Халӑх сӑн-сӑпачӗпе чунӗн хӑйевӗрлӗхӗ чи малтан чӗлхере упранипе кашниех аван пӗлет-тӗр. Ҫакна шута илсе Чӑваш чӗлхи эрнин кунӗсенче тӑван чӗлхемӗре халалланӑ мероприятисем чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче чылай иртеҫ ӗнтӗ. Акан 27-мӗшӗнче вара «Чӑваш тумӗн уявӗ» пулчӗ. Уява факультетра ӗҫлекенсемпе вӗренекенсем пурте хутшӑнчӗҫ. Ҫак кун чӑвашсен тӗрлӗ районсенче пурӑнакан тум-юмне тӑхӑннӑ студентсемпе преподовательсем вӑйӑ картинче те ҫаврӑнчӗҫ, чӑваш ташши те ташларӗҫ. Культурологи кафедрин доценчӗ Ф.И. Васильева авалхи чӑваш хӗрарӑмӗн тумӗ пирки кӑсӑклӑ каласа пачӗ, алӑпа тӗртнӗ, ҫӗленӗ ӗлӗкхи чӑваш тумне кӑтартрӗ. Ҫавӑн пекех 1,2,3 курс студенчӗсем уявра активлӑ пулнине палӑртса хӑварас килет. Чӑваш тумне тӑхӑнса уява чи нумайӑн хутшӑннӑ кафедра вара — чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн кафедри.
Чӑвашӑн авалтан килекен пуянлӑхне хамӑр та хисеплемесен, унпа мӑнаҫланмасан ыттисем ҫавна тӑвасса кӗтме те кирлӗ мар. Ҫие мӗнле тумтир тӑхӑнни те халӑхшӑн, ун пуласлӑхӗшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫак шухӑш янӑрарӗ Чӑваш тумӗн уявӗнче.