Авӑн уйӑхӗн 25-29-мӗшӗсенче Чӑваш Ен тӗп хули, Шупашкар, 2020/2021 тапхӑрти арҫынсен баскетбол клубӗсен суйлав турне йышӑнать. Юбилейлӑ XX вӑййа ҫӗршыври 34 команда хутшӑнӗ.
«Чебоксарские ястребы» (чӑв. Шупашкар хурчкисем) баскетбол дружини пилӗк кунта тӑватӑ командӑна йышӑнӗ. Вӗсем — Хусанти «Уникс-2», Сартури «Автодор-2», Самарти «Самара-2», Сулхулари «Нижний Новгород-2».
Пирӗннисем ыран, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 15 сехет те 30 минутра хусансемпе ӑмӑртӗҫ. Ӑна курас тесен Раҫҫейӗн баскетбол федерацийӗн сайтӗнче регистрациленмелле те тӳрӗ эфирта пӑхмалла. Зала кӗртмӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 15 сехет те 30 минутра шупашкарсем самарсемпе вылӗҫ, авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 17 сехет те 30 минутра — чулхуласемпе, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 17 сехет те 30 минутра — сартусемпе.
Бокс енӗпе экс-чемпион Николай Валуев Шупашкарта пулни пирки унччен пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Вӑл кунта тинех хӑйӗнчен ҫӳллӗрех ҫынна тӗл пулнӑ-мӗн.
Николай Валуев «Твиттерта» сенсациллӗ сӑнӳкерчӗке «Ҫыхӑнура» халӑх тетелне кӑларса хурасси пирки пӗлтернӗ. «Тепӗр темиҫе минутран сенсациллӗ сӑнӳкречӗк кӑларса хурӑп», — ҫырнӑ вӑл.
Николай Валуев 2 метр та 13 сантиметр ҫӳллӗш. «Шупашкар хурчкисем» баскетбол командинче 19-мӗш номерпе вылякан Алексей Бауэр унран 7 сантиметр ҫӳллӗрех. Алексей 220 сантиметр ҫӳллӗш, 104 килограмм йывӑрӑш.
Алексей Бауэр — спорт мастерӗн кандидачӗ, Пӗрремӗш лигӑн чемпионӗ.
Шупашкарта «Шупашкар хурчки» профессилле баскетбол ушкӑнӗ йӗркеленнӗ. Ку вӑл муниципалитетӑн шутланать, хула администрацийӗ ку ушкӑн шанчӑка тӳрре кӑларасса ӗненет, ҫавна май ӑна укҫа хывать.
Республикӑн тӗп хулинче профессилле баскетбол ушкӑнӗ йӗркелес ӗмӗт тахӑҫанах амаланнӑ-мӗн. Анчах маларах тӗрлӗ сӑлтава пула ниепле те пурнӑҫа кӗртеймен. Унта кӗнисен ҫӗршыври вӑйлӑ клубсемпе ӑмӑртӑва тухма тивӗ.
«Шупашкар хурчки» ушкӑн 15 вӑйӑҫран тӑрать. Тӗп пайӗ — вырӑнти спортсменсем. Шупашкар ушкӑнне Питӗрти, Волгоградри, Самарти, Ижевскри, Ӗпхӳри, Сургутри, Мускаври, Вологдӑри тата ытти хулари маттурсем кӗме кӑмӑл тунӑ иккен. Сергей Худаев тӗп тренер ертсе пыракан штаб сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн йыша 6 легионера кӗртнӗ.
Хӗрлӗ Чутайра патшалӑхӑн влаҫ тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче ӗҫлекенсен XII спартакиади иртни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Асаилтеретпӗр, унта пурӗ 60 яхӑн ушкӑн килсе ҫитнӗ. Нумай пулмасть ҫак спорт ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне тунӑ.
Стритбол выляса Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн ушкӑнӗсем хушшинче руеспубликӑн вӑй-хал культурипе спорт министерствин спортсменӗсене ҫитекенни пулман иккен, «кӗмӗле» республика Элтеперӗн Администрацийӗн ӗҫченӗсем тивӗҫнӗ, виҫҫӗмӗш вырӑна вӗренӳ министерстви тухнӑ.
Баскетбол вӑййинче РФ Пенси фончӗн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗнче тӑрӑшакансем выляни палӑрнӑ. Вӗсем хыҫҫӑн налук службин ӗҫченӗсем пулнӑ, виҫҫӗмӗшсем — айӑплавсене пурнӑҫлакан федераллӑ службӑн республикӑри Управленийӗн пӗрлештернӗ команди.
Хуласемпе район администрацийӗсен баскетболҫисем хушшинче Шупашкар хула администрацийӗ ҫӗнтернӗ, иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсенче — Канаш хулин тата Сӗнтӗрвӑрри районӗн спортсменӗсем.
Бассейнра ишессипе Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн ушкӑнӗсем хушшинче республика Элтеперӗн администраци ӗҫченӗсем мала тухнӑ, иккӗмӗш вырӑна Вӑй-хал культурипе спорт министерстви тивӗҫнӗ, виҫҫӗмӗшсем — Экономика аталанӑвӗн министерстви.
Республикӑри ача-пӑча уйлӑхӗсенче шӑпӑрлансем канаҫҫӗ кӑна мар, сывлӑхлӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑмалли ӗҫ-пулӑмсене хаваспах хутшӑнаҫҫӗ. Ак, иртнинче те ӑмӑртӑва хутшӑнса вӗсем спортпа туслӑ пулнине тепӗр хут ҫирӗплетнӗ.
Утӑн 26-мӗшӗнче Шупашкарти «Олимпийский» тӗп стадионта ача-пӑча сывлӑха ҫирӗплетекен уйлӑхсен спартакиади иртнӗ. Унта республикӑра ӗҫлекен 19 уйлӑхран 12 сывлӑха ҫирӗплетекен учреждени хутшӑннӑ. Спартакиада программине 5 спорт тӗсӗ кӗнӗ: хӗрачасем тата арҫын ачасем хушшинчи уйрӑмшар ҫӑмӑл атлетикӑпа эстфета, мини-футбол, урам баскетболӗ, шашкӑлла вылясси тата вӗрен туртасси.
Хӗрачасен ушкӑнӗсем хушшинче чи лайӑх кӑтартусене «Шурӑ чулсем» (выр. «Белые камни») тунӑ, арҫын ачасем хушшинче вара «Утёс» уйлӑхӑн яшӗсем ҫӗнтернӗ.
Мини-футболта чи вӑйлисем «Ҫӑлтӑрлӑ» (выр. «Звездный») уйлӑхӑн ушкӑнӗ пулса тӑнӑ, иккемӗшсем — «Шурӑ чулсем» уйлӑхӑн арҫын ачисем, виҫҫӗмӗш вырӑна вара «Космонавт» уйлӑхӑн ушкӑнӗ тухнӑ.
Урамри баскетбол спорт вӑййипе «Шурӑ чулсем» уйлӑхӗн хӗрачисем ҫӗнтернӗ, «Сывлӑм» (выр. «Росинка») уйлӑх ушкӑнӗ иккемӗш вырӑна тухнӑ, виҫҫӗмӗшсем вара «Космонавт» уйлӑх пулнӑ.
Паян, ҫӗртмен 29-мӗшӗнче, XXIV Раҫҫей Олимп кунне халаласа Вӑрмар посёлокӗнче тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ. Унсӑр пуҫне тата Олимп кунӗн темипа асфальт ҫинче ӳкерӳ конкурсне ирттернӗ. Мини-футбол, урам баскетболӗ — тӗрлӗ тӗслӗ спорт ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ. Унсӑр пуҫне «Илем» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн ҫуртӗнче дартс вӑййипе, сӗтелҫи тенниспа, шывра ишессипе ӑмӑртусем иртнӗ. Ҫакӑнтах «Шыври хаваслӑ стартсем» те пулнӑ.
Спорт уявӗ «Урмары» ФК — «Локомотив» (Канаш) футбол командисем вӑй виҫнипе вӗҫленнӗ. Кам ҫӗнтерни паллӑ мар-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.01.2021 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Матвеев Тимофей Матвеевич, чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӳкеҫре хут вӗрентекен шкул уҫнӑ. | ||
| Ухсай Мария Дмитриевна, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Митта Петр Егорович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗнӗ ял» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Иванов Владимир Миронович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимухха Хӗветӗрӗ, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ГУЛАГ лагерӗнче вилнӗ. | ||
| Митта Петр Егорович, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Егоров Василий Георгиевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Николаев Георгий Николаевич, доцент, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |