Улатӑрта ӗнер, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, тыл ӗҫченӗсемпе вӑрҫӑ ачисене халалланӑ палӑка савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Монумента Ветерансен паркӗнче вырнаҫтарнӑ.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ачасене, хӗрарӑмсене, стариксене халалланӑ палӑка уҫнӑ ҫӗре халӑх нумай пухӑннӑ. Тыл ӗҫенӗсемпе ачасем те Аслӑ Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ-ҫке.
Палӑка халӑх пухнӑ укҫапа лартнӑ. Ӑна мрамортан ҫӑлтӑр евӗр хатӗрленӗ, постамент ҫине лартнӑ. Палӑк ҫине «Тыл ӗҫченӗсене тата вӑрҫӑ ачисене халалласа» тесе ҫырнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Улатӑрта фронт валли хӗҫ-пӑшал кӑларнӑ, тумтир, апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ. Хулана Ржевран ҫар базине эвакуациленӗ, паравус юсакан савутра снаряд пуҫне кӑларакан ятарлӑ цех йӗркеленӗ.
Сӑнсем (28)