Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Юрий Энтин тӗнчери чи лайӑх юрӑсене чӑвашла куҫарма шантарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 14.03.2015 20:06 | 1163 хут пӑхнӑ
Культура

Ӗнер Чӑваш Ене Юрий Энтин килни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫав кун Канашра «Пӗчӗк кӑвакалсен ташши» фестиваль пулнӑ. Унта Юрий Энтин та хутшӑннӑ. Мероприятие ЧР Элтеперӗ Михал Игнатьев ҫитнӗ.

Юрий Энтин 50 ҫул каялла «Луч солнца золотого» юрра мӗнле ҫырнине каласа кӑтартнӑ. Халӗ вӑл ҫӗнӗ проектпа ӗҫлет: «Антология детских песен» проектра тӗнчери чи лайӑх 100 юрра вырӑсла куҫарӗ. Мӗн тетӗр? Юрий Энтин иккӗмӗш тома чӑвашла тухассине пӗлтернӗ. Паллӑ поэт тӗнчери чи лайӑх юрӑсене чӑвашла куҫарма шантарнӑ.

Фестивальте пухнӑ укҫа Чӑваш Енрех юлать. Унпа нумай ачаллӑ тата начар пурӑнакан ҫемьесене пулӑшӗҫ. Марафона хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳсет-мӗн. 2011 ҫулта 1100 предприятипе организаци укҫан пулӑшнӑ тӑк пӗлтӗр вӗсен йышӗ икӗ хут ӳснӗ.

Ҫав укҫапа вӗренӳ учрежденийӗсем, ача ҫурчӗсем валли ҫӗнӗ сӗтел-пукан, теттесем, кӗнекесем туянаҫҫӗ, ача-пӑча лапамӗсем хута яраҫҫӗ. Марафона кашниех хутшӑнма пултарать. Ку ыйтупа «Российский детский фонд» Пӗтӗм Раҫҫейри ыркӑмӑллӑх фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмне пымалла. Адресӗ: Шупашкар хули, Петров урамӗ, 7-мӗш ҫурт. Е телефонпа шӑнкӑравламалла: 8(8352) 62-89-42.

#культура, #фестивальсем, #Канаш, #хӑнасем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/76286
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем