Ялсенче ирсерен сӗт пуҫтараҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри тӳрӗ чунлӑ, теприсем сӗте шывпа та хутӑштарма именмеҫҫӗ. Ҫавӑнпа унӑн пахалӑхне тӗрӗслесех тӑма тивет.
Паян, пушӑн 19-мӗшӗнче, Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче ирхи 5 сехетре районти сӗт пахалӑхне тӗрӗслекен комисси тӗрӗслеве килнӗ. Комисси йышне Тӑвай район администрацийӗн пӗрремӗш ҫумӗ В.В.Чайкин, районти чӗрчунсен чирӗпе кӗрешекен станцин пуҫлӑхӗ А.В. Шакин, ветеринари службин ветеранӗ М.Г.Герасимова, районти чӗрчунсен чирӗпе кӗрешекен станцин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Л.А.Симушкина пулнӑ.
Комисси яла ир-ирех килсе сӗт пухас ӗҫе хутшӑннӑ. Сӗте Любовь Иванова пухнӑ. Комисси сӗт пахалӑхне тӗрӗсленӗ. Рейд вӑхӑтӗнче 15 ҫын панӑ сӗте тӗрӗсленӗ.
Комисси сӗт паракан ҫынсене кунашкал рейдсем тӑтӑшах пуласса асӑрхаттарнӑ.
Сӑнсем (12)
Аçтахар Плотников // 3584.01.1051
2015.03.19 19:37 | |
Тӳре-шара тӗрӗслет пулин те пӗтӗмлетӗвне пӗлтересшӗн мар — миҫе ҫын пахалӑхсӑр сӗт илсе килни ҫинчен каламан. |