Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗн уявӗ кунсерен ҫывхарать. Кӑҫал вӑл 70 ҫул тултарнӑ май ӑна анлӑ паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ.
Чӑваш наци музейӗн официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта Ҫӗнтерӗве халалласа Ҫар махтавӗн музейӗнче «Пӗтӗм пурнӑҫ — паттӑрлӑх» курав уҫӑлнӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ хӗрарӑмсене халалланӑ.
Курава Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн уҫни те ахальтен мар.
Официаллӑ информаци палӑртнӑ тӑрӑх, «Пӗтӗм пурнӑҫ — паттӑрлӑх» куравра — 70 япала. Вӗсен йышӗнче — сӑнӳкерчӗксем, чыслав хучӗсен копийӗсем, вӑрҫӑ ветеранӗсен кун-ҫулне ҫутатакан кӗнекесем, хаҫатсем…
Ҫавӑн пекех куравра II степень Тӑван ҫӗршыв орденне, «Ӗҫри хастарлӑхшӑн» медале тивӗҫнӗ медицина сестрин япалисем пур. Унтах Чӑваш Ен хӗрӗсен, сывлӑш сӑнавӗн батальонӗн 101 уйрӑмӗн боецӗсен, харпӑр материалӗсемпе паллашма пулать.