Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Ҫӗнӗ микрорайон Шортан ятлӑ пулӗ-ши?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 13.06.2015 12:18 | 1356 хут пӑхнӑ
Хулара Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-мӗш микрорайон ҫапла пулӗ
Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-мӗш микрорайон ҫапла пулӗ

Пӗччен пӑтӑ ҫиме, йышпа авӑн ҫапма лайӑх тенӗ ваттисем. Ҫӗнӗ Шупашкарсем вара хулари ҫӗнӗ микрорайон ятне шыраҫҫӗ.

9-мӗш микрорайона тума пуҫланӑ хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ хула ҫыннисем хушшинче ыйтӑм та ирттерсе пӑхнӑ. Ҫӗр ҫын ҫӗр тӗрлӗ шухӑшлать те, 30 ят сӗнекен тупӑннӑ. Ятсем хушшинче Вятка автоҫулпа ҫывӑх пулнӑран Вятка сӗнекен те, ҫывӑхри чиркӳ ятне кура суйлама калакан та, Шупашкар енчи чи пӗрремӗш микрорайон пулнине кура Пионер темелле текен те тупӑннӑ.

Хула администрацийӗ ятсене хӑйӗн сайтӗнче ҫак каҫӑпа cap.ru/vote.aspx?gov_id=82&id=821 вырнаҫтарнӑ та ҫынсене интерактивлӑ ыйтӑма хутшӑнма чӗнсе каланӑ. Хальлӗхе пуринчен ытла сасӑ пухни — Шортан. Ку вӑл унччен ҫавӑнта ун ятлӑ ял пуррине асӑнса сӗннӗ ят. Химпром туса лартнӑ хыҫҫӑн 13 ял ҫӗр питӗнчен ҫухалнӑ чух Шортана та ҫавӑн пек шӑпа пырса ҫапнӑ.

Сасӑлавӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн чи нумай сасӑ пухнӑ виҫӗ ята суйласа илӗҫ те кайран вӗсене финал-сасӑлава кӑларӗҫ.

#Ҫӗнӗ Шупашкар, #Шортан, #сасӑлавсем

 

Комментари:

Agabazar // 1112.6.1519
2015.06.13 12:57
Agabazar

Тӗрӗссипе Ҫӗнӗ Шупашкар хулине хӑйне Шуртан ят памалла.

Agabazar // 3259.03.6173
2015.06.13 19:55
Agabazar
"Шуртан" — ял ячӗ мар. Чӑннипе ялсен ушкӑнне ҫапла каланӑ.
Agabazar // 3259.03.6173
2015.06.13 20:53
Agabazar
Ипполит Иванович Иванов, Шордан псевдонимпа та усӑ курнӑскер. Мӗншӗн тесен Шуртан ял ушкӑнне кӗнӗ Анаткасра ҫуралса ӳснӗ. http://gov.cap.ru/home/93/0/bibliot ... oetu/ivan%20ipp.html

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем