Муркаш районӗнчи Ильинкӑри авалхи юмана «Чӗрӗ ҫутҫанталӑк палӑкӗ» статус панӑ. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, унӑн ӗмӗрӗ 362 ҫулпа танлашать. Вулли 182 сантиметр, ҫавӑрса тытса илес тесен темиҫен алла аллӑн тытӑнса тӑрса тухмалла: сарлакӑш — 570 сантиметр. Юмана виҫӗ хутчен те аслати ҫапнӑ иккен. Унччен йывӑҫ тӑршшӗ 26 метр ҫӳллӗш пулнӑ, халӗ 24 метр тӑрса юлнӑ. Ҫамрӑк мар пулин те юман халӗ те йӗкел тӑвать.
Ятарлӑ статус панипе ирттернӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Унта Федераци Канашӗн ҫутҫанталӑк пуянлӑхне упраса хӑварассипе ӗҫлекен канашӗн ӗҫ тӑвакан дирекцийӗн ертӳҫи Владимир Зотов тата асӑннӑ органӑн пайташӗ Сергей Пальчиков, Федерацин Атӑлҫи округӗнчи Вӑрман департаменчӗн ертӳҫи Александр Орнатский тата ыттисем хутшӑннӑ.
Сӑнсем (25)
Республикӑри чылай вулавӑшӗ евӗрех Муркаш районӗнчи ҫак учрежденисенчен хӑшӗ-пӗрисем те ҫынсене патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗ кӳме тытӑннӑ. Документсене вӗсем «пӗр чӳрече» меслетпе йышӑнаҫҫӗ. Ку пулӑшӑва ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнчен районти тӑхӑр вулавӑш: Мӑн Сӗнтӗрти, Ильинкӑри, Катькасри, Кашмашри, Анаткассинчи, Чуманкассинчи, Шетмӗпуҫӗнчи, Юнкӑри тата Йӳҫкассинчи — кӳрет иккен. Вӗсенче муниципалитетсем кӳрекен 29 йышши пулӑшӑва илме пулать.
Унччен вара районти специалистсем — район администрацийӗн информаципе тивӗҫтерекен пайӗн пуҫлӑхӗ В. Лаврентьева, Муркаш районӗнчи нумай ӗҫ тӑвакан центр директорӗ Т. Королькова тата Муркаш районӗн тӗп вулавӑшӑн директорӗ И. Николаева культура учрежденийӗсем ҫӗнӗлле ӗҫлеме хатӗррине тӗрӗсленӗ. Вӗсем компьютерсемпе оргтехникӑн, ҫыхӑнӑвӑн тӑрӑмне хакланӑ, ӗҫре кирлӗ сӗнӳсемпе пулӑшнӑ.
Сӑнсем (12)
Чӑваш Енре 30 ытла суйлав кампанийӗ иртмелле. Кун пирки Regnum информаци агентстви республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтерни ҫине таянса хыпарлать. Авӑнӑн 8-мӗшӗнче хӑш-пӗр ҫӗрте республикӑн парламентне депутатсем суйланипе пӗрлех вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен пуҫлӑхӗсене суйлассипе тата вырӑнти халӑх тарҫисене суйлассипе сасӑлавсем иртмелле.
Вӑхӑт ҫитиччен иртекен суйлавӑн сӑлтавӗ тӗрлӗрен. Чӑваш парламентне депутат суйлассине илсен, унӑн вырӑнӗ Куславкка районӗнче пушаннӑ. Асӑнӑн пӗр мандатлӑ округпа депутата суйланнӑ Александр Разумов пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Россотрудничествӑна (ӑна Константин Косачев ерсте пырать, Разумов унӑн пулӑшаканӗ пулнӑччӗ) ӗҫлеме куҫнӑччӗ.
Кунсӑр пуҫне 10 ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне суйламалла. Улатӑр районӗнче Атрать тата Ҫӗнӗ Эйпеҫ, Етӗрне районӗнчи Мучар, Стрелецки тата Ирҫе, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл, Муркаш районӗнчи Ильинкӑри, Пӑрачкав районӗнчи Сиявски, Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ, Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене суйламалла.
Муркашпа Ильинка хушшинче тимӗр шӑрантармалли кӑмака 2008 ҫулта тупнӑ. Вӑл вырӑнта кӑмака тата ытти япаласем те пулнӑ. Кӑмаки те, ытти япаласем те ҫӗр айне пулнӑ.
Япалисем япӑх мар упраннӑ. Вӗсене алла тытса ӗҫлеме те пулать. Ҫак япаласем авалхи ҫынсем тимӗрпе ӗҫлеме пӗлни пирки каласа параҫҫӗ. Атӑл хӗрринче пурӑнакан ҫынсем тимӗр шӑратма пултарнине кӑтартса параҫҫӗ. Кунта ӗҫчен те тирпейлӗ ҫинсем пурӑннӑ тесе шутлама пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |