Ыран, нарӑсӑн 15-мӗшенче, К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Петӗр Ялкир поэт (1922-2006) ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа литература каҫӗ иртет. Вӑл 14 сехетре пуҫланмалла.
Петӗр Ялкир (Пётр Алексеевич Тихонов) 1922 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗн Ирчемес ялӗнче ҫуралнӑ. Канашри педагогика училищинче тата А.М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнче вӗреннӗ.
Поэт ВЛКСМ тытӑмӗнче, КПСС Вӑрнар райкомӗнче, райӗҫтӑвкомра ӗҫленӗ. Тӳре-шара кӑна пулман вӑл: Хӗрлӗ Чутайӗнчи радиовещанире тата Вӑрнар район хаҫатӗнче, Чӑвашрадион корреспондентӗнче, Художество литературин пропаганда бюровӗнче литература ӗҫченӗнче, Республикӑри писательсен союзӗнче тӑрӑшнӑ. Петӗр Ялкир ачасем валли нумай ҫырнӑ.
Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Канашра пулнӑ. Унта вӑл муниципалитет администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Владислав Софроновпа тата хула пуҫлӑхӗпе Андрей Константиновпа тӗл пулнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, енсем пысӑк технологиллӗ проектсене пурнӑҫа кӗртессине, хулара пурӑнма хӑтлӑх кӳрессине сӳтсе явнӑ.
Владислав Софронов Элтепере ӗнентернӗ тарӑх, канашсем ҫитес пилӗк ҫулта кашни картише хӑтлӑх кӗртесшӗн. Михаил Игнатьев ку енӗпе ятарлӑ программа ҫирӗплетме сӗннӗ. Вӑл пулсан хӑҫан ӑҫта мӗн тӑвассине ҫынсем малтанах пӗлсе тӑрӗҫ.
Ҫав кунах Канашра иртнӗ ҫулхи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пӗтӗмлетмелли пуху иртнӗ, малашлӑх плансем пирки калаҫнӑ.
Следовательсем Канашра пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, суд ун тӗлӗшпе приговор вуланӑ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак арҫын Ленин палӑкне патакпа хӗненӗ. Ку 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пулнӑ. Арҫын Канашри Ленин тӳремне килнӗ те палӑка патакпа темиҫе хутчен ҫапнӑ.
Палӑкӑн пӗр пайӗ катӑлса ӳкнӗ. Вандал ӗҫӗ 30 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Суд арҫынна патшалӑхшӑн 250 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Хальлӗхе приговор вӑя кӗмен-ха.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри темиҫе районта ҫӳп-ҫап куписене пӗтермелле. Ку ыйтӑва ҫуллаччен татса памалла.
Ҫак ыйтӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев видеоконференци мелӗпе ирттернӗ канашлура ҫӗкленӗ. ЧР ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Александр Коршунов тӗп тумалли ҫӳп-ҫап куписем пирки доклад вуланӑ.
Министр палӑртнӑ тӑрӑх, Канаш хулинче, Элӗк, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче ҫӳп-ҫап куписене пӗтермелле. Вӗсене иртнӗ ӗмӗрӗн 60-70-мӗш ҫулӗсенче тунӑ. Вӗсем экологи тата санитарипе эпидемиологи требованийӗсемпе килӗшсе тӑмаҫҫӗ.
Район пуҫлӑхӗсем ҫӳп-ҫап куписене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пӗтерме шантарнӑ.
Чӑваш Енре Ҫамрӑк моряксен XIV пуххи иртнӗ. Унта шкул ачисен 39 команди пуҫтарӑннӑ. Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар хулисенчен, Йӗпреҫ, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Елчӗк районӗсенчен 100 ытла ҫамрӑк армеец пуҫтарӑннӑ. Вӗсем аслӑ тата кӗҫӗн ушкӑнсене пайланса малти вырӑнсене йышӑнассишӗн ӑмӑртнӑ. Хамӑр тӑрӑхри маттур ачасемпе пӗрлех Чикмери (Мари Эл) «Паллада» парус клубӗн пайташӗсем те хутшӑннӑ.
Ӑмӑртӑва ДОСААФӑн Шупашкарти пӗрлешӗвӗ тата ЧР Вӗренӳ министерствин «ЮНИТЭКС» центрӗ йӗркеленӗ. Пӗрремӗш вырӑна аслӑраххисенчен Шупашкарти 37-мӗш шкулти ачасем тухнӑ, иккӗмӗшне — республикӑн тӗп хулинчи 6-мӗш шкултисем, виҫҫӗмӗшне — хулари 3-мӗш тата Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗртисем. Кӗҫӗннисенчен мӑн сӗнтӗрсем мала тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Шупашкарти 37-мӗш шкултисем, виҫҫӗмӗшӗнче — Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӑкалӑхри ачасем.
Нумаях пулмасть Канашри 12-мӗш ача пахчине Роспотребнадзор хупни пирки пӗлтернӗччӗ. Ун чухне пӳлӗмсенче сывлӑш температури пӗчӗк пулнӑ. Ҫавна май кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче суд приставӗсем ача пахчине 30 кунлӑха хупма йышӑннӑ.
Ку йышӑну хыҫҫӑн ача пахчин ертӳлӗхӗ ҫитменлӗхсене пӗтерес енӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ. Роспотребнадзор каллех тӗрӗслевпе ҫитнӗ. Хальхинче йӑлтах йӗркеллӗ пулнӑ.
Кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче иртнӗ суд ларӑвӗнче суд приставӗсен йышӑнӑвне вӑхӑт ҫитиччен пӑрахӑҫланӑ. Кун хыҫҫӑн ача пахчи унчченхи пекех ӗҫлеме пуҫланӑ.
Канаш хули инкеке пула шывсӑр юлнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, пӑтӑрмахӗ кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Вӑл «Вӑтаел—Канаш» трасса ҫинче пӑрӑх шӑтнипе ҫыхӑннӑ. Хула администрацийӗн сайтӗнче йывӑр лару-тӑрӑва ӑнланма ыйтса ҫырнине те вырнаҫтарнӑччӗ. Хула шыва икӗ ҫӗртен илсе тӑрать иккен: «Высоковка – Канаш» тата «Вӑтаел – Канаш» пӑрӑхсемпе.
Хулари тӳре-шара паян пӗлтернӗ тӑрӑх, ирхи 4 сехет те 10 минутра юсав ӗҫне вӗҫленӗ, 5 сехет те 30 минутра хулана шыв пама тытӑннӑ. Резервуарсенче шыв ҫителӗклӗ пухӑнсан ҫынсене шывпа тивӗҫтерме тытӑнмаллине каланӑ. Канаш хулинчи тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, кӑнтӑрлахи 12 сехетре халӑха шыв панӑ, апла пулсан лару-тӑру йӗркеленсе каймалла.
Канаш хулин администрацийӗ авариллӗ ҫуртра пурӑнакансене япӑх пӳрте куҫарма хӑтланнӑ. Анчах ку тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ҫынсене авариллӗ ҫуртран куҫарнӑ чухнехи йӗркене тӗрӗсленӗ чухне палӑрнӑ ку.
Канаш хулин администрацийӗ «Строитель Плюс» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унта кӑтартнӑ тӑрӑх, администраци хута каякан ҫуртра 54 хваттер илме килӗшнӗ. Анчах документра хваттерсенче газ, ӑшӑ, шыв пулмалли пирки пӗр сӑмах та каламан.
Ҫавна май Канаш хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Пуҫлӑхӑн ҫитменлӗхсене пӗтерме тивӗ. Ӑна явап та тыттарӗҫ.
Канаш хули инкеке пула шывсӑр юлнӑ. Пӑтӑрмахӗ «Вӑтаел—Канаш» трасса ҫинче пӑрӑх шӑтнипе ҫыхӑннӑ. Йывӑр лару-тӑрӑва ӑнланма ыйтса ҫырнине хула администрацийӗн сайтӗнче паян кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехет хыҫҫӑн ҫырнӑ.
Хула икӗ ҫӗртен шыв илсе тӑрать иккен: «Высоковка – Канаш» тата «Вӑтаел – Канаш» пӑрӑхсемпе. Насуссене темле ӗҫлеттерсен те хулари тӳре-шара шыв ҫителӗклӗ уҫлама май ҫитменнине пӗлтернӗ. Ҫынсене шывпа перекетлӗрех усӑ курма ыйтаҫҫӗ. Хулана вӗри шыв парассине те вӑхӑтлӑха чарнӑ. Вӗри шыва ӑшӑ пӑрӑхӗнчен илекенсене те кун пек тумалла марри пирки асӑрхаттарнӑ. Котельнӑйсене шыв турттарса тӑраҫҫӗ пулин те пӑрӑхран вӗри шыв юхтарни ӑшӑтмалли тытӑма та юрӑхсӑра кӑларма пултарасран шикленеҫҫӗ.
Чӑваш Енре Крымри автомобиль номерӗсене, 82-мӗш регион тесе палӑртнисене, пама тытӑннӑ. Унашкаллисем пирӗн республикӑна 1000 штук килнӗ.
Регистраци номерӗсене илме меллӗ пултӑр тесе федераци саккунне улшӑнусем кӗртнӗ. Халӗ машина хуҫин пропискипе транспорт номерӗ ҫыхӑнман. Ҫавӑнпа номер фондне оптимизацилес тесе ытти регион номерӗсене те пама йышӑннӑ.
82-мӗш регион номерӗсене Шупашкарта тата Канашра илме пулать. Анчах Крым номерӗсем ҫынсене питех кирлӗ мар пулмалла. Специалист каланӑ тӑрӑх, ҫав номерсене парса пӗтернипе пӗтерменни пирки шӑнкӑравласа ыйтаҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн ҫеҫ 21-мӗш регион номерне илме май пур.
Чӑнах та, ытларахӑшӗ хамӑр регион номерне илесшӗн-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |