Чӑваш Енре «Авто-МотоДонор» акци иртет. Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗччен республикӑра пурӑнакансене ҫул ҫинчи инкекре суранланнисене пулӑшмашкӑн юн пама чӗнеҫҫӗ.
Республикӑри юн илекен станцире авто- тата мотоклубсен пайташӗсене, профессионал водительсене, ҪҪХПИ ӗҫченӗсене тата пурне те, кӑмӑл пуррисене, кӗтеҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗччен донор пункчӗ Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра ӗҫлӗ. Регистратурӑна 8(8352) 45-37-05 номерпе шӑнкӑравлама пулать. Юн илекен станцие пыракансен хӑйсемпе пӗрле паспорт пулмалла. Вӗсен Чӑваш Енре регистрацире ҫур ҫултан кая мар тӑмалла.
«Авто-МотоДонор» акцие республикӑра пӗр ҫул кӑна ирттермеҫҫӗ. Медицина ӗҫченӗсем юн паракан ҫыннӑн станцие тепӗр ҫур ҫултан пырса анализсем памаллине асӑрхаттараҫҫӗ. Ку вӗсен юнӗ хӑрушлӑх кӑларса тӑратманнине ҫирӗплетӗ. Ара, ӑна сипленмелли учрежденисене яраҫҫӗ-ҫке-ха.