Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче Хусанти халӑхсен Туслӑх ҫуртне халӑх нумаййӑн пухӑннӑ. Сӑлтавӗ те пулнӑ. Ун чухне «Хусан чӑвашӗсем» ушкӑнӑн Петӗр Хусанкай сӑввипе ҫырнӑ «Мунча шӑрши» юрӑ клипӗн хӑтлавне ирттернӗ.
«Сувар» хаҫатра палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал клип чӑвашсен хальччен пулман теме те юрать. Ҫав кун чи малтан Петӗр Хусанкай ячӗллӗ ЧНКЦ председателӗ В.Казаков тухса калаҫнӑ, Хусан чӑвашӗсене ырӑ сунса саламланӑ.
Клипа хӑтличчен малтан унӑн историйӗпе «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Константин Малышев паллаштарнӑ. Петӗр Хусанкай, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи витӗр тухнӑскер, ҫав сӑвва 1943 ҫулта ҫырнӑ. «Хусан чӑвашӗсем» ушкӑн ҫак сӑвӑпа паллашнӑранпа вӑхӑт чылай иртнӗ. Юрӑ 2014 ҫулхи кӗркунне ҫеҫ «пиҫсе» ҫитнӗ.
Ушкӑн ертӳҫи Алексей Наумов композитор сӑвва юрра хывасси ҫӑмӑл пулманнине пытармасть. Унӑн шухӑшӗпе, чӑваш литературин классикӗн сӑввине кашни ҫынна килӗшмелле юрра хывмалла. «Ӑшра пиҫсе ҫитнине туйсан лартӑм та пилӗк минутрах кӗвӗлерӗм, анчах унтанпа нумай хутчен ылмаштарма, мӗн-тӗр хушма, ытлашшине кӑларма тиврӗ», — тенӗ Алексей Наумов «Сувар» хаҫата.