Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Усӑ курманни калаҫтарать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 29.08.2015 06:39 | 2028 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ

Чӑваш Енре ҫӗрпе усӑ курни мар, усӑ курманни ытларах калаҫтарать тесе хыпарлаҫҫӗ Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗнче. Нумаях пулмасть, акӑ, асӑннӑ управление Патӑрьел районӗнчи Еншик ялӗнчен ҫыру ҫитнӗ, унта усӑ курман ҫӗрсем ҫӑхавланӑ. Хальхи вӑхӑтра лару-тӑрӑва тӗпчеҫҫӗ.

Кунашкал ҫыру Канаш район администрацийӗнчен те пулнӑ: самай пысӑк 5 лаптӑка юхӑнтарса янӑ иккен. Тӗпчев 157,01 гектар ҫинче 5-6 ҫулти йывӑҫ-тӗм кашланине палӑртнӑ.

Пӗтӗмпе вара кӑҫалхи ҫур ҫулта кӑна ҫӗрпе усӑ курманшӑн 26 протокол ҫырма тивнӗ. Ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмен тӗслӗхсем Патӑрьел, Комсомольски, Канаш, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Тӑвай районӗсенче тӗл пулнӑ.

Тӑпрапа тухӑҫлӑ усӑ курмалли пирки калаҫу пуҫарсан вара лаптӑкран хуҫисем хӑйсен ирӗкӗпе «хӑтӑлни» ҫӗнӗлӗх мар ӗнтӗ. Кӑҫал та, акӑ, 119 гектар тӗлӗшпе ҫак ӗҫе Етӗрне, Ҫӗрпӳ, Муркаш районӗсенче пуҫарнӑ.

Рекультиваци туман (сӑмахран, Шупашкар районӗнче), пулӑхлӑ сийе вырӑнтан куҫарнӑ (Шупашкар тата Канаш районӗсенче) тӗслӗхсемпе ҫулсерен кӗрешме тивет-мӗн.

Тӗрӗслевҫӗсем асӑрхаттарнине пурнӑҫланӑ май 644 гектара пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнине те палӑртмалла. Ун пек тӗслӗхсем Ҫӗрпӳ, Куславкка, Шупашкар, Вӑрмар, Тӑвай, Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче пулнӑ.

#Патӑрьел районӗ, #Комсомольски районӗ, #Канаш районӗ, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Етӗрне районӗ, #Тӑвай районӗ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Шупашкар районӗ, #Муркаш районӗ, #Вӑрмар районӗ, #Элӗк районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Куславкка районӗ, #ҫӗр ыйтӑвӗ, #пӑтӑрмахсем, #Еншик

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем