Чӑваш Ен Элтеперӗ республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен канашлу ирттерет. Паянхинче ЧР Правительство пуҫлӑхӗ Иван Моторин Монохуласене аталантарассипе ӗҫлекен фондӑн сӑнав канашӗн ларӑвне хутшӑнни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
«Лару протоколне йӗркелесе ҫывӑх вӑхӑтра Чӑваш Республикин Правительствине ҫитерӗҫ», – савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтернӗ Иван Моторин премьер-министр.
Лару раштавӑн 22-мӗшӗнче иртнӗ. Ӑна РФ Правительствин Аппарачӗ Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Максим Акимов ертсе пынӑ.
Мускаври ларура Чӑваш Енри монохуласенчен пӗрне, маларах эпир асӑннӑ Канаша, аталантарма укҫа-тенкӗ уйӑрма йышӑннине палӑртнӑ. Маларах кӗмӗл лекмесси пирки сӑмах тухнӑччӗ.
Таврапӗлӳ музейӗсем республикӑри чылай ял-хулара пур. Унашкалли Канашра та вырӑн тупнӑ. Чукун ҫул урамӗнчи 85-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ ҫак музей чӑваш хастарӗсене самай тӗлӗнтернӗ.
«Музей алкумӗ, картлашкисем хӑрушла арканса пӗтнӗ», — нумай пулмасть пӗлтернӗ вӗсем «Контактра» халӑх тетелӗнче. Чи тӗлӗнтернӗ япала вара — музея йыхравлакан кӳлепе. «Ice Age» (чӑв. «Пӑрлӑ тапхӑр», эсир ӑна вырӑсла «Ледниковый период» ятпа пӗлетӗр) мультфильмсен ярӑмӗнчи Сид кӳлепене хастарсем ҫапларах хак панӑ: «селӗп, пакӑлти, асар-писер, пурне те йӑлӑхтарнӑ ӳркенчӗк ленивец Сид». Халӑха шӑп ҫавнашкал сӑнар хапӑллани, музея йыхравлани чӑваш хастарӗсене килӗшмен те.
Республикӑри тӑватӑ хулара «Радио родных дорог» янӑрама тытӑннӑ. Канашра – 103.6, Ҫӗмӗрлере – 105.9, Улатӑрта – 103.4, Патӑрьелте 103.2 FM хумсем ҫинче итлеме май пур. Унччен ӑна Ҫӗрпӳ тата Етӗрне хулисенче пурӑнакансем итлеме пултарнӑ.
Ҫӗнӗ радио «Дорожное радио» вырӑнне ӗҫлеме пуҫланӑ. Холдинг ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, вӗсем Чӑваш Енри радиоитлекенсене лайӑххине ҫеҫ итлеттересшӗн. Юрӑ-кӗвве чи лайӑххине суйлӗҫ, программӑсем интереслӗ пуласса шантараҫҫӗ.
«Радио родных дорог» - федераци радиостанцийӗ, ӑна 2017 ҫулта Чӑваш Енри команда йӗркеленӗ. Унта янӑракан юрӑсен 95 проценчӗ – Раҫҫейри. Радиона Мускав облаҫӗнче те, Ставрополь крайӗнче те итлеме пултараҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Мускава ӗҫлеме кайнӑ Алексей Димитриев киле килме тухнӑ. Вӑл амашӗ патне шӑнкӑравланӑ та Черкизово пасарӗ еннелле кайнине пӗлтернӗ. Унта вӑл Чӑваш Ене ҫӳрекен автобуса ларма тӗллевленнӗ. Арҫын ҫӗнӗ телевизор туяннӑ пулнӑ.
Анчах Канаш арҫынни киле таврӑнман. Тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ. Вӗсем ӑна шырама тытӑннӑ. Хайхискерӗн виллине Мытищи районӗнче тупнӑ. Амӑшӗ Нина Димитриева каланӑ тӑрӑх, ывӑлӗн алли, янах шӑмми хуҫӑк, мӑйӗ ҫинче пӑвнӑ йӗр пулнӑ. Арҫын ҫумӗнче документсем тапӑнман. Ҫавӑнпа-ши – арҫын шӑнса вилнӗ тесе палӑртнӑ.
Анчах амӑшӗ кунпа килӗшесшӗн мар. Вӑл халӗ тӗрӗслӗх шырать. Нина Димитриева ахаль те хура-шурне нумай курнӑ. 2000-мӗш ҫулсенче унӑн упӑшкине вӗлернӗ, унтан аслӑ ывӑлне леш тӗнчене ӑсатнӑ. Каярахпа 13-ри мӑнукне пытарна. Халӗ ав кӗҫӗн ывӑлне тӑпрапа хупланӑ. Хӗрарӑм куляннине пула онкологипе чирлесе кайнӑ. Халӗ унӑн пӗртен-пӗр ӗмӗт – кӗҫӗн ывӑлне кам вӗлернине тупса палӑртасси.
Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Владислав Софронов ӗнер ӗҫлеме пӑрахнине Чӑваш халӑх сайчӗ паян ирех пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер тата тепӗр ҫын та унчченхи пукана хӑварнӑ. Ку ҫын — Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Молотков. Контрактпа пӑхса хӑварнӑ вӑхӑт ҫитичченех хӑйне ӗҫрен хӑтарма ыйтса вӑл ҫырнине Районти депутатсен пухӑвӗ ӗнер черетсӗр, 22-мӗш, ларӑва пухӑнсах пӑхса тухнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне халӗ Яков Григорьев пурнӑҫлать.
1965-мӗш ҫулта Красноармейски районӗнче ҫуралнӑ Сергей Молотков кандидатурине районти Депутатсен 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ пухӑвӗнче пӑхса тухса ҫирӗплетнӗччӗ. Сергей Львович унччен те район администрацийӗнчех ӗҫленӗччӗ. Ун чухне вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче — ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑччӗ.
Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Владислав Софронов ӗнертенпе отставкӑна кайнӑ. Ӗҫрен хӑтарма ыйтса вӑл заявлени ҫырнине «Правда» ПФО интернет-хаҫат чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнчех пӗлнине ҫырнӑччӗ-ха. Тӳре-шаран ыйтӑвне хулари Депутатсен пухӑвӗн чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи ларӑвӗнче пӑхса тухассине те унта систернӗччӗ. Хыпар вӗсем хӑйсен ҫӑлкуҫӗсем калани тӑрӑх хатӗрленине палӑртнӑччӗ.
Чӑн та, Владислав Софронов ӗҫрен кайма ыйтса заявлени ҫырнӑ. Унӑн ыйтӑвне депутатсем ӗнер нумай калаҫса тӑмасӑр тивӗҫтернӗ, ҫав вӑхӑтрах вӗсем ӑна ырӑ йӑлана пӑхӑнса (ҫын кайнӑ чух лайӑххине сунаҫҫӗ-ҫке) ӑшӑ сӑмахсем калани паллӑ.
Владислав Софронов малтан Канаш район админитсрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑччӗ, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине вӑл икӗ ҫул ытларах тытса пычӗ.
Республикӑра ВИЧ-инфекциллӗ ҫынсен йышӗ 1,5 ӳснӗ. Кун пирки Роспотребнадзор пӗлтерет.
Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫал ҫак чирпе нушаланакан 46 ҫын нумайрах. Пӗтӗмпе кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче 277 тӗслӗхе шута илнӗ. Палӑртмалла: юпа уйӑхӗнче 31 тӗслӗх тупнӑ.
ВИЧ-инфекциллисем ытларах Шупашкарта (14 ҫын), Ҫӗнӗ Шупашкарта (10 ҫын), Вӑрмар тата Муркаш районӗсенче (2-шер ҫын), Канаш хулинче, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче (1-ер тӗслӗх).
Сӑмах май, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 8-мӗшӗччен Роспотребнадзор ВИЧ-инфекци профилактики енӗпе «хӗрӳ лини» ирттерет. Ыйтусем пулсан ҫак номерпе шӑнкӑравлама май пур: (8352) 58-51-66, 8-903-358-88-51
Чӑваш Енре час-часах авари пулакан ҫулсене храмсемпе чиркӳсенче ӗҫлекенсем ҫветтуй шывпа сапнӑ. Ҫакна ҫул-йӗр ҫинчи инкекре вилнӗ ҫынсене асӑнмалли пӗтӗм тӗнчери кун, чӳкӗн 19-мӗшӗнче, ирттернӗ.
Акци республикӑри мӗнпур районпа хулара иртнӗ. Чиркӳ ҫыннисем ҫул ҫинче асӑрхануллӑрах пулма ыйтнӑ.
Кунсӑр пуҫне республикӑри чылай хулара аварире сиенленнӗ машина тиенӗ эвакуатор ҫӳренӗ. Ҫав машина – ВАЗ-2115, унта аварире ҫул ҫитмен ҫамрӑк вилнӗ.
Ҫул-йӗр ҫинчи инкекре вилнӗ ҫынсене асӑнмалли пӗтӗм тӗнчери кун ҪҪХПИ ӗҫченӗсем тата ахаль ҫынсем хӑмпӑсем тӳпенелле вӗҫтернӗ, унтан пӗр минут шӑп тӑрса аварире вилнӗ ҫынсене асӑннӑ.
Канашра вара ҫын нумай ҫӳрекен вырӑнта ҫӑлавҫӑсем ҫунакан автомобильти ҫынна мӗнле ҫӑлнине кӑтартнӑ.
Чӑваш Енри 10 ҫамрӑк кӑҫалхи кӗрхи призыв вӑхӑтӗнче Президент полкне лекӗҫ. Вӗсене паян республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин лайӑх служба суннӑ.
Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри призывник кунне паллӑ тунӑ май Канашри ҫар комиссариачӗн сбор пунктӗнче ҫара каякансен ячӗпе савӑнӑҫлӑ мероприяти ирттереҫҫӗ.
Иван Моторин Президент полкӗнчи службӑран кӑҫал таврӑннисене те тав тунӑ, асӑнмалӑх парне панӑ.
Чӑваш Енӗн ҫар комиссарӗ Александр Мокрушин Президент полкне ку тӑрӑхри каччӑсене кӑҫалхипе 15 хут ӑсатнине пӗлтернӗ.
Ӳссе ҫитсе каччӑ пӗвӗ кӗрсе салтака кайма вӑхӑт ҫитнӗ ывӑлӗсен ячӗпе ирттернӗ мероприятие ҫамрӑксен тӑванӗсем те йышлӑн пуҫтарӑннӑ, таса пуҫпа ҫаврӑнма килме ырӑ суннӑ.
Чӑваш Енрен салтака каякан каччӑсене пуйӑсра ҫар комиссариатӗнче панӑ паёксене ҫиме ирӗк паман. Кун пирки «Pro Город Чебоксары» журналистне ҫара кайнӑ каччӑсенчен пӗрин амӑшӗ пӗлтернӗ.
Хайхи хӗрарӑм хыпарланӑ тӑрӑх, яшсем Чӑваш Енрен юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Хабаровск крайне тухса кайнӑ. Ҫул ҫинче вӗсем ултӑ кун пулнӑ. Канашран паексем уйӑрса парса янӑ пулин те вӗсене уҫтарман. Сӑлтавне те каламан. «Кун пирки мана ывӑл ҫырса пӗлтерчӗ. Ҫамрӑксем станцисенче чарӑнсан час пиҫекен вермишель туянса ҫинӗ. Мӑн ҫыннӑн, ҫӗршыв хӳтӗлевҫин рационӗ ҫапла пулмалла-им?» — кӑмӑлсӑрланса пӗлтернӗ «Pro Город Чебоксары» журналистне салтак амӑшӗ.
«Ҫул ҫинче миҫе кун пулассине шута илсе салтаксене паек уйӑрса параҫҫӗ. Пуйӑсра вӗсемшӗн ҫар чаҫӗнчен килнӗ представитель яваплӑ. Анчах эпир вӗсене сӑнаса тӑраймастпӑр. Кун пек тӗслӗхе асӑрхасан пире тӳрех пӗлтерме ыйтатпӑр. Эпир пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах ҫар чаҫне запрос ярӑпӑр», — ӑнлантарнӑ Чӑваш Енӗн ҫар комиссариачӗн пай пуҫлӑхӗ Владимир Ламков.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |