикин Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗн кӗрешӳҫисем ҫӗнсе илчӗҫ. Иккӗмӗш вырӑнта Тутарстанри Ҫӗпрел районне кӗрекен Матак паттӑрӗсем, кавир хуҫисем вара виҫҫӗмӗшсем.
Ҫӗпрел районӗнче кӗрешӳ спорчӗ аван аталанса пырать. Николай Угаслов ҫывӑх вӑхӑтра кашни чӑваш шкулнех кӗрешӳ кавирӗ туянса пама шантарчӗ.
Кӑрлач уйӑхӗнче Кивӗ Улхашра милици майорне Виктор Рахманова асӑнса чӑваш кӗрешӗвӗн ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Унта облаҫри тата Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчен (Хулаҫырми, Матак, Ҫӗнӗ Йӗлмел) килнӗ спортсменсем хутшӑнчӗҫ.
Сумлӑ хӑнасем хушшинче УОЧНКА председателӗ В.И.Сваев (вӑл ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ), чӑваш усламҫисен «Эртел» ушкӑн арaсем В.В.Крлыков, А.П.Альмяшкин пулчӗҫ. Ҫаплах Раҫҫейри чӑваш кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ О.А.Захаров Мускавран килсе ҫитни те пысӑк пулӑм пулчӗ.
Командӑсем хушшинче Аслӑ Нагаткин кӗрешӳҫисем ҫӗнтерчӗҫ (тренерӗсем Б.А.Чернов, А.А.Яковлев). Иккӗмeш вырӑнта – кивулхашсем (Н.А.Узеринов), виҫҫӗмӗшсем – ҫӗнйӗлмелсем (П.И.Рафиков).
Ҫӗнтерӳҫӗсем ҫаксем пулса тӑчӗҫ: Павел Рдюков (Кивӗ Улхаш), Дмитрий Лымбин (Елшанка), Марат Халимов (Ульяновск), Данил Горохин (Ҫӗнӗ Микулин), Андрей Шигирданов (Аслӑ Нагаткин), Михаил Белозёров (Ульяновск, ДЮСШ-7), Андрей Стратонов, Стас Савёлов (иккӗшӗ те – Аслӑ Нагаткин), Сергей Покровский (Ульяновск, ДЮСШ-7), Алексей Петров, Алексей Краснов, Денис Архандеев, Максим Изендеев, Эдуард Чумакин (пурте – Аслӑ Нагаткин), Никита Фёдоров, Александр Никифоров (иккӗшӗ те – Елшанка), Фёдор Шагаев (Ҫӗнӗ Йӗлмел), Пётр Краснов (Аслӑ Нагаткин).
