Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: «Шанхайпа» «Кувшинка» пӗр чӗлхе тупайӗ-ши?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 12.02.2015 10:26 | 1349 хут пӑхнӑ
Хулара

Шупашкарта «Шанхай» микрорайонти халӑха куҫарма тытӑннӑ. Ун вырӑнне «Кувшинка» пулӗ. «Шанхайра» хальлӗхе 200 ытла кил. Вӗсене пурне те куҫармалла. Ҫав ҫуртсенче пурӑнакан ҫынсем валли компани нумай хутлӑ уйрӑм ҫурт купалать.

Халӗ 8 ҫурта ишсе антарнӑ ӗнтӗ. Вӗсенче пурӑнакансене инҫех мар вырнаҫнӑ ҫурта куҫма сӗннӗ. Анчах пурте кунпа килӗшмен.

Анна Гыбкинӑн йывӑҫ ҫурчӗ — 39 тӑваткал метр. Ӑна вара 30 тӑваткал метрлӑ хваттер сӗнеҫҫӗ. Вӗсем вара улттӑн пурӑнаҫҫӗ.

Чӑннипе, «Шанхайра» тахҫанах тавлашу пырать. Кунта иртнӗ ӗмӗрӗн 60-70-мӗш ҫулӗсенче халӑх пурӑнма тытӑннӑ. Халӗ вара унта пысӑк коттеджсем те ӳссе ларнӑ.

Администраци ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫынсен ҫӗр тӗлӗшпе права ҫук. Эппин, ҫуртсене саккунсӑр майпа хӑпартнӑ. Паллӑ ӗнтӗ, икӗ хутлӑ коттедж хуҫисем хваттерте пурӑнасшӑн мар.

Ҫуртсене хӑпартакан компани чи малтанах куҫармалли ҫынсен списокне хатӗрлет. Вӗсене 30 тӑваткал метрлӑ хваттер сӗнеҫҫӗ. Унччен мӗнле ҫуртра пурӑннине пӑхмасӑрах… Ытлашши тӑваткал метрсемшӗн укҫа тӳлеме тивӗ.

Хальлӗхе компани 90 ҫурта куҫарма палӑртать. 22 пӳртпе килӗшӳ тунӑ ӗнтӗ. 8 ҫурта туянма килӗшнӗ. Ҫапла 30 ҫурт тӗлӗшпе ыйтӑва татса панӑ.

«Шанхайри» ҫынсене 2016 ҫул тӗлне куҫарса пӗтерме палӑртаҫҫӗ те… Анчах ҫынсемпе компани пӗр чӗлхе тупайӗ-ши?

#ҫурт-йӗр, #Шупашкар, #Калинин районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем