Патӑрьелти, Ишлейри райпора тата «Сахарок» ТМЯПра срокран тухнӑ ҫӑкӑр сутнӑ. Ҫакна Роспотребнадзорён Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем асӑрханӑ.
Кӑҫалхи ултӑ уйӑхра ведомство ӗҫченӗсем 125 килограмм ҫӑкӑр туртса илнӗ. Срокран тухнисӗр пуҫне вӗсен туса кӑларнӑ предприяти пирки информаци пулман.
Ҫӳлерех асӑннӑ предприятисене йӗркене пӑснӑшӑн штраф тӳлеттернӗ. Пӗтӗмӗшле вӗсене 200 пин тенкӗлӗх штраф хунӑ.
Паян иртекен Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Ҫын правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен Юрий Кручинин ҫынна хӳтӗлемен тӗслӗхсемпе паллаштарнӑ. Сӑмахӗ тӗрлӗ шайри тӳре-шарана тивнӗ.
Юрий Кручинин ҫынсене кивӗ тата ишӗлекен ҫуртсенчен ҫынсене куҫарас ыйту пирки те чарӑнса тӑнӑ. Вӑл сессире палӑртнӑ тӑрӑх, ку енӗпе кӑлтӑк ҫук мар. Сӑмахран, Вӑрнарта малтан Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсен балансӗ ҫинче тӑнӑ ҫуртсем паян та никам балансӗ ҫинче те мар иккен. Кивелсе япӑхса кайнӑ ҫуртсене ишӗлекеннисен списокне те ҫавна пулах кӗртмен. Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ посёлокӗнчи Сӗнтӗрвӑрри урамӗнчи 12 «а» адреспа вырнаҫнӑ ҫуртра пурӑнакансене Ишлея ирӗксӗртен куҫарма хӑтланнине те аса илнӗ. Шупашкарта та пӑтӑрмахлӑ лару-тӑру сахал мар пулнӑ.
Шупашкар районӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музейра паян Вячеслав Эткерӗн черетлӗ куравӗ уҫӑлчӗ. «Йывӑҫсем тата ҫынсем» ят панӑскере ӳнерҫӗ 55 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ.
Курава уҫнӑ ятпа тӗрлӗ тӳре-шара Слава Эткере саламларӗ, тӗрлӗ хисеп хучӗсемпе чысларӗ. Вӗсен шутӗнче культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов та пулчӗ.
Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей кашни кун 9 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен ӗҫлет. Канмалли кунсенче — 15 сехетчен.
Вячеслав Эткер (чӑн ячӗ Андреев Вячеслав Анатольевич) Шупашкар районӗнчи Тимой ялӗнче 1962 ҫулхи пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1963 ҫулта кил-йышӗ Ишлее куҫнӑ. 1989 ҫулта педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Унӑн ӗҫӗсем ҫӗршывӑн анлӑ кӗтесӗсенче кӑна мар, тулашӗнче те упранаҫҫӗ. Вӑл ӑсталанӑ юпасене Алтай тӑрӑхӗнчен пуҫласа Кавказ тӑрӑхӗ таранах вырнаҫтарнӑ.
57 ҫулти Светлана Петровӑна Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗн ҫумӗнчен хӑтарнӑ. Министр ҫумӗнче 15 ҫула яхӑн ӗҫленӗскер 2012 ҫулта пӗрремӗш ҫум пуканне йышӑннӑ. Ӑна пӗлекенсенчен хӑшӗсем: «Шывра та путмасть, вутра та ҫунмасть», — теме юрататчӗҫ. Ҫак сӑмаха вӗсем Светлана Владимировна тӗрлӗ министрпа ӗҫлеме пултарнӑран каланӑ-тӑр.
Ӗҫ биографине Светлана Петрова Шупашкар районӗнчи Ишлейри шкулта пуҫламӑш классене вӗрентнинчен пуҫланӑ. Унта вӑл 1978–1985 ҫулсенче тимленӗ. Унтан КПСС Шупашкар райкомне куҫнӑ, райӗҫтӑвкомра тӑрӑшнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче темиҫе уйӑх ӗҫленӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн Социаллӑ политика министерствинче ертсе пыракан специалистра вӑй хума тытӑннӑ. Патшалӑхӑн ытти службинче те тӑрӑшнӑ.
Светлана Петрова тӗлӗшпе хушӑва республика Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗнер, кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче, кӑларнӑ. Хутра Светлана Владимировнӑна тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ пирки хӑтарнине палӑртнӑ.
Ишлей ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, Мускавра Ломоносов ячӗллӗ университетра вӗреннӗ, сакӑрвунна ҫывхаракан Геннадий Трифонов геолог нумаях пулмасть Кӑнтӑр Африкӑри Республикӑра пулнӑ. Унта вӑл XXXV Пӗтӗм тӗнчери геологи конгресне хутшӑннӑ.
Профессор хӑй вӑхӑтӗнче Урал тӑрӑхӗнчи, Саянти, Алтайри, Украинӑри руда тӗл пулакан вырӑнсенче ӗҫлесе пурӑннӑ. Ӑслӑлӑхри унӑн ӗҫӗсем АПШра та, Египетра та, ытти хӑш-пӗр ҫӗрте те упранаҫҫӗ.
Геннадий Трифонов Турцире, Испанире, Португалинче, Францинче, Египтра, Грецире, Германире, Венгрире, Австралинче тата ытти ҫӗршывра пулнӑ. «Советская Чувашия» хаҫат корреспонденчӗ Чӑваш Ен пирки ытти ҫӗрте илтнӗ-и тесе кӑсӑкланнӑ та, геолог савӑнӑҫлӑ хыпарах калайман: пирӗн тӑрӑх ҫинчен этнографсем кӑна пӗлеҫҫӗ.
Шупашкар районӗнче ҫамрӑксем валли каҫхи дискотека йӗркелеме пуҫласшӑн. Культура учрежденийӗсенче ташӑ каҫӗсем йӗркелессине сӳтсе явнӑ май райадминистрацин культура, туризм тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Екатерина Кириллова дискотека ирттерме май пуррипе ҫуккине тишкернине пӗлтернӗ. Кунта техника енчен май пуррипе пӗрлех видеосӑнав ӗҫленипе ӗҫлеменнине те шута илмелле.
Йӗрке хуралҫисем вара каҫхи дискотекӑсене хапӑлах мар. РФ Шалти ӗҫсен министерствин полицин участокри уполномоченнӑйӗсен тата ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Иванов Ишлейри тӗслӗхе илсе кӑтартнӑ. Ташӑ каҫӗсене йӗркеленине кура суту-илӳ точкисем те ҫурҫӗрчченех ӗҫлеҫҫӗ иккен. Янӑшрине вара асӑннӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Иван Грачев ырӑ енчен асӑнса хӑварнӑ. Унта канмалли кунсенче ҫурҫӗр иртни пӗрреччен ташлаттараҫҫӗ пулин те йӗркене пӑсмаҫҫӗ. Культура учрежденийӗн ертӳҫи ют ҫынсене курсанах вӗсем ӑҫтан килнипе кӑсӑкланать имӗш.
Чӑваш Енре тепӗр стела вырӑн тупнӑ. Вӑл — Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче.
Ку стела тӑван кӗтесе юратнине кӑтартать. Хальхинче ӑна Ишлейре вырнаҫтарнӑ. «Я люблю Ишлеи» (чӑв. Эпӗ Ишлее юрататӑп) тесе ҫырнӑ унта. Шел, чӑвашла саспаллисемпе ҫырман...
Стелӑна кафе умӗнче вырнаҫтарнӑ. Сӑмах май, кунашкал стелӑсене темиҫе ҫул ӗнтӗ Раҫҫейри чылай хулара лартаҫҫӗ. Чӑваш Енре вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере, Канашра пур.
Шупашкар районӗнчи Ишлей ял тӑрӑхӗнче пушар хуралӗ йӗркеленӗ. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекен урапасене пур муниципалитет та тытса тӑраймасть: ун валли укҫа та, вырӑн та, техника та, штат та кирлӗ.
Ишлейсем хӑйсен пушар хуралне иртнӗ эрне вӗҫӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрурах уҫнӑ. Вут-ҫулӑма сӳнтермелли урапана «Ишлейское» пушар хуралӗн харпӑрлӑхне куҫарса панӑ. «АРС-14» маркӑллӑ урапана малтан юсанӑ.
Халӗ ишлейсен хайсен посчӗ пур. Инкек сиксе тухсан урапа Ишлей ял тӑрӑхенчи ялсене кӑна мар, Кӑшавӑш, Ҫӗньял Покровски, Атайкасси, Вӑрман Ҫӗктер тӑрӑхӗсене те тухса вӗҫтерӗ.
Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, Ишлейра муниципалитетӑн пушар хуралне йӗркелени асӑннӑ тӑрӑхри ялсем район центрӗнчен, Кӳкеҫрен, аякра вырнаҫнипе ҫыхӑннӑ.
Шупашкар районӗнчи прокуратура унти предприяти-учрежденисем коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ.
Саккуна пӑсакансем муниципалитет предприятийӗсенче те, хысна учрежденийӗсенче те пур-мӗн.
Коррупцие хирӗҫле саккунпа ҫыхӑннӑ кӑлтӑксене палӑртни пирки калаҫнӑ май район прокурорӗ Зелфинас Карама тӗслӗх вырӑнне патшалӑх служащийӗсене ӗҫе илнӗ хыҫҫӑн ҫав ҫын пирки сведение хайхи унччен тимленӗ вырӑна пӗлтерменнине илсе кӑтартрӗ. Шучӗпе вара 10 кунта ҫитермелле.
Аса илтеретпӗр, патшалӑх служащийӗсене ӗҫе илекенсен вӗсем пирки сведение лешсем унчченхи вырӑнтан пӑрахнӑранпа икӗ ҫул иртмен чухне хыпарламалла.
Патшалӑх служащийӗ пирки вӑхӑтра пӗлтермен тӗслӗх "Ишлейское" ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗнче, Шупашкар районӗнчи халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен ценртрта пулнӑ. Район прокуратури асӑннӑ учрежденисен пуҫлӑхӗсем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ.
Коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснӑ кӑлтӑксем ытти хӑш-пӗр предприятире те тупӑннӑ.
Тухтӑр пулса яла ӗҫлеме каякансене юлашки ҫулсенче патшалӑх миллионшар тенкӗ пама тытӑнчӗ. Малтанласа ҫамрӑкраххисене кӑна, 35 ҫитичченхисене, кӑна паратчӗҫ пулсан, халӗ 50 ҫул таранчченех «Земство тухтӑрӗ» программӑпа яла кайма юрать. Кунта сӑлтавӗ ансат: ялта тухтӑрсем ҫитмен вӑхӑтра ҫула кура тиркесе тӑраймӑн, ӗҫлеме килӗшекен тупӑнтӑр.
Шупашкар районӗнче хальхи вӑхӑтра 24 «земство» тухтӑрӗ ӗҫлет. Вӗсем Ишлейре, Тренккассинче, Ҫӗньялта, Ишекре тата Тутаркассинче вӑй хураҫҫӗ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ — пӗтӗмӗшле ҫемье практикин врачӗсем. Ансӑр специалистсем те — офтальмолог, дерматолог, хирург, эндоскопист — пур.
Кӑҫалтан «Земство тухтӑрӗ» программӑна Кӳкеҫ поселокӗ те лекнӗ. Унччен вӑл ял шутне кӗменччӗ, ҫавӑнпа та унта тухтӑра ӗҫе вырнаҫакансем миллиона илейместчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |