Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Министр тата драматург ячӗпе — ҫавра сӗтел

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 01.02.2015 17:44 | 1321 хут пӑхнӑ
Персона Петр Осипов драматург, актер, врач, сывлӑх сыхлав министрӗ
Петр Осипов драматург, актер, врач, сывлӑх сыхлав министрӗ

Кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче Петр Осипов драматурга, ҫыравҫа, СССР ҫыравҫӑсен союзӗн членне, актера, режиссера, врача, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидатне халалласа «Петр Николаевич Осиповӑн нумай енлӗ пултарулӑхӗ» ҫавра сӗтел иртнӗ. Ӑна «Айтар», «Кушар» пьесӑсен авторӗ ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Петр Осипова Чӑваш патшалӑх академи драма театрне пуҫарса яраканӗсенчен пӗри тесе хаклаҫҫӗ. Хӑй те вӑл ҫав театрта актерта ӗҫленӗ. Куславкка районӗнчи Кутемер ялӗнче 1900 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче ҫуралнӑскер литературӑри ӗҫ-хӗлне 16-ра пуҫӑннӑ. Икӗ теҫеткене яхӑн пьеса ҫырнӑ, автобиографилле 3 роман авторӗ.

Драматургра чун канӑҫне тупнипе пӗрлех Петр Осипов ӑста тухтӑр пулнӑ. Хусанти университетӑн медицина факультетне вӗренсе пӗтернӗ, шалти чирсен кафедринче ординатурӑра ӑс пухнӑ. Шупашкарти хула поликлиникинче тӗп врачра ӗҫленӗ, Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ пулнӑ. 43-ре чухне кандидат диссертацине хӳтӗленӗ. 50 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ пичетленӗ.

#ҫавра сӗтелсем, #юбилейсем, #академи драма театрӗ, #Кутемер, #Куславкка районӗ, #Шупашкар

 

Комментари:

Agabazar // 4194.74.7206
2015.02.01 17:48
Agabazar

"Айтарӑн" пӗрремӗш вариантне ним тӑхтаса тӑмасӑр пичетлесе кӑлармалла! Е алҫырӑва шӑшисем кӑшласа пӗтерессе кӗтетпӗр-и?


Алҫырусем.... ҫунаҫҫӗ! :-(

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем