Республикӑри онкологи диспансерӗнче «Уҫӑ алӑксен кунне» ирттерессине йӑлана кӗртрӗҫ тесен те йӑнӑш мар. «Эпир пӗрле пултаратпӑр...» уйӑхлӑха йӗркеленӗ май ирттернӗскере хальхинче Онкологи чирӗпе кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери куна халалланӑ.
Виҫӗ шӑматкун ӗнтӗ ҫынсем тухтӑрсем патне ҫитсе пысӑк пахалӑхлӑ пулӑшу илме пултарчӗҫ. Нарӑсӑн 4-мӗшӗнче вӗсене маммологсем, гинекологсем, проктологсем, оториноларингологсем йышӑнчӗҫ. Ҫынсене консультаципе пулӑшнипе пӗрлех цитологи диагностика тӗпчевӗ те ирттернӗ.
Акци вӑхӑтӗнче онкологсем 5300-е яхӑн ҫынна йышӑннӑ. Ультрасасӑ пулӑшнипе 741 ҫыннӑн сывлӑхне тӗрӗсленӗ, рентгенодиагностика меслечӗпе — 174 ҫынӑнне, цитологии меслечӗпе — 802 ҫынӑнне, маммографипе – 920 ҫынӑнне.
Усал шыҫӑпа аптӑрать пуль тесе шухӑшлакан 308 ҫынна диспансера янӑ, унта вӗсене тӗплӗнрех тӗрӗсленӗ. «Уҫӑ алӑксен кунӗнче» ракпа чирлӗ 39 тӗслӗх тупса палӑртнӑ.