Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Транспорт налукне пӑрахӑҫлӗҫ-и?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 03.03.2015 09:48 | 1403 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Транспорт налукне пӑрахӑҫлӗҫ-и? Ку ыйту водительсене, паллах, канӑҫсӑрлантарть. Ӑна бензин хакне кӗртме пултарӗҫ. Кун пирки REGNUM информаци агентствин корреспондентне Патшалӑх Думинчи ЛДПР фракцин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ярослав Нилов пӗлтернӗ.

Нилов шухӑшланӑ тӑрӑх, транспорт налукне бензин хакне кӗртме пулать. Ҫакна, хака, регионсем хӑйсем палӑртма пултарӗҫ. Тӗслӗхрен, пӗрисем налука 10 пус тӑвӗҫ, теприсем — 7. Нилов ку проекта Патшалӑх Думине пӗрре мар сӗннине пӗлтернӗ.

РФ Правительстви вара ку ыйтӑва акцизсене хӑпартса татса парасси ҫинче чарӑнса тӑма шухӑшланӑ. РФ Президенчӗ вара водителӗн налука урапапа ӑҫта ҫӳренине кура тӳлемеллине татӑклӑн палӑртнӑ. «Ытларах чухне ҫапла пулса тухать: урапана Мускавра регистрациленӗ, вӑл вара Смоленск облаҫӗнче ҫӳрет, унти экологие, ҫула япӑхлатать», — тенӗ Владимир Путин.

Налук транспортне пӑрахӑҫлани урапапа вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ҫеҫ ҫӳрекен водительсемшӗн те меллӗ пулмалла. Тӗслӗхрен, дачӑна ҫӳрекенсемпе пенсионерсем. Чылайӑшӗ транспорт налукӗ хаклӑ пулнӑран ӑна пачах тӳлемест. Мотоциклистсем вара хӑйсен транспортне регистрацирен илеҫҫӗ. Ҫапла палӑртаҫҫӗ депутатсем.

Ҫак саккуна Патшалӑх Думине ҫурккуннехи сесси вӗҫлениччен кӗртме пултарӗҫ. Ҫакна регионсенче те хӗрсе сӳтсе яваҫҫӗ-мӗн.

#ЛДПР, #транспорт, #налуксем, #Раҫҫейре, #саккунсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем