Шупашкарта Петров урамӗнче пурӑнакансем каллех сисчӗвленнӗ. Уйрӑмах — 13-мӗш ҫуртра пурӑнакансем. Ара, ҫуртран кирпӗчсем тӑкӑнма тытӑнсан сехре ан хӑптӑр-и?
Ҫуртра пурӑнакансем управляющи компанине кун пирки пӗлтернӗ, лешсем стена ҫинчи шӑтӑка цементпа хупланӑ.
Ҫав 13-мӗш ҫуртра пурӑнакан Ирина Кузьмина ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫӗрле шаплатнӑ сасӑпа вӑранса кайнӑ. Вӑл тӳрех Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт пирки аса илнӗ: ку та ишӗлме тытӑнмасть-ши? Ҫуртӑн умӗ кӑштах йӑтӑннӑ-мӗн.
Ҫынсем ирхине урамра темиҫе кирпӗч выртнине асӑрханӑ. Ҫурт тӑрри айӗнче вара — шӑтӑк. Телее, никам та суранланман.
«Теплый дом» управляющи команийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ комисси вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ, шӑтӑка хупланӑ. Вячеслав Михайлов специалист каланӑ тӑрӑх, такам стена ҫинчи ултӑ кирпӗче ятарласа сиенлетнӗ. Управляющи команийӗ кун пирки полицие пӗлтернӗ. Вӗсен шухӑшӗпе, ахӑртнех, такам ҫапла майпа ҫӗнӗ ҫуртра хваттере тивӗҫесшӗн.
Ҫурт ҫынсемшӗн нимӗнле хӑрушлӑх та кӑларса тӑратмасть иккен.