Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Налукҫӑсене ҫӗнӗ ҫын ертсе пырӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 04.03.2015 12:16 | 1487 хут пӑхнӑ
Персона Сулахай енче лараканни Марина Петрова
Сулахай енче лараканни Марина Петрова

Ӗнер Федерацин налук службин республикӑри управленине кам ертсе пырассине ҫирӗплетнӗ. Ҫӗршывӑн Финанс минситерствин хушӑвӗпе ҫак должноҫе Марина Петрована шаннӑ. Ҫак ятпа управленире канашлу иртнӗ.

Канашлӑва тӗрлӗ шайри пуҫлӑх пухӑннӑ: Федерацин налук службин Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсем хушшинчи пуҫлӑхӗ В.Н. Губанов, федерацин Чӑваш енри инспекторӗ Г.С. Федоров, ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи И.Б. Моторин, Чӑваш Енӗн премьер-министрӗн ҫумӗ — финанс министрӗ С.А. Енилина, РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн ертӳҫи А.П. Мигушов, ЧР шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ А.В. Тимофеев, республика прокурорӗн ҫумӗ И.Г. Сахаров, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Л.И. Черкесов.

Налукҫӑсене ҫӗнӗ пуҫлӑхпа паллаштарнӑ май Губановпа Федоров Петрован ӗҫлес пултарулӑхӗ пысӑк тесе ырланӑ. Управленин ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Ольга Никинӑна та ӗҫшӗн тав тунӑ.

Марина Валерьяновна 1970 ҫулта Вӑрнарта ҫуралнӑ. Бухгалтер учечӗпе аудичӗ енӗпе специальноҫ алла илнӗскер налук службине 1995 ҫулта ӗҫлеме пынӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти инспекцире вӑл пай пуҫлӑхӗн ҫумӗнче, инспекцин пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. 2012 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ӑна инспекци пуҫлӑхне лартнӑ.

Сӑнсем (2)

#Вӑрнар, #налук, #ӗҫ вырӑнӗсем, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #ШӖМ, #тӳре-шара

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем