Улатӑрта вырнаҫнӑ юсанмалли 2-мӗш колонире айӑплав вӑхӑтне хӗрарӑмсем ирттереҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле режимлӑскер ытти ҫавӑн йышши учреждени евӗрех унта ларакансене вӗрентет те. Шкулта вӗренни ҫинчен калакан аттестат ҫуккисене вӑтам пӗлӳ параҫҫӗ, пӗлӳ ҫуккисене алла пӗлӳ илме пулӑшаҫҫӗ.
Ҫак кунсенче 2-мӗш колони 34 хӗрарӑма вӑтам пӗлӳ илни ҫинчен калакан аттестат тыттарнӑ. Ахаль кӑна мар, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрурах. Чи лайӑх вӗреннисене Хисеп хучӗсемпех палӑртнӑ. 4 ҫул тӑрӑшса вӗренсе ӑна ӑнӑҫлӑ пӗтернисене пылак парнепе те хавхалантарнӑ. Алла аттестат илнисем сӑвӑсем вуланӑ, вӗрентекенсем валли хатӗрленӗ открыткӑсене парнеленӗ. Савӑнӑҫлӑ уяв ячӗпе «Рада» художество пултарулӑх кружокне ҫӳрекенсем икӗ ташӑ лартса панӑ. Колонири шкул класӗпе сывпуллашакансене О. Хайам, О. Уальд каланӑ ӑслӑ сӑмахсемпе ырӑ суннӑ.