Шупашкар хули тӗрлӗ еннелле сарӑлса пырать. Ача шучӗ те ӳссех пырать. Гладков урамӗ те юлашки ҫулсенче вӑйлӑ аталанчӗ. Нумай хваттерлӗ ҫуртсем ҫумӑр хыҫҫӑнхи кӑмпа евӗр «шӑтса ларчӗҫ». Халӗ унтисем валли шкул кирлӗ. Ку ыйтӑва хула тӑвас енӗпе ӗҫлекен канаш ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Шухӑшланӑ тӑрӑх, ӑна кӑҫал ҫулталӑк вӗҫлениччен хӑпартмалла. Анчах хула тӑвас енӗпе ӗҫлекен канаш проекта хурласа тӑкнӑ.
1100 ачалӑх шкул проектне хатӗрлессине ытлашши паллах мар тулли мар яваплӑ общество хӑй ҫине илнӗ. Сӑнавҫӑсем шухӑшланӑ тӑрӑх, никам ӑна хатӗрлеме килӗшменрен вӗсене лекнӗ пулать. Шкул валли пӑхса хӑварнӑ ҫӗр сӑртлӑ ҫӗрте – унӑн айлӑмӗ 6 метртан пуҫласа 10 метр таран иккен – вырнаҫнӑ пирки йӗркеллӗ проект хатӗрлеме питӗ хӗн-мӗн. Проектировщиксем шкула пӗр вырӑнта 2 хутлӑ, тепӗр ҫӗрте 5 хут таран тума сӗннӗ.
Культура эткерлӗхне хӳтӗлессишӗн яваплӑ центр специалисчӗ Лолита Миронкина: «Ку вӑл шкул мар, пӗтӗм ҫӗршывӗпе намӑс курмалли пулать», – тесе хурланӑ. Архитекторсене лаптӑка епле планлани, машинӑсене лартма вырӑн ҫукки, шкулӑн тӗп пайӗпе стадиона ҫыхӑнтаракан вырӑн ытла ансӑрри тата шкул тарӑн ҫырма хӗрринче вырнаҫни кӑмӑлсӑрлантарнӑ.
Проектировщиксем вара кӑлтӑкшӑн яваплӑха хӑйсем ҫине илесшӗн мар, хӗсӗк вырӑнта йӗркеллӗ проект тума май ҫук тесе хирӗҫлеҫҫӗ иккен. Шкул калӑпӑшне чакарса 800 ачалӑх хӑварсан ыйту татӑлас шанчӑк пур-мӗн.